Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне юсамашкӑн мӗн чухлӗ укҫа кирлӗ? ЧР культура министрӗ Константин Яковлев пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Ку укҫа-тенке республика хыснинчен уйӑрса парӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче юсав Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ ятпа «Халӑх пӗрлӗхӗнче — Раҫҫей вӑйӗ» чула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хунӑ.
Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне кӑҫалах уҫма палӑртнӑ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне юсаса пӗтермелле. Ку ахальтен мар. Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявлатпӑр-ҫке-ха.
Вӑрнар район администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ тата строительство тата ЖКХ пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем нумай ачаллӑ ҫемье валли хваттер туяннӑ чухне йӗркене пӑснӑ иккен.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче администраци нумай ачаллӑ ҫемье валли хваттер туянмашкӑн конкурс ирттерссине пӗлтернӗ. Унта пӗр заявка кӑна килнӗ. Вырӑнти усламҫӑ туса пӗтермен хваттер туянма сӗннӗ. Кирлӗ документсем вырӑнне вӑл техника планне ҫеҫ кӑтартнӑ.
Тӳре-шара вара хутсене алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа фирма счечӗ ҫине 2 миллион та 900 пин тенкӗ куҫнӑ. Анчах хваттере халӗ те туса пӗтермен. Ҫавна май республика хыснине тӑкак кӳнӗ.
Пуҫиле ӗҫе Вӑрнар районӗн судне янӑ. Айӑпланакан ҫынсен пурлӑхне арестленӗ.
Раҫҫейре курортра каннӑшӑн налук пуҫтарассине сӑнав шайӗнче кӗртеҫҫӗ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗн» порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
РФ Патшалӑх Думин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, 2018–2022 ҫулсенче туристсенчен курортри инфратытӑмпа усӑ курнӑшӑн укҫа илесшӗн. Ку тӑватӑ региона пырса тивет: Крыма, Алтай, Краснодар, Ставрополь крайӗсене.
Налука 18 ҫул тултарнӑ ҫынсен тӳлеме тивӗ. Укҫана регионта 24 сехетрен ытларах пулсан илеҫҫӗ. Сахал тупӑшлӑ ҫемьесен, 1-мӗш тата 2-мӗш ушкӑнри сусӑрсен, вӑрҫӑ ветеранӗсен ҫӑмӑллӑхсем пулӗҫ. Вӗсене регионсем хӑйсем палӑртӗҫ.
Укҫа-тенкӗ регионти хыснана кӗрӗ. 2018 ҫулта пӗр талӑкра 50 тенкӗрен ытлашши илмӗҫ. Каярахпа ку кӑтарту 100 тенкӗпе танлашӗ.
Шупашкарти Мускав район прокуратури тӳлев илнӗ чух улталанӑ ӗҫе тӗпчессине тӗрӗслесе тӑрассине пӗлтерет.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, сусӑрсен обществисенчен пӗрне ертсе пынӑ пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса 15 миллион ытла тенкӗ субсиди илнӗ.Пӑтӑрмах 2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 25—30-мӗшӗсенче пулнӑ.
Федераци хыснинчен килнӗ «кӗмӗл» предприятире 66 сусӑр валли ӗҫ вырӑнӗ туса пама тата 22 инвалида урӑх профессие алла илтерме каймалла пулнӑ. Вӑхӑт иртнӗ — укҫи те, ӗҫ вырӑнӗ те пулман.
Федераци хыснине 15 миллион тенкӗ ытла шар кӑтартнӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ. Ӑна вӗҫне ҫитерсен суда ярса парӗҫ. Прокуратура, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, сусӑрсене ултаанӑ тагта хыснана тӑкак кӳнӗ пуҫлӑх ӗҫне тӗрӗслесе тӑрӗ.
Шупашкарта пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм 300 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ полицейскисем ултавҫӑна шыраҫҫӗ.
79 ҫулти хӗрарӑм полицие утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче килнӗ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне урамра хӗр пынӑ та пӗр эрне пурӑнма ирӗк ыйтнӑ. Ватӑскер хирӗҫлемен.
Унтан ҫакскер кинемее укҫа хакӗ пӗтнине ӗнентернӗ, ырантан вӗсене улӑштарма тытӑнаҫҫӗ имӗш. Унтан ватӑскер банка кайнӑ та укҫи-тенкине илнӗ.
Унтан хӗр хваттер хуҫи чирлине пӗлтернӗ. Ватӑскер унран пулӑшу ыйтнӑ. Ҫапла вӗсем сывалмалли йӑла тунӑ, ҫуртапа пӗрле укҫа та хунӑ. Кун хыҫҫӑн хӗр укҫана хаҫатпа чӗркесе шкап тӑррине хума, унтан чиркӗве кайма ыйтнӑ. Паллӑ ӗнтӗ: ҫав вӑхӑтра хӗр те, 300 пин тенки те ҫухалнӑ.
Чӑваш Енри арҫынна Малайзирен тытса килнӗ. Ҫав этеме Интерпол урлӑ тӗнчипех шыранӑ. Вӗсен куҫӗ тӗлне вӑл ултава пула ҫакланнӑ.
Ҫамрӑк арҫын тӗрлӗ кредит организацийӗнчен кивҫен илсе тултарнӑ. Парӑма хӑй татма шухӑшламан та тесе тӗшмӗртеҫҫӗ йӗрке хуралҫисем.
Кредита арҫын суя хутсемпе усӑ курса илнӗ, вӗсене хӑй хатӗрленӗ пулать. 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗччен вӑл суя документсемпе темиҫе банкран кивҫен илнӗ. Кайран вӑл чикӗ леш енне тухсӑ тарнӑ. 28 ҫулти Артем Исаева Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви шыраттарнӑ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Малайзирен Мускава тытса килнӗ. Таркӑнти ҫамрӑк арҫын шӑпине Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисемпе суд ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ.
Иртнӗ кӗҫнерникунпа эрнекун хушшинчи каҫхине «СНЕГ» харпӑр хурал предприятийӗн ӗҫтешӗсем саккуна пӑсса ӗҫлекен казиносене тӗрӗслеме тухнӑ Константин Ишутовпа Сергей Зотова хастарсене хӗненӗ. Чи малтанах хуралҫӑсем хулари Вокзалҫум урамӗнчи 1д ҫурта ҫитнӗ Сергей Зотова тытса чарнӑ. Ӑна пулӑшма Константин Ишутовпа Алексей Лапшин тухнӑ, анчах вӗсене те вӑйпа пӳлӗмре тытса хупнӑ. Хастарҫӑсем темиҫе вӑхӑт хушши йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравласа ҫитеймен. Подвалти пӳлӗмрен тухма хӑтланнӑ чухне харпӑр хурал предприятийӗн ӗҫтешӗсем хастарсене вӑйпа тытса чарма хӑталаннӑ, суранлатнӑ, хаклӑ фотоаппарата ҫӗмӗрнӗ. Хастарсенчен Алексей Лапшин кӑна хӗн курман.
Саккуна пӑсса ӗҫлекен астармӑш вӑйӑ заведенийӗсемпе Константин Ишутовпа ытти хастарсем Шупашкарти пӗр суту-илӳ ҫуртӗнче казино асӑрханӑ хыҫҫӑн пуҫланӑ. Унашкал вырӑнсем хулара йышланнин сӑлтавне хастарсем Сергей Неяскинпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Вӑл республикӑн шалти ӗҫсен министрӗн вырӑнне ларнӑ хыҫҫӑн имӗш астармӑш вӑйӑ заведенийӗсем хулара йышланса кайнӑ.
Тӑвай район администрацийӗн социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ суд умӗнче явап тытнӑ. Вӑл культура ҫурчӗсен директорӗсене темиҫе ҫул укҫа пухма ыйтнӑ: район конкурсне кӗмешкӗн 100-150 тенкӗ илме хушнӑ.
Ҫак укҫа культура учрежденийӗн балансӗ ҫине каять тесе суйнӑ та хӑйӗн кӗсйине чикнӗ. Ҫапла майпа вӑл 57 пин тенкӗпе хуҫаланнӑ.
Кунсӑр пуҫне вӑл хулари пӗр учреждени директорне хӑйӗн пӗлӗшне методиста ҫур ставкӑпа вырнаҫтарма ыйтнӑ. Анчах леш арҫынӗ ӗҫе тухман, шалӑвне вара ҫав хӗрарӑмпа пайланӑ.
Киревсӗр хӑтланнӑ ҫынсене 4,5 тата 2 ҫул та 4 уйӑхлӑха условлӑ майпа айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсен 80 тата 25 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Раҫҫейри чи пысӑк тупӑшлӑ 25 театр йышне лекнӗ. Укҫа-тенкӗне РБК журнал шутласа тухнӑ. Пӗтӗмлетӳ савӑнмаллиех мар — хыснаран илекен укҫа-тенкӗне шута илмесен Раҫҫейре пӗр тупӑшлӑ патшалӑх театрӗ те ҫук. Театрсене тишкерме аналитиксем Раҫҫейри 650 патшалӑх театрӗн пӗлтӗрхи тупӑшӗсемпе тӑкакӗсене илнӗ.
Танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑна 7 823 млн тенкӗ пӗтӗмӗшле тупӑшпа Раҫҫей Пысӑк театрӗ йышӑннӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ рейтингра 19-мӗш вырӑна лекнӗ: пӗтӗмӗшле тупӑш 137 млн тенкӗ, комерциллӗ тупӑш — 16 млн тенкӗ, тӑкак — 100 млн тенкӗ. Чи нумай укҫаллисен йышне ҫавӑн пекех И.Гончаров ячӗллӗ Чӗмпӗрти драма театрӗ (17-мӗш вырӑн), Удмуртин вырӑс драма патшалӑх театрӗ (20-мӗш вырӑн) лекнӗ.
Чӑваш Енре фельдшерпа акушер пункчӗсене хута янӑ чухне 20 миллион тенке яхӑн перекетлеме май килнӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Мӗнле майпа перекетленӗ-ха? ФАПсене тунӑ чухне ирттернӗ аукционсенче 19,9 миллион тенкӗ перекетлеме май килнӗ. Малтанхи хака 3 миллион та 603,9 пин тенкӗ палӑртнӑ. Кайранхи хака вара электронлӑ аукцион пӗтӗмлетӗвӗпе палӑртнӑ.
Перекетленнӗ укҫа-тенкӗпе республикӑри 16 районта тума палӑртнӑ 25 ФАПа туса пӗтерӗҫ. Ҫавӑн пекех Вӑрнар районӗнчи Сӑкат ялӗнче ҫӗнӗ ФАП тӑвӗҫ. Вӑл унччен тӗпӗ-йӗрӗпе ҫунса кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |