Кӑҫалхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенче пирӗн республикӑри 39 ҫын ӗҫсӗрлӗх пособине суя мелпе илнӗ.
Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем ӗҫсӗрлӗх центрӗсенче учета тӑнӑ чух хӑйсем ӗҫленине пытараҫҫӗ. Официаллӑ ӗҫлемесен ӗҫсӗрлӗх центрӗнче шутра тӑма юрать теҫҫӗ курӑнать.
Маларах асӑннӑ 39 ҫын 248,6 пин тенкӗлӗх пособи илнӗ, ҫав шутран 197,5 пин тенкине хыснана тавӑрса панӑ. Ытти укҫана та шыраса илӗҫ.
Суйса пособи илнисем тӗлӗшпе материалсене право тытӑмне ярса панӑ тесе хыпарланӑ Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин пресс-службинче. Улталаса укҫаллӑ пулнисене административлӑ тата пуҫиле майпа явап тыттарӗҫ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоҫыхӑну мелӗпе канашлу ирттернӗ. Унта хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ программӑна епле пурнӑҫланине тишкернӗ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче пирӗн республикӑра пӗтӗмпе 1,5 миллиард тенкӗ укҫа уйӑрнӑ, ҫав суммӑран 146 миллион тенкӗлӗх ҫеҫ контракт алӑ пусса ӗлкӗрнӗ.
«Мӗн те пулин пурнӑҫлайман чухне эсир республика тата федераци правительстви ҫине йӑвантарма питӗ юрататӑр. Ку лару-тӑрура йӑлтах сирӗн алӑра пулнӑ. Халӗ сире эпӗ кашни ҫын патне ҫитсе халӑха ӑнлантарса пама ыйтатӑп. Мӗншӗн эсир укҫа пур ҫинчех картишсене хӑтлӑлтма пултараймарӑр?» — ҫакӑн пекрех ҫивӗч каланӑ Олег Николаев.
ҪӖР | 05 |
Чӑваш Ен прокуратури хушша-хуппа кӗнӗ хыҫҫӑн репсубликӑри тухтӑрсене 39 миллион тенкӗ ытла хушса тӳлемелле тунӑ.
Надзор органӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республика прокуратури сывлӑх сыхлав учрежденийӗсен ӗҫченӗсене хавхалантармалли укҫана епле тӳленине тӗрӗсленӗ. Тӳлев йӗркине пӑснӑ май укҫана сахалтарах куҫарса пани ҫиеле тухнӑ.
Кӑлтӑка тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн прокуратура медицина организацийӗсене тата республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине асӑрхаттару хучӗсем ҫырса панӑ, унта вӑл ҫитменлӗхе пӗтермеллине палӑртнӑ.
Пульница ӗҫченӗсене укҫана ҫӗнӗрен шутласа панӑ хыҫҫӑн 3192 тухтӑра 39,7 миллион тенкӗ ытларах тӳлеме йышӑннӑ. Вӑл «кӗмӗле» шурӑ халатлисем шалупа пӗрле илӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Александра Афанасьева лотерея выляса 600 пин тенке тивӗҫнӗ.
Александра билета кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче туяннӑ. Лотерея вылявне вӑл телевизорпа пӑхнӑ. Ӑна ӑннӑ – 600 пин тенкӗ выляса илнӗ. Ку ӑнӑҫу хӑйне евӗр кун – 20.02.2020 – пулнӑ.
Выляв вӑхӑтӗнче пӗр билет ҫинче пӗр хисеп ҫеҫ тухмасӑр юлнӑ. Александра «59» тухтӑр тесе ӗмӗтленнӗ. Ҫапла пулнӑ та. Вӑл савӑннипе кӑшкӑрсах янӑ.
Александра – бухгалтер. Хальлӗхе вӑл декретра, икӗ ывӑлне пӑхать. Лотерея йӗркелӳҫисем ӑна укҫапа автомобиль хушшинче суйлама ыйтса вал пӗрремӗшне илнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви кӑҫал социаллӑ пӗлтерӗшлӗ литература кӑларма Мускавран субсиди илме тивӗҫнӗ. Конкурса Федерацин пичет тата массӑллӑ коммуникацисен агентстви ирттернӗ.
Роспичет уйӑракан укҫапа Ю.Ю. Ювенальевпа С.Ю. Ювенальевӑн «Этническая религия, традиционные праздники и обряды суваро-булгар – предков чувашей» кӗнекине пичетлӗҫ.
Сӑвар-пӑлхарсем ҫинчен Чӑваш кӗнеке издательствинче унччен те кӗнекесем кӑларнӑ. Маларах пичетленисем: «Военное искусство суваро-булгар», «Ювелирное искусство суваро-булгар», «Материальная и духовная культура суваро-булгар – предков чувашей».
Федераци укҫи-тенкипе Чӑваш кӗнеке издательствинче унччен те кӗнекесем кӑларнӑ.
Пирӗн республикӑра вертолет лапамӗсем тӑвӗҫ тата вертолетсем туянӗҫ. 2024 ҫул тӗлне Чӑваш Енри 30-тан кая мар пациента пульницӑна вертолетпа илсе ҫитерӗҫ. Вертолет туянма федераци хыснинчен 30 миллион тенкӗ уйӑрнӑ ӗнтӗ.
Чӑваш Ене 5 медицина округне пайланӑ. Ҫурҫӗр медицина округӗнче — III шайри суран центрӗсем; Анӑҫ, Тӗп, Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ тата Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ округӗсенче – II шайри суран центрӗсем. Кашни округра вертолет лапамӗсем пулӗҫ.
Чӑваш Ен Мари Элпа юнашар. Ҫавна май унти пациентсен пӗр пайне Шупашкара илсе килес шухӑшлӑ. Ҫакӑ вертолетпа усӑ курнин тата ӑна тытса тӑнин тӑкакне чакарма май парӗ.
Авиамедицина бригадисем валли сертификатлӑ 8 специалист пур, пурӗ 12 ҫынна вӗрентсе кӑларнӑ. 20-е яхӑн ҫынна авиамедицина енӗпе ятарлӑ пӗлӳ парӗҫ.
Шупашкара хӑтлӑлатма кӑҫал 502 миллион ытла тенкӗ уйӑрӗҫ. Вӑл укҫа халӑх ҫӳрекен вырӑнсене, картишсене тата территорисене илемлетме кайӗ.
Максим Горький проспектӗнчи сквера хӑтлӑлатма 41,87 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Ӗҫсене ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Ҫӗнтерӳ лапамӗнчи парка илемлетме 32,98 млн тенкӗ тухса кайӗ. Ӑна та ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне хӑтлӑлатса пӗтермелле. Мускав ҫыранне 59,49 млн тенкӗ хывӗҫ. Ӗҫе юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.
Тата тепӗр икӗ объекта – «Салют» культура керменӗ патӗнчи сквера тата «Юманлӑх рашчине» – ҫитес ҫул хӑтлӑлатса пӗтерме палӑртаҫҫӗ.
Кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫсен списокне 35 картиш кӗнӗ.
Спорт тата вӑйӑ лапамӗсене ҫӗнӗ йышши технологисене усӑ курса сарӗҫ.
Кӑшӑлвируса пула Чӑваш Енри сунарҫӑсем те шар курчӗҫ. Икӗ хутчен. Сунара кайма укҫа тӳлесе ирӗк илчӗҫ те пӑшал ҫакса сунара каяймарӗҫ. Вирус алхаснӑ вӑхӑтра вӗсене те килте ларма хушрӗҫ.
Паян Чӑваш Ен правительствин ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Воробьев каланӑ тӑрӑх, тӑкака саплаштарма пулать. Ҫапла тума республика ертӳҫи Олег Николаев хушнӑ.
Сунарҫӑсем патшалӑх пошлини тӳлесе тӑкакланнине каяра усӑ курайӗҫ. Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви ҫавӑн пек йышӑну хатӗрленӗ. Асӑннӑ документа правительство ларӑвӗнче ырланӑ. Ҫапла вара сунарҫӑсем унччен тӳленӗ патшалӑх пошлинипе кӗркуннехи е хӗллехи сунар тапхӑрӗнче усӑ курма пултарӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Карачура ялӗнчи шкула авариллисен йышне кӗртнӗ. Ку ыйтӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ирттернӗ канашлура хускатнӑ.
Шкула 1914 ҫулта хута янӑ, ӑна халӗ юсаса ҫӗнетме ҫук ӗнтӗ. Стенасем, никӗс, тӑрри вӑйлах кивелнӗ. Ҫавна май Карачурара ҫӗнӗ шкул тума палӑртнӑ.
Ҫак кивӗ шкулта 77 ача ӑс пухать. Ҫӗнӗ шкул ҫӗкленӗ вӑхӑтра ачасене кӳршӗ ялсенчи шкулсене автобуспа илсе ҫӳрӗҫ.
17 ҫул каялла Карачурара ҫӗнӗ шкул тума пуҫланӑ-ха, анчах никӗс ярсан ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Кивӗ проектпа ҫӗннине тума халӗ май килмӗ. Тӗслӗх вырӑнне Канаш районӗнчи шкула илӗҫ. Пӗлӳ ҫуртне тума 200 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Кӑҫал пирӗн Чӑваш Енӗмӗр хӑйӗ сумлӑ юбилейне уявлама хатӗрленет. Чи кӑмӑлли — ҫак датӑна Раҫҫей банкӗ те шута илни. Унта Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалласа паян 3 тенкӗлӗх кӗмӗл укҫа кӑларнӑ.
Тимӗр укҫан пиччӗн енне Раҫҫей гербне ӳкерсе хунӑ, Питӗрти укҫа картишӗн тавар паллине тата хаклӑ металӑн виҫине, ӑна кӑҫал кӑларнине ҫырса хунӑ.
Кӗмӗл укҫан тӳнтер енне Чӑваш Республикин гербне тата хулпуҫҫи ҫине кӗвентепе витре ҫакнӑ наци тумӗллӗ чӑваш хӗрне ӳкернӗ. Вӑл йывӑҫ ҫумӗнче тӑрать. Пике хыҫӗнче юханшыв, хальхи вӑхӑтри хула курӑнать. Аялта ҫурма ҫаврака ҫине «Чӑваш Республики» тесе вырӑсла ҫырнӑ, сулахай енне икӗ йӗркепе «100 ҫул» тесе шӑрҫаланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |