Тӗнче тетелӗсенчи ушкӑнсенчен пӗринче Константин Ишутов блогер Чӑваш Республикин тӗп хулинче ҫул сарма ытла та хакла ларнине пӗлтерет. Вӑл ҫырнине ӗненсен Шупашкарта асфальт сарма Мускаври метро тунинчен хакла ларать.
Константин Ишутов пӗр километр ҫул каланӑ тӑрӑх, Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районне хулан Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗпе ҫыхӑнтаракан ҫулӑн пӗр километрне сарма 5,2 миллиард тенке ларать. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршывӑн тӗп хулинче 1 километр метро тума 4,5 миллиард тенкӗ кирлӗ-мӗн.
К. Ишутов блогер Шупашкарта метро тума Мускавринчен йӳнӗрех тесе йӗкӗлтешет, мӗншӗн тесен Чӑваш Енре ӗҫлекенсен шалӑвӗ Мускавринчен йӳнӗрех, ҫӗр айӗпе иртекен коммуникаци пӑрӑхӗсене куҫарма та ҫӗршывӑн тӗп хулинчи пекех тӑкаклӑ мар.
Кӗҫех Шупашкарти пӗр пульницӑна юсӗҫ. Кун валли ятарласа укҫа уйӑрнӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хушура палӑртнӑ тӑрӑх, РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине Мӑкшӑ тата Чӑваш республикисенчи сывлӑх сыхлавӗн организацисене юсамашкӑн Президентӑн резерв фондӗнчен укҫана — 103 миллион та 523 пин тенке — уйӑрӗҫ.
Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗрен 26 миллион та 523 пин тенки Чӑваш Енри Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине юсамашкӑн кайӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче
«композици» специальноҫа алла илме вӑтамран миллиона яхӑн тухса кайнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «Композици» специальноҫне суйласа илнисен вӗренсе тухиччен 716 пин тенкӗ тухса кайӗ. Ку вӑл — хамӑр ҫӗршыврисен. Чикӗ леш енчен килнисен 1,2 миллион тенкӗ шӑкӑрт кӑна кӑларса хума тивӗ.
Кӑҫал ЧПУра хысна вырӑнӗсене 900 ытла пӑхса хӑварнӑ. Анчах вӗсен шутӗнче медицина факультетӗнчи специальноҫсем ҫук. Ҫав вӑхӑтрах пирӗн республикӑра тухтӑрсем ҫитменни вӑрттӑнлӑх мар. Ҫурла уйӑхӗ тӗлне Чӑваш Енре 46 фельдшерпа акушер пунктне тухтӑрсем ҫитменнине эпир те пӗлтернӗччӗ. Ку ыйтӑва ҫак уйӑхӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн ларӑвӗнче хускатнӑччӗ.
Чӑваш Республикинче обществӑпа политика лару-тӑрӑвне хакламашкӑн ятарлӑ тӗпчев ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май Республика Элтеперӗн Администрацийӗ уҫӑ конкурс пуҫарнӑ. Контрактӑн хакӗ самаях пысӑк: 1 миллион та 280 пин тенкӗ.
«Правда ПФО» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш Енри обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗ» темӑпа социаллӑ тӗпчев ирттерме кӑмӑл пуррисен пӗтӗм документсене чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен хатӗрлесе памалла.
Конкурс докуменчӗсенче палӑртнипе килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре пурӑнакансенчен телефонпа шӑнкӑравласа ыйтса пӗлӗҫ. Пӗтӗм шӑнкӑравран 75 процентне карас телефонӗ ҫине, ытти 25 процентне стационарлӑ телефон ҫине шӑнкӑравлӗҫ. Номерсене ятарласа суйламӗҫ.
Тӗпчев ирттерекенсен ҫапла майпа Чӑвашра пурӑнакансем пурнӑҫ шайне, хӑйсен пурлӑх-мулне епле хак панине, халӑх вырӑнти тата республика влаҫне мӗнле паллӑпа хакланине, регион тата федераци ведомствисенче ӗҫлекен тӳре-шара ӗҫӗпе, патшалӑх пулӑшӑвӗсен пахалӑхӗпе кӑмӑллӑ е кӑмӑллӑ мар пулнине, хӑш политика партине ытларах килӗштернине пӗлмелле. Тепӗр пӗлтерӗшлӗ самант та пур ыйтӑмра: халӑх протестлӑ акцисене хутшӑнасшӑн-и?
Ӗнер И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн пӗрремӗш курс студенчӗсем валли Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче уяв туса панӑ.
Савӑнӑҫлӑ мероприяти «Юрай» ансамбль пултарулӑхӗпе киленнинчен пуҫланнӑ. «Корпорация Добра» (чӑв. Ырӑлӑх корпорацийӗ) волонтер организацийӗпе, ЧППУн «Память» (чӑв. Астӑвӑм) шырав отрячӗн музейӗн экспозицийӗпе, «Королевство снов» (чӑв. Ыйхӑ патшалӑхӗ) мода театрӗпе паллаштарнӑ.
Уява Владимир Иванов ректор уҫнӑ. Аслӑ вӗренӳ заведенине пуҫласа ура ярса пуснисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ. Вӑл вӗренӳ отрасльне хыснаран укҫа нумай уйӑрнине ҫирӗплетсе кашни виҫҫӗмӗш тенке ҫак отрасле янине пӗлтернӗ. Унтан вӑл федерацирен шкулсем юсама тата тума «кӗмӗл» уйӑрнине те асӑнса хӑварнӑ.
Аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче тӳлевлӗ вӗренме май пуррине пирӗнтен кашниех пӗлет ӗнтӗ. Ачисем хисеплӗ ҫын пулччӑр тесе пӗрисем пур-ҫук кӗмӗлне кӑларса тыттараҫҫӗ, теприсем кӗсьери тупрана ниҫта чикме аптӑранипе вӗрентеҫҫӗ. Вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ачамӑрсем специальноҫпа ӗҫлессине вӑхӑт кӑна кӑтартӗ.
Чӑваш патшалӑх университетӗнче тӳлевлӗ пӗлӳ илме пуринчен ытла пулас композиторсен тӑкакланмалла. Ҫакна прейскурана тишкернӗ Александр Белов журналист асӑрханӑ. Ҫапла, унччен хӑнӑхнӑ пек юристсен е мануаллӑ терапевтсен мар.
«Композици» специальноҫне суйласа илнисен вӗренсе тухиччен 716 пин тенкӗ тухса кайӗ. Ку вӑл — хамӑр ҫӗршыврисен. Чикӗ леш енчен килнисен 1,2 миллион тенкӗ шӑкӑрт кӑна кӑларса хума тивӗ.
Шупашкарти нумай хаваттерлӗ ҫуртсенче 1212 лифт 25 ҫул ытла ӗнтӗ ӗҫлет. Эппин, вӗсене улӑштарма вӑхӑт ҫитнӗ.
Хулара пӗтӗмпе 3348 лифт ӗҫлет. Вӗсенчен 2136-шӗ 25 ҫултан сахалрах ӗҫлет. Ыттисене чарса лартмалла, е Ростехнадзор тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ вӗсемпе усӑ курма ирӗк парӗҫ.
Халӗ муниципалитет программи пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн, ҫӗнӗ лифт хакӗн 25 процентне хваттер хуҫисем тӳлеҫҫӗ. 1 лифта улӑштармашкӑн сахалтан та 1 миллион тенкӗ кирлӗ.
Программа 2011 ҫултанпа ӗҫлет. Унтанпа 184 лифта улӑштарнӑ. Кӑҫал 2 лифт лартнӑ, пӗлтӗр – 4.
Шупашкарти В.Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗнче ӑс пухакан ачасем ҫӗне вӗренӳ ҫулӗнчен тӳлевсӗрех апатланӗҫ. Анчах пурте мар, сахал тупӑшлӑ ҫемьере пурӑнакансем ҫеҫ.
Ачасене тӳлевсӗр ҫитермешкӗн республика хыснинчи укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Кадет корпусне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче республикӑна панӑ, ҫавна май ачасем тӳлевсӗр апатланма пӑрахнӑ. Унччен ку ҫӑмӑллӑхпа муниципалитет тивӗҫтернӗ.
Тӳлевсӗр апатлантарассишӗн 9 уйӑх кӗрешнӗ. Кайран саккун йышӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн, сахал тупӑшлӑ ҫемьери ачасем тӳлевсӗр ҫиме пултараҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне сусӑрсем, тӑлӑх ачасем, квалификациллӗ рабочисене тата служащисене хатӗрлемелли программӑпа вӗренекен шӑпӑрлансем тӳлевсӗр апатланаяҫҫӗ.
Шупашкарти икӗ шкул Раҫҫейри чи лайӑх 200 шкул шутне лекнӗ. Танлаштарӑва хатӗрленӗ RAEX аналитика агентстви аслӑ шкулсене кӗме пултаракан ачасене вӗрентсе кӑларнине тӗпе хурса тишкернӗ.
Юлашки виҫӗ ҫулта вӗҫӗмех ирттерекен танлаштарӑва Шупашкарти 3-мӗш лицей тата 5-мӗш гимнази кӗнӗ. Малтан асӑнни унти 44-мӗш вырӑн йышӑнать, тепри — 167-мӗш йӗркере.
Сӑмах май ҫакна та пӑлартмалла: Чӑваш Енри 20 вӗренӳ учрежденийӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 200 пин тенкӗ грантне тивӗҫнӗ. Списока Шупашкарти 4-мӗш лицей, 3-мӗш, 118-мӗш, 156-мӗш, 172-мӗш, 182-мӗш ача пахчисем, 1-мӗш гимнази, 2-мӗш лицей, 37-мӗш тата 49-мӗш тата районсенчи шкулсем тата ача пахчисем кӗнӗ. Вӑл укҫа вӗренӳ учрежденийӗсене самай вырӑнлӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта банкомат ҫаратнӑ ҫынсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Мускавра пурӑнакан 28 ҫулти арҫын пӗлӗшӗпе лавккара вырнаҫнӑ банкомата ҫаратмалли план хатӗрленӗ. Вӗсем камерӑсене юрӑхсӑра кӑларнӑ, унтан банкомат алӑкне ҫӗмӗрнӗ те унтан 4 тимӗр кассета туртса кӑларнӑ. Вӗсенче 2 миллион та 318 пин те 500 тенкӗ пулнӑ.
Халӗ пуҫиле суда ярса панӑ. Палӑртмалла: ҫав арҫын Вологда облаҫӗнчи Камышин хула сучӗн приговорӗпе килӗшӳллӗн юсанмалли колонире ларать. Унта та вӑл ҫавнашкалах преступлени тунӑшӑн ҫакланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |