Чӑваш Енри арҫын лайӑх ӗҫ шыраса ултавҫӑсен аллине лекнӗ. 36 ҫултискер машиниста ӗҫе илесси пирки ҫырнӑ пӗлтерӗве курнӑ та кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Телефона «ӗҫе вырнаҫтаракан уйрӑмӑн пуҫлӑхӗ» тытнӑ.
Хайхискер ӗҫе илмелли условисемпе паллаштарнӑ: документсен копине электронлӑ почтӑна ярса памалла тата смолетпа Сургута вӗҫмешкӗн 7 пин тенкӗ куҫармалла. Ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленнӗ арҫын япӑххи пирки шутламан та – йӑлтах пурнӑҫланӑ.
Анчах 7 пин тенкӗ куҫарса парсанах «ӗҫе вырнаҫтаракан пай пуҫлӑхӗ» ҫухалнӑ. Халӗ полицейскисем ултавҫа тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.