Васкавлӑ медпулӑшу чӗнсен чылай чухне вӑрах кӗтме тивет. Ку вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Уйрӑмах ку енӗпе ялсенче лару-тӑру япӑх. Васкавлӑ медпулӑшун миҫе минутран пациент патне ҫитмелле-ха? Ку ый тӑва ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫӗнӗ машинӑсен уҫҫине панӑ чухне хускатнӑ.
Ун чухне вӗр ҫӗнӗ васкавлӑ медпулӑшу машинисем пациент патне часрах ҫитме май парассине пӗлтернӗ. Кӑҫалхи 9 уйӑха пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, хулара васкавлӑ медпулӑшу вӑтамран 10,3 минутра пациент патне ҫитнӗ, ялсенче вара – 12,5 минутра.
Ҫӗнӗ машинӑсем ку вӑхӑта тата кӗскетессе шанас килет те… Ҫичӗ транспорта ялсенче ҫӳреттерме туяннӑ. Кун валли республика хыснинчен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫитес кунсенче РФ Патшалӑх Думине хыснаҫӑсене темиҫе ӗҫпе тӑрҫашма чаракан саккун ҫитмелле. Кунта сӑмах, тӗпрен илсен, врачсене, вӗрентекенсене пырса тивет. Вӗсем пӗр ӗҫре темиҫе яваплӑха пурнӑҫлаҫҫӗ, анчах налук вӗсен пӗр вырӑнтан кӑна тата сахал тытӑнать имӗш. Ку вара тӗрӗс мар, экономикӑшӑн пайталлӑ мар-мӗн. Ҫапларах ӑнлантараҫҫӗ саккун проектне хатӗрленисем.
Документа РФ Патшалӑх Думине саккун кӑларакан ҫак органӑн Ӗҫлев, социаллӑ политика тата ветерансем енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ Сергей Вострецов ҫитермелле. Темиҫе ҫӗрте тӑрӑшнишӗн тӳличчен ӗҫ хыҫҫӑн ӗҫленишӗн тӳлесен тӗрӗс тесе шухӑшлать депутат. Хыснаҫӑсен ӗҫ укҫин 60—70 проценчӗ — хушса тӳленӗ укҫа тесе калать иккен вӑл.
Ҫав вӑхӑтрах экспертсем ҫуршар ставкӑпа ӗҫлекенсем те кирлех, ку вакансие тулли ставкӑллисене памаллах тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Кияметдин Мифтахутдинов Пулково аэропортӗнче ют сумкӑна тытнип ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах хыҫҫӑн Александр Белов блогер тата журналист 20 ҫул каяллахине аса илнӗ.
Шупашкарти Советсен ҫуртӗнче (халӗ ӑна Правительство ҫурчӗ теҫҫӗ) темле канашлу хыҫҫӑн журналист ют портфеле йӑтса тухса кайнӑ. Ӗҫе ҫитсен пӑхать те унта долларсемлӗ портмоне тата кӗнекесем асӑрхать. Васкаса каялла вӗҫтерет. Анчах никам та портфель шырамасть иккен. Советсен ҫуртӗнче хуралта ларакан пакунлипе сумкӑна уҫса пӑхаҫҫӗ те вӑл ЧПУн ун чухнехи ректорӗн Лев Кураковӑн пулнине ӑнланаҫҫӗ. Ҫын портфелӗпе кайнине Л. Кураков хӑй те асӑрхаман иккен. Ректор патне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ хыҫҫӑн портфельсене вӗсен хуҫисем ылмаштараҫҫӗ.
Александр Белов ҫырнӑ тӑрӑх, ректорӑн крокодил тирӗнчен ҫӗленӗ портфель пулнӑ, унӑн — самай ансатти.
Чӑваш Енри тӳре-шара Украинӑри Донецк тата Луганск облаҫӗсенчи ачасене Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламласшӑн. Вӗсем валли пылак парне туянмашкӑн укҫа пухнӑ ӗнтӗ.
Кунашкал акцие республикӑра кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Министерствӑсенче тата ытти учрежденире ӗҫлекен ҫынсем пылак кучченеҫ туянмашкӑн укҫа-тенкӗ пухнӑ. Кӗске вӑхӑтрах 1 миллион та 80 пин тенкӗ пуҫтарӑннӑ.
Ку укҫапа 5 пин пылак кучченеҫ туянма пулать. ЧР Ӗҫлев министерствипе ИӖМ укҫа пуринчен те ытларах пухнӑ-мӗн. Тӗнче тетелӗнче хӑшӗ-пӗри хыпарланӑ тӑрӑх, ахаль тӳре-шара 200 тенкӗ панӑ.
Ҫак кунсенче гуманитари пулӑшӑвне Ногинск хулине янӑ, унтан парнесене Украинӑна ӑсатӗҫ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев право хуралӗнче тӑрӑшакансемпе Юристсен кунне халалласа иртнӗ «ҫавра сӗтеле» хутшӑннӑ.
2017 ҫул Раҫҫейри ЗАГС уйрӑмне йӗркелесе янӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Чӑваш Енре кӑҫал Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑччӗ. Республикӑра мӑшӑрланакансен йышӗ пӗлтӗрхинчен 8 процент ӳснӗ. Уйрӑлакансен йышӗ чакнӑ. «Килӗштерсе пурӑнакан ҫемье – Раҫҫей тӗрекӗ. Обществӑн тӗп никӗсӗ тесен те йӑнӑш мар», — ҫак шухӑша палӑртнӑ юристсемпе тӗл пулӑва кайнӑ Элтепер.
Унтан вӑл Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫемьесене пулӑшма нумаях пулмасть тунӑ йышӑнусем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Сӑмах май, виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратакансене укҫа-тенкӗпе пулӑшас йӗркене Чӑваш Енре нумаях пулмасть тепӗр хут йышӑнса хӑварчӗҫ.
Мускаври аэропортра полицейскисем ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне Кияметдин Мифтахутдинова тытса чарнӑ. Вӑл сумка вӑрланӑ тесе шухӑшланӑ. Сумкӑра вара укҫа пулнӑ. Анчах депутат ҫакӑ тӗрӗс маррине, ӑнланманлӑх сиксе тухнине ӗнентерет.
Вӑл раштавӑн 1-мӗшӗнче Питӗртен Мускава вӗҫнӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулине ҫитсен ун патни пакунлисем пынӑ та пӗр пассажирӑн сумкине вӑрланӑ тесе айӑплама пуҫланӑ. Сумкӑра 400 доллар пулнӑ-мӗн.
Кияметдин Мифтахутдинов тытса чарнӑ чухне сумкӑна вӑрламаннине, шӑпах ӑна тавӑрса пама хатӗрленнине ӗнентерме пуҫланӑ. Депутат корочкине кӑтартсан та полицейскисем хайхискере яман, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
«Ку ӑнланманлӑх. Питӗртен вӗҫсе тухиччен эпӗ тепӗр регионти ӗҫтешпе кафере апатлантӑм. Лешӗ самолета пӗрремӗш ларчӗ, эпӗ вара вӑл сумкине манса хӑварнӑ пуль терӗм, мӗншӗн тесен сумка юнашар пукан ҫинче выртатчӗ. Ӑна усал тӗллевпе илмерӗм. Мускава ҫитсен сумка манӑн ӗҫтешӗн марри тӑрӑ шыв ҫине тухрӗ. Пирӗн рейс тытӑнса тӑчӗ, эпӗ Шупашкара вӗҫекен самолета кая юлаттӑм, ҫавӑнпа малтан регистрациленесшӗнччӗ, унтан сумкӑна полицие кайса парасшӑнччӗ.
Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар районӗн сучӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеме юрамӗ. Суд Георгий Егорова 40 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле те тунӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл вырӑнти строительство фирмин 330 пин тенкине кӗсьене чикнӗ. Куншӑн Кӳкеҫ поселокӗнчи ҫӗр лаптӑкне тара илес енӗпе иртекен аукционра ҫӗнтерессе шантарнӑ. Анчах пуҫлӑх конкурс пӗтӗмлетӗвне ниепле те витӗм кӳме пултарайман.
Ҫавӑн пекех Егоров хушнипе унӑн ҫыннисем Янӑш шкулне хӑпартмашкӑн вырӑнти хыснаран стройфирмӑна субсиди уйӑрса парас тӗлӗшпе Шупашкар район пухӑвӗн депутачӗсен йышӑнӑвӗн тата администраци пуҫлӑхӗн постановленийӗн проекчӗсене хатӗрленӗ. Ҫапла майпа подрядчик 19,5 миллион тенкӗ ытла илнӗ.
Тепӗр ӗҫ ҫынсене авариллӗ ҫуртран куҫарассипе ҫыхӑннӑ. Георгий Егоров Ишлей ялӗнче ҫурт хӑпартас тӗллӗшпе килӗшӳ алӑ пуснӑ, унта Кӳкеҫри темиҫе авариллӗ ҫуртри ҫынсене куҫармалла пулнӑ.
Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш ачашӑн каллех пособи тӳлеме пуҫлӗҫ. Ҫак тӳлеве 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ е усрава илнӗ ачашӑн парӗҫ.
Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑҫал чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ачана пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫипе танлашаканскере раштавӑн 1-мӗшӗнчен тӳлеме тытӑнӗҫ. Кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта ку виҫе 8916 тенкӗпе танлашать. Пособие ача 3 ҫул тултариччен парӗҫ.
Регионсене виҫҫӗмӗш ачашӑн пособи тӳлемелли укҫана федераци хыснинчен уйӑрса панӑ. Чӑваш Ене 2017 ҫул валли ку тӗллевпе 25 миллион тенкӗ ҫитнӗ.
Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче Шупашкарти МТВ-центра панкрута кӑларас ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
«Регионсем хушшинчи суту-илӳпе курав центрӗ» акционерсен хупӑ обществине панкрута кӑларма суда тавӑҫпа «Санкт-Петербург» лизинг компанийӗ» тулли мар яваплӑ общество тухнӑ. Вӑл МТВ-центр хӑйӗн умӗнче 77,6 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнине пӗлтернӗ. Суда тавӑҫпа тухнӑранпа лару иртичченхи тапхӑр вӑхӑтӗнчи МТВ-центр 36,6 миллион тенке тавӑрма май тупнӑ-ха, ҫапах та чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ суд ларӑвӗнче Шупашкарти Регионсем хушшинчи суту-илӳпе курав центрне панркута кӑларсах тенӗ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсен предприятин пурлӑхӗн баланс хакӗ 150,7 миллионпа, кредитор парӑмӗ 174,2 миллион тенкӗпе танлашни паллӑ.
Конкурс производстви 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пырӗ.
Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче патшалӑх учрежденийӗсен, миравай судяьсен тата ыттисен ӗҫ фончӗн тӳлевне улшӑнусем кӗртнине пичетленӗ. Документа ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрах, ЧР Патшалӑх Канашӗн ӗҫ фончӗн тӳлевӗ 1137800 тенкӗ ӳсет, ЧР Элтеперӗн администрацийӗн – 1579700 тенкӗ, ЧР Юстици министерствин – 715500 тенкӗ, миравай судьясен аппарачӗн – 1000700 тенкӗ, ЧР Финанс министерствин – 817800 тенкӗ, ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин – 631600 тенкӗ, ЧР Экономика министерствин – 604100 тенкӗ, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин – 565100 тенкӗ, ЧР Спорт министерствин – 516300 тенкӗ.
Ҫын правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн тата унӑн аппарачӗн ӗҫ фончӗн тӳлевӗ 1039500 тенкӗ чакать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |