Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ултавҫӑсем паспорт даннӑйӗсене каласа шанӑҫа кӗреҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 29.11.2018 16:57 | 2178 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ултавҫӑсем телефонпа шӑнкӑравласа хӑйсемпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштараҫҫӗ те ҫынна шӑнман пӑр ҫине лартса яраҫҫӗ. Кун пирки хаҫат-журналта пӗрмай ҫыраҫҫӗ, ҫапах ҫӑмӑл меслетпе пуякансен аллине пӗрех лекекенсем пур.

Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти полици уйрӑмне 56 ҫулти хӗрарӑм пынӑ. Ун патне «банкӑн хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ-мӗн. Хайхискер хӗрарӑмӑн паспорт даннӑйӗсене те каланӑ. Ара, кун хыҫҫӑн ӑна мӗнле ӗненмӗн? Хӗрарӑм чӑнах та кредит организацийӗн ҫыннипе калаҫатӑп тесе шутланӑ. Ултавҫӑ СМС-ҫырупа килнӗ кода, картта реквизичӗсене калама ыйтнӑ. Тивӗҫлӗ канурискер пӗр шикленмесӗр пурнӑҫланӑ та… 9 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти тепӗр хӗрарӑм та серепене ҫакланнӑ. Ун патне те «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Ку тӗслӗхре те ултавҫӑ унӑн паспорт даннӑйӗсене каланӑ. Хайхискер пластик карттӑна блокировкӑран илме май ҫуккине, ӑна ҫӗннипе улӑштармаллине пӗлтернӗ. Ҫакна тумашкӑн вара банк карттин реквизичӗсем тата СМС-ҫырупа килнӗ код кирлӗ-мӗн. Ырӑ ҫыннӑмӑрсем, миҫӗ хутчен каламалла сире: кода тата банк карттин реквизичӗсене никама та пӗлтерме юрамасть! Ҫак хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчи 50 пин тенкӗ ҫийӗнчех «ураланнӑ».

#Шупашкар, #ултавҫӑсем, #полици, #укҫа-тенкӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1809.03.2698
2018.11.29 17:11
Agabazar
Чăвашла калаç.
Agabazar // 1809.03.2698
2018.11.29 20:51
Agabazar
Мĕншĕн "даннăйсем" тесе мекĕçленмелле?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем