Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑм Ҫӗнӗ ҫула савӑнӑҫлӑ кӗтсе илесшӗн пулнӑ ахӑртнех. Анчах вӑл ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ.
Хӗрарӑм полицейскисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл Ҫӗнӗ ҫул уявне ирттерме Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче ҫурт тара илме палӑртнӑ. Хайхискер тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ, ҫав ҫынпа ҫыхӑннӑ. Мессенджерта лешӗ укҫа тӳлеме тесе каҫӑ янӑ. Хӗрарӑм ун ҫине пусса 10 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Кун хыҫҫӑн лешӗ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Хальхи вӑхӑтра ултавҫӑ кам пулнине палӑртаҫҫӗ, тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен маршрутсем ҫинче Ҫӗнӗ ҫултан билет хакне хӑпартма палӑртаҫҫӗ.
Асӑннӑ маршрутпа турттаракансем ӗҫлеме тӑкаклӑ тесе пӑшӑрханнине республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пӗр хуларан теприне ҫӳрекенсем транспорт сайра ҫӳрени пирки самай пӑшӑрханчӗҫ. Яваплӑ специалистсем маршрутсем ҫине миҫе транспорт тухнине, вӗсем мӗн вӑхӑтра хутланине тӗрӗслерӗҫ. «Маршруткӑсен» йышӗ сахалли, ҫавна пула транспорт сайра ҫӳрени палӑрсан вӗсен хуҫисем билет хакӗ йӳнӗ тесе пӗлтернӗччӗ.
Халӗ 331-мӗш эмаршрутри транспорт салонӗсенче пӗлтерӳсем ҫакнӑ. Унта 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн аллӑн укҫа тӳлесен билет хакӗ 32 тенкӗ, ЕТКпа татӑлсан 30 тенкӗ пулас пирки асӑрхаттарнӑ.
Халӗ билет хакӗ аллӑн укҫан е карттӑпа тӳленине кура — 26 тата 25 тенкӗ.
Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Чӑваш Енри паллӑ бизнесмен тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Аса илтерер: Владимир Ермолаева пысӑк виҫепе налук тӳлеменшӗн айӑплатчӗҫ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2014-2016 ҫулсенче, Владимир Ермолаев «СУОР» ертӳҫи пулнӑ чухне, 107 миллион тенкӗ налук тӳлемен. Ҫав ҫулсенче вӑл декларацисене суя цифрӑсем пӗлтернӗ.
Судра Ермолаев айӑпне йышӑнман, патшалӑха кӳнӗ тӑкака саплаштарман. Прокуратура куншӑн ӑна колоние яма ыйтнӑ. Суд ҫакна шута илсе усламҫа пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха яма йышӑннӑ.
Владимир Ермолаева суд залӗнчех арестленӗ. Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен. Сӑмах май, Ермолаев тӗлӗшпе унччен те темиҫе хутчен пуҫиле пуҫарнӑ. Анчах вӑл кашнинчех штраф тӳленипе кӑна хӑтӑлнӑ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Кӳкеҫри Первомайски урамӗнчи лавккаран Ҫӗнӗ ҫулхи 4 парне ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ку кӑна мар, вӑл касса ещӗкне те йӑкӑртнӑ. Унта вара 5 пин тенкӗ пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем вӑрра часах тытса чарнӑ. Вӑл - Кӳкеҫре пурӑнакан 32 ҫулти арҫын. Унччен вӑл судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Халӗ вӑрланӑ япаласене каялла тавӑрса парас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫак арҫынна тухса ҫӳреме юраманни пирки расписка ҫыртарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем банкра 150 миллиард тенкӗ ытла упраҫҫӗ. Кун пирки Наци банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗлтернӗ.
Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсен уйрӑм ҫын вклачӗсен виҫи пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 13,2 процент тӳснӗ. Ҫапла вара банкра тытакан укҫа виҫи 153 миллиард тенке ҫитнӗ.
Пиӗн республикӑра пурӑнакансем Раҫҫейрисем пекех — укҫана тенкӗпе упрама кӑмӑллаҫҫӗ. Банка хунӑ «кӗмӗлрен» тенкӗллӗ вклад виҫи — 91,8 процент.
Банкри укҫана 1,4 миллион тенкӗ таран страхлаҫҫӗ. Ҫапах та вӑл е ку кредит учрежденине суйличчен банкӑн лицензи пуррипе-ҫуккипе кӑсӑкланмалла.
Чӑваш Енре пурӑнакан Елена Зубова лотерейӑра ҫурт выляса илнӗ. 48 ҫулта ывӑлне ҫуратнӑ хӗрарӑмшӑн ку питӗ пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Вӑл машина туянма ӗмӗтленнӗ, ҫавӑнпа ҫурт вырӑнне укҫа илес тенӗ.
Ку ҫапла пулса иртнӗ. Елена пенси илме кайнӑ. Унта ӑна вак укҫа парайман, лотерея билечӗ илме сӗннӗ. Ҫапла вӑл виҫӗ билет туяннӑ. Вӗсем тӳрех ывалӗпе тупӑшӑва кайнӑ, билет пирки маннӑ та. Кайран аса илсен тӗрӗслеме шутланӑ. Ҫурт выляса илнӗ иккен! Тепӗр икӗ билечӗ 100 тата 500 тенкӗ выляса илнӗ.
Халӗ Елена лотерейӑра выляса илнӗ укҫапа машина туяннӑ. Унпа ывӑлне ӑмӑртусене илсе ҫӳрет.
Шупашкарта инфекци корпусӗ тума палӑртнӑ. Ку тӗллевпе, Чӑваш Ен правительстви пӗлтернӗ тӑрӑх, миллиарчӗ-миллиарчӗпе уйӑрӗҫ.
Чӑваш Енре инфекци корпусне тӑвас ыйтӑва РФ Сывлӑх сыхлавӗн тата Финанс министерствисенче сӳтсе яваҫҫӗ. Ведомствӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна тумашкӑн 24 ытла миллиард тенкӗ кирлӗ. Проектпа смета докуменчӗсене хатӗрлемешкӗн кӑҫал республика хыснинчен 11 ытла миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ.
Аса илтерер: кӑҫал Шупашкарта ача-пӑча инфекци пульници ҫумӗнче ҫӗнӗ корпус уҫӑлнӑ.
Кӑҫалхи раштавӑн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Калинин урамӗнчи пӗр киоска ҫаратнӑ. Кун пирки 72 ҫулти арҫын полицине пӗлтернӗ. Унта ҫав ҫын сувенир продукцине сутнӑ.
Киоскра ӗҫлекен патне палламан арҫын пырса укҫа ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫленӗ. Пуҫтах этем вӑрах шухӑшласа тӑман — сентре ҫинчи 10 тенкӗлӗх юбилейлӑ укҫасене илме тытӑннӑ. Сутуҫӑ ӑна чарса пӗтереймен. 20 тимӗр укҫана илсе вырӑнтан ҫухалнӑ.
Ҫаратакан ҫынна йӗрке хуралҫисем кӗҫех тупса палӑртнӑ. Вӑл судпа унччен темиҫе хут та айӑпланнӑ. Халӗ вӑл судран тарса ҫӳренӗ. Вӑрра тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти «Благовещенский» микрорайонта та ача пахчи пулӗ. Ӑна 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен туса пӗтермелле. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Пушкин урамӗнче Ял хуҫалӑх академийӗн инженери корпусне хирӗҫ тума палӑртнӑ ача пахчинче 240 шӑпӑрлан валли вырӑн пулӗ. Икӗ хутлӑ ҫуртра 12 ушкӑн пулӗ, вӗсенчен 4-шӗ – 2 уйӑхран пуҫласа 3 ҫул тултарнӑ ачасем валли. Кашни ушкӑнра 20 ачаран ытларах пулмӗ.
Хальхи йышши ытти ача пахчи евӗрех, унта та бассейн, апатланмалли блок, медицина блокӗ, буфет, ҫывӑрмалли пӳлӗмсем пулӗҫ. Кружок ирттермешкӗн те пӳлӗмсем уйӑрӗҫ.
Аукционра малтанхи хак – 265,5 миллион тенкӗ. Заявкӑсене раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫав кунах ҫӗнтерӳҫе палӑртӗҫ.
Чӑваш Енри кафесемпе ресторансем икӗ миллиард тенкӗлӗх шар курнӑ. Ҫакӑн пирки республикӑн экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов кӑшӑлвируспа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн эрнекун иртнӗ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Министр хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑвашстатӑн цифрисемпе усӑ курнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗнсенче обществӑлла апатлану предприятийӗсен тавар ҫаврӑнӑшӗ икӗ миллиард тенкӗ ытла чакнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем налук тата ӗҫ укҫи тӳлесси унчченхинчен сахалланман.
Аса илтерер: кафесемпе ресторансем пӗр вӑхӑтра хупӑнчӗҫ, унтан вӗсене хатӗр апат-ҫимӗҫе киле парса сутма ҫеҫ ӗҫлеме ирӗк пачӗҫ. Ҫакӑ йӑлтах кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |