Пандеми вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесене кашни шӑпӑрланшӑн 5-шер пин тенкӗ тӳлеме палӑртнӑ. Анчах ӑна сахал тупӑшлӑ ҫемьесем кӑна тивӗҫӗҫ.
Тӳлеве 7-18 ҫулсенчи ачасемшӗн пама палӑртнӑ. 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен 18 ҫул тултарман ачасем те ҫак йыша кӗреҫҫӗ.
Паняхи кун телне республикӑра 14188 нумай ачаллӑ ҫемье пурӑнать. Вӗсенчен 11677-шӗ – сахал тупӑшлӑ. Вӗсене тӳлеме 128,1 миллион тенкӗ кирлӗ. Ку укҫана Чӑваш Енри хыснаран уйӑрӗҫ.
Хушу проектне хальлӗхе йышӑнман, ӑна коррупципе кӗрешекен экспертиза пӑхса тухать.
Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра троллейбус паркне ҫӗнетӗҫ. Паянхи куна мӗнпур троллейбусран 80 проценчӗ кивелнӗ. Ку цифрӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашӗнче утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухса калаҫнӑ чух асӑнса хӑварнӑ.
Троллейбус паркне ҫӗнетме Раҫҫей Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви укҫа уйӑрӗ. Вӑл паракан 1 миллиард та 170 миллион тенкӗ укҫапа 68 троллейбусран кая мар туянма палӑртаҫҫӗ.
«Ыйту вӗҫленсе пырать. Ҫывӑх вӑхӑтра конкурс тата аукцион ирттерессе шанатӑп», — тенӗ Олег Николаев.
Сӑмах май, халӗ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуссем 22 маршрутпа ҫӳреҫҫӗ. Ҫул ҫине кунсерен 219 троллейбус тухать.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм пухнӑ укҫине йӑлтах ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Укҫи сахал пулман: 2,3 миллион тенкӗ.
Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банкӑн хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхи арҫын унӑн счетне ултавҫӑсем тапӑнни пирки пӗлтернӗ.
Арҫын укҫана илсе «хӑрушсӑр» счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Анчах кун пирки никама та шарлама хушман.
65-ри хӗрарӑм икӗ кун банксене ҫӳресе укҫине алла илнӗ. Банкри ӗҫченрен вара счетпа мӗн пулни пирки ыйтман. Хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса янине укҫана куҫарсан ҫеҫ ӑнланнӑ.
Кашмашра шкул пулатех. Муркаш районӗнчи Кашмашра ҫӗнӗ шкул тутарас ыйтупа виҫ-тӑват ҫул каялла хытах шавланӑччӗ. Кашмашра пурӑнакансем «Беспредел в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗх) «Youtube» видеохостингра видеочӗнӳ те вырнаҫтарнӑччӗ. Аса илтерер: Кашмашри шкула 1931 ҫулта хӑпартнӑ. Унти ачасене ҫывӑхри хӑтлӑ шкула автобуспа турттарма йышӑннӑччӗ.
Шкул тӑвассине тӳре-шара шантарнӑччӗ. Анчах каярах. Халӗ Кашмашра шкул тума палӑртнӑ-палӑртнах. Вӑл 108 вырӑнлӑх пулӗ. Республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев пӗр ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство организацине палӑртма кӑҫалхи утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче аукцион иртӗ. Шкул тума 211 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн конкурентлӑ политика тата тариф службин коллегийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта халӑхран тата предприяти-организацисенчен йӑлари хытӑ каяш пухас ыйтӑва хускатнӑ. Каяша турттарассипе регионти оператор шутланакан «Экоцентр» предприяти валли пӗр тариф ҫирӗплетнӗ. Ҫапла вара йӑлари хытӑ каяшӑн пӗр куб метрӗ 382 тенкӗ те 30 пуспа танлашӗ.
Асӑннӑ тариф вӑя кӗнӗ хыҫҫӑн хулара пурӑнакансем йӑлари хытӑ каяшшӑн кашни ҫын пуҫне уйӑхсерен 62 тенкӗ те 76 пус тӳлеме тытӑнӗҫ, ялта пурӑнакансем – 50 тенкӗ те 2 пус. Тепӗр майлӑ каласан, хуларисемшӗн хак чакӗ, ялтисемшӗн кӑштах ӳсӗ. Анчах малтан пӗлтернӗ пек 20 процент мар, самай сахал.
Иртнӗ эрнере пирӗн республика утӑ сутассипе Раҫҫейре мала тухнӑ. Чӑваш Енри аграрисем кӑҫалхи ҫур ҫулта 440 тонна утӑ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи 158,3 пин долларлӑх сутнӑ.
Люцерна, вика (тӑрна пӑрҫи), клевер, кашкӑр пӑрҫи вӑррине тата ӳсентӑрана вӗтетсе миххе тултарса Бельгине, Германие, Польшӑна тата Словение ӑсатнӑ.
Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта пирӗн республикӑран агропромышленность продукцине 11,8 миллион долларлӑх ӑсатнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 10,3% нумайрах.
2024 ҫул тӗлне пирӗн тӑрӑхри аграрисен экспорта 46 миллион долларлӑх продукци ӑсатма тытӑнмалла. Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку цифрӑна республикӑн наци пррекчӗпе килӗшӳллӗн пӑхса хӑварнӑ.
ЧР Правительстви харпӑр ача пахчисенче шӑпӑрлансем валли вырӑнсем тӑвасшӑн. Ҫапла майпа влаҫ харпӑр ача пахчисене укҫа енчен пулӑшӗ.
ЧР вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев пӗлтернӗ тӑрӑх, министерство субсиди памалли тата вӗсене тивӗҫмешкӗн суйлав конкурсне ирттермелли йӗркене хатӗрленӗ.
Кӑҫал харпӑр ача пахчисенче 64 вырӑнлӑх 7 ушкӑн йӗркелеме палӑртнӑ. Республика хыснинчен 7,8 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ, пӗр вырӑна 122,14 пин тенкӗ тӑкакланӗ. 2022 ҫулччен 110 вырӑнлӑх 12 ушкӑн йӗркелесшӗн.
Чӑваш Енре лицензи илнӗ 4 харпӑр ача пахчи пур. Вӗсем пурте – Шупашкарта.
«Суор» директорӗ Владимир Ермолаев тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе пӗтернӗ. Ӑна пысӑк виҫепе налук тӳлеменшӗн айӑпласшӑн.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2014 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен Владимир Ермолаев, «Суор» тӗп директорӗ пулнӑ чух, налуксем тӳлемен. Вӑл налук декларацине суя сведенисем кӗртнӗ. Ҫак тапхӑрта Ермолаев 107 ытла миллион тенкӗ налук тӳлемен.
Унӑн компанийӗпе унӑн керменӗнче ӗҫленӗ стройфирма хушшинче те йӗркене пӑсни пулнӑ.
Халӗ Ермолаевӑн Шупашкарта Етӗрне ҫулӗ ҫинче йывӑҫсен хушшинче вырнаҫнӑ пысӑк керменне арестленӗ.
Пирӗн республикӑра пурӑнакансем кӑҫал, мӗнпур ҫӗршыври пекех, пӗчӗк процентлӑ ипотека илеҫҫӗ. Вӑл укҫана ялта ҫурт-йӗр тума яраҫҫӗ.
Чӑваш Ен вице-премьерӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхри 203 ҫемье 297,1 миллион тенкӗлӗх кредит илнӗ.
Пӗчӗк процентлӑ кредит илес ӗмӗтлисем Россельхозбанка 390 заявка панӑ. Кивҫен укҫана вӗсем 794 миллион тенкӗлӗх илесшӗн. Кредит учрежденийӗ заявкӑсене малалла йышӑнать.
Аса илтерер: пирӗн республикӑри ялсенче ҫурт тӑвас ӗмӗтлисене Чӑваш Ен хысни шучӗпе те процент ставкине пӗчӗклетсе параҫҫӗ. Кивҫен укҫана халӑхӑн хӑш-пӗр категорине 3 процентлӑ ставкӑранн пуҫласа 0,1 процент таран виҫепе пама йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм чаплӑ йытӑ ҫури туянасшӑн пулнӑ. Шпиц ӑрачӗллӗ йытӑ ҫури сутакан ҫыннӑн пӗлтерӗвне вӑл тӗнче тетелӗнче асӑрханӑ. Хӗрарӑм анчӑк хуҫипе ҫыру ҫӳретсе хӑш-пӗр ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Чӗрчуна сутаканни йытӑ ҫурине икӗ сехет хушшинче килех пырса пама шантарнӑ. Анчах малтан укҫа тӳлеме ыйтнӑ. 15 пин тенкӗ. Шпиц туянас ӗмӗтлӗ хӗрарӑм укҫана куҫарса панӑ, анчах йытӑ ҫурин «хуҫи» ҫырусене хуравлама пӑрахнӑ.
Улталаннине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне васканӑ. Вӑл вӗсене каланӑ тӑрӑх, ҫынсене ун пек улталакансем пирки вӑл пӗрре ҫеҫ мар илтнӗ, анчах хӑй те ҫавӑн пек авӑра лекесси пирки шухӑшлама та пултарайман. Пакунлисем халӗ ултавҫӑна шыраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |