2013 ҫулта Шупашкарта пурӑнакан ҫемьесене виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралнӑшӑн Муркаш районӗнчи Катикасси ялӗ ҫывӑхӗнче ҫӗр лаптӑкӗ панӑ. Унта пӗтӗмпе 535 лаптӑк уйӑрнӑ. Анчах ҫав вырӑнта электричество та, шыв та, канализаци те, газ та ҫук.
Ку ыйтӑва кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗкленӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче те хыпарланӑччӗ. ЧР Аслӑ сучӗ Шупашкар хула администрацине ҫемьесем валли уйӑрнӑ лапӑксем патне 10 уйӑхра инженери инфратытӑмне илсе ҫитермелле тесе йышӑннӑ.
Паян патшалӑх закупкисен сайтӗнче унта шыв илсе ҫитермешкӗн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 3 990 071 тенкӗ. Аукциона заявкӑсене юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Подрядчике юпан 18-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ӗҫе килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн 400 кунра вӗҫлемелле.