«Шупашкарти троллейбус управленийӗ» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ Чӑваш Енӗн Финанс министерствинчен укҫа шыраса илесшӗн. Ҫакна тума вӑл пулӑшакана шырать.
Троллейбус хуҫисем министерствӑна ҫӑмӑллӑхлӑ категорие турттарнишӗн саплаштарма хистесшӗн. Ҫак ӗҫе тума пулӑшакана вӑл уҫӑ конкурс ирттерсе шырать. Ырӑ тӑваканпа предприяти парӑма шыраса илнӗ хыҫҫӑн татӑласшӑн.
Контрактӑн малтанхи хакӗ — 12,7 миллион тенкӗ.
Пӗлтерӗве троллейбус управленийӗ патшалӑх нуши валли туянассине пӗлтерекен сайтра вырнаҫтарнӑ. Укҫана шыраса илессине управлени 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗччен кӗтме хатӗр.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ троллейбусри хак ӳсессине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, «Троллейбуспа ҫӳренӗшӗн укҫан тата пӗрлехи транспорт карттипе тӳленӗ май хаксене пӗрер тенкӗ хӑпартасшӑн эпир. Уйӑхлӑх ҫӳрев билечӗн хакне вара 50 тенкӗ ӳстересшӗн», — тенӗччӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗн директорӗ Александр Каныгин.
Ашшӗ-амӑшне кирлӗ пулман, вӗсем пирки ним те паллӑ маррисен пепкисене малашне пенси тӳлеме пуҫлӗҫ.
Пӑрахнӑ ачасем иртнӗ ӗмӗрӗн ҫурринчен пуҫласа, 1956 ҫултанпах, социаллӑ тӳлевсӗр пурӑннӑ. Ырӑ ҫынсем е патшалӑх вӗсене пӑхнӑ-ха, ашшӗ-амӑшӗ ӑҫти тата кам пулни паллӑ мартан хайхи тӗпренчӗксем тӑлӑх шутланман, социаллӑ пенси те ҫавна май тивӗҫмен.
Раҫҫей шайӗнче саккун кӑларакансем иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ку ыйтӑва татса пачӗҫ-пачӗҫех. Малашне ҫав ачасем хӑр тӑлӑхсемпе танах пенси илме пуҫлӗҫ. Саккун кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. РФ Пенси фондӗнче ун валли укҫа пӑхса хӑварнӑ.
Уйӑхри социаллӑ пенси виҫи 10068 тенкӗ те 53 пуспа танлашӗ. Ӑна ача 18 ҫул тултариччен, куҫӑн уйрӑмра вӗренекен студент пулсан 23 ҫула ҫитичченех тӳлӗҫ.
Ашшӗ-амӑшӗ кам пулни паллӑ маррисем пирӗн республикӑра хальхи вӑхӑтра — 12-ӗн.
Кӑҫал «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» проект малалла пурнӑҫланӗ. 2018 ҫулта ҫулсене юсамашкӑн 1 миллион та 461 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку укҫапа 143 ҫухрӑма юсӗҫ.
Кӑҫал проект валли уйӑрма палӑртнӑ укҫа-тенкӗрен 730 миллион тенки федераци хыснинчен пулӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр ку тӗллевпе 1 миллион та 268 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫитес ҫул валли вара 1 миллион та 360 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Кӑҫал «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» проектпа килӗшӳллӗн Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Муркаш тата Шупашкар районӗсенчи ҫулсене юсӗҫ. Хальлӗхе республикӑра 95 ҫухрӑм ҫула йӗркене кӗртнӗ.
Шупашкарти пӗр автоцентртан чирлӗ ачасем валли пухнӑ укҫа ешчӗкне йӑкӑртнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫамрӑка тӳрех тытса чарнӑ.
Ку кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Автоцентр ӗҫченӗсем ешчӗк ҫухални пирки полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Темӗнле ҫамрӑк чирлӗ ачасем валли пухнӑ укҫа ешчӗкне фойерен йӑтса тарнӑ. Юрать, ӑна видеокамера ӳкерсе илнӗ. Ӑна пӑхсан ҫав каччӑ мӗнлерех пулнине палӑртнӑ.
Кӗҫех вӑрра ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханӑ та тытса чарнӑ. 20 ҫулти каччӑ ҫумӗнче пӗтӗрсе чикнӗ укҫа тупнӑ. Пӗтӗмпе — 1000 тенкӗ ытларах. Вӑл вӑрланӑ ешчӗке ӑҫта пӑрахса хӑварнине полицейскисене кӑтартнӑ.
Чӑваш Енри виҫӗ хӗрарӑм сӑн ӳкерчӗкрен шикленсе банк карточки ҫинчи укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене вӗсем ӗнер пӗлтернӗ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑм телефонӗ ҫине «Что будем делать с фото?» (чӑв. Сӑн ӳкерчӗкпе мӗн тӑвӑпӑр?) смс-ҫыру килнӗ. Унта сӑн ӳкерчӗк пӑхмалли каҫҫа кӑтартнӑ. Хӗрарӑм ҫав каҫҫӑпа кӗме хӑтланнӑ та телефонӗ хытса ларнӑ. Унтан ҫав номерпе ҫыхӑнтарнӑ банк картти ҫинчен 3 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 27-ри хӗрарӑм патне те ҫавӑн пекрех ҫыру килнӗ, сӑнӳкерчӗксене уҫласа илмелли каҫҫа кӑтартнӑ. Вӑл каҫӑпа иртсен банк счечӗ ҫинчен 4500 тенкӗ ҫӗтнӗ.
Шупашкарти 26-ри хӗрарӑм сӑнӳкерчӗкрен шикленнипе 33 пин тенкӗ ытла ҫухатнӑ.
Краснодар крайӗнчен килнӗ юмӑҫ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑмӑн ырӑ кӑмӑллӑхӗпе, ҫынна шаннипе усӑ курнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пирӗн ентешрен 4 миллион тенке яхӑн «хӑйпӑтса» илнӗ.
«Юмӑҫ» Шупашкарта хваттер тара тытнӑ. Хӑй авалхи сиплевҫӗсен йӑхӗнчен пулнине ӗнентерсе пӗлтерӳ панӑ. Унӑн «пулӑшӑвӗпе» 44 ҫулти хӗрарӑм усӑ курма шухӑшланӑ. «Юмӑҫ» унӑн ывӑлне сыватма, йӑхри ылхана сирме шантарнӑ. Шупашкар хӗрарӑмӗ ӑна ӗненнӗ, пысӑк укҫа тыттарнӑ. Лешӗ нухрат илсенех йӗп пек ҫухалнӑ.
Суя юмӑҫа Краснодар крайӗнче тытса чарнӑ та Чӑваш Ене конвойпа илсе килнӗ. Хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, вӑл шар курнӑ ҫыннӑн тӑкакне саплаштарма шантарнӑ.
Ҫак «юмӑҫ» ытти ӗҫпе те явӑҫман-и? Ҫакна полицейскисем тӗрӗслеҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗнчи пенсие Ҫӗнӗ ҫул тата Сурхури тӗлӗнчи вӑрӑм канмалли кунсене пӑхмасӑрах тӳлӗҫ. РФ Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Перекет банкӗн уйрӑмӗсене ҫак уйӑхри пенси иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчех, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫитнӗ. Ӑна пенсие кӑрлач уйӑхӗн 5—11-мӗшӗсенче илекенсене куҫарса панӑ. Ҫак тӳлеве ытти банкра илекенсен графикӗ яланхиллех пулассине хыпарланӑ.
Хулари пуштӑ уйрӑмӗсем урлӑ илекенсене пенсие ҫапла графикпа тӳлӗҫ: кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче — кӑрлачӑн 5-мӗшӗшӗн; кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче — кӑрлачӑн 6 тата 7-мӗшӗсемшӗн; кӑрлачӑн 8-мӗшӗнчен пуҫласа унччен ҫирӗплетнӗ графикпа тӳлӗҫ. Ялти ҫыхӑну уйрӑмӗсем ҫапларах йӗркепе татӑлӗҫ: кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче — кӑрлачӑн 5 тата 6-мӗшӗсемшӗн; кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче — 7-мӗшпе 8-мӗшсемшӗн; кӑрлачӑн 9-мӗшӗнчен — унччен ҫирӗплетнӗ графикпа.
Сӑмах май, паянхи кун республикӑри пенсионерсен 65 проценчӗ пенсие банксенче илет, ыттисене почтальонсем тата ятарлӑ служба (ун пекки Шупашкар районӗнче ҫеҫ) урлӑ ҫитерсе параҫҫӗ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем кӑҫал 138 инвестици проекчӗ ӗҫлеттерсе янӑ. Вӗсене хута яма тӗрлӗ хыснаран 3,5 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫӗнӗ инвестпроектсене пула 300 ҫынлӑх ӗҫ вырӑнӗсем уҫӑлнӑ.
Маларах асӑннӑ проектсенчен пӗр пайне, 62-шне, выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче, хута яни паллӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет. Уйрӑмах пысӑк суммӑллӑ, пӗлтерӗшлӗ тата хӑйне евӗр объектсенчен Патӑрьел районӗнчи С.А. Халитова фермер хуҫалӑхӗнче 1000 пуҫлӑх качака ферми уҫнине калама пулать.
Аса илтерер, Сериня Халитова фермер сӗте кӳршӗ регионсене — Мари Эла тата Удмурт Республикине — ӑсатнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Продукци кайнине кура фермӑна вӑл пысӑклатма шутланӑ.
Шупашкар районӗнче ҫул-йӗр тӑвакан организацисенчен пӗри, «Стройтранс», «Мӑштавӑш — Шӑнкас — Туҫикасси» маршрутпа ҫул сарнӑ. Ӗҫе пурнӑҫласси ҫинчен унпа муниципалитет контракт тусах алӑ пуснӑ.
Килӗшӳре пӑхса хӑварнине компани вӑхӑтра тата йӗркеллӗ пурнӑҫланӑ. Анчах кайран унӑн укҫа тӳлессе кӗтме тивнӗ.
Контрактпа пӑхса хӑварнӑ вӑхӑтра татӑлманнине район прокуратури асӑрханӑ хыҫҫӑн надзор органӗ Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканӗ РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӑн 7.32.5 статйин 1-мӗш пайне пӑснӑ тесе ӗҫ пуҫарнӑ. Хута Федерацин монополие хирӗҫ кӗрешекен службин республикӑри управленине ярса панӑ. Унтисем пуҫлӑх пуканне йышӑнакана 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Документ саккунлӑ вӑя хаььлӗхе кӗреймен-ха.
Шупашкарта футбол юратакансем валли фан-лапам йӗркелесшӗн. Ҫак шухӑша хула администрацийӗн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков республикӑн тӗп хулинче пурӑнакансемпе тӗл пулсан каланӑ.
Килес ҫул пирӗн ҫӗршывра футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртмелле. Ӑна хатӗрленнӗ май Шупашкарта «Спартак» стадиона юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Кун валли 133,3 млн тенкӗ тухса кайӗ.
«Килес ҫул юсаса ҫӗнетес ӗҫ вӗҫленӗ. Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗн фан-лапамне Шупашкарти Юрӑ уйӗнче вырнаҫтарасшӑн. Унта лармалли вырӑнсем тата сцена пулӗ. Хальхи вӑхӑтра проектлассипе ӗҫ малалла пырать. Шухӑшланӑ пек пулса пырсан футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне эсир Атӑлҫи кӳлмекӗнче курма пултарӑр», — тенӗ сити-менеджер.
REGNUM информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче Шупашкарта физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене улттӑ уҫнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшне —пӗлтӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |