Чӑваш Енре ял хуҫалӑхӗнче туса илекен апат ҫимӗҫ ҫителӗклӗ, хаксем ӳссе кайман. Ҫапла ӗнентерет короновирус сарӑлассине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штабра йӗркеленӗ ведомствӑсем хушшинчи ӗҫлӗ ушкӑн.
Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерстви пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗ тӗлӗнчи хаксене тишкернӗ. Хаксене кунсерен, ял хуҫалӑх чӗр таварӗпе апат-ҫимӗҫ саппасне эрнесерен тишкернине пӗлтернӗ.
Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнчипе танлаштарсан пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫ кӑштах хакланнӑ: сахар хакӗ ӳснӗ, 1,7 процент, турӑх — 1,1%, ҫӗрулми — 1,0%, помидор — 1,4%, виноград — 1,8%. Сысна ашӗ 1,0%, чӑх какайӗ 1,2%, тӗтӗмленӗ пулӑ 1,0%, хӑяр 3,5%, пылак пӑрӑҫ 1,7%, мандарин 1,1% йӳнелнӗ.
Ҫав вӑхӑтрах халӑхра лавккасенче апат-ҫимӗҫ пулмӗ тесе шикленекенсем те пур.
Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнакансен уйӑхри вӑтам шалӑвӗ 30 пин тенке ҫывхарнӑ.
Республикӑн Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен ирттерекен ирхи канашлура сӳтсе явнӑ ыйтусем шутӗнче экономика аталанӑвӗпе ҫыхӑнни те пулнӑ. ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗ Иван Моторин пӗлтерчӗ унта каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче уйӑхри вӑтам шалу 7,8 процент ӳснӗ. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл 29,2 пин тенке ҫитнӗ.
Промышленность предприятийӗсене илсен, производство калӑпӑшӗ «Трактор завочӗсем» концернра ӳснӗ. Унта тракторсем тата вакунсем туса кӑларасси нумайланнӑ. Электротехника предприятийӗсем те аван ӗҫлеҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗ пирки каласан, сӗт суса илесси 6 процент ӳснӗ, аш-какай туса илесси 3 процент чакнӑ.
Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсене кашнине 100-шер пин тенкӗ парӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа Раҫҫей Президенчӗ вӗсене 75-шер пин тенкӗ пама йышӑннӑччӗ-ха. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та ӗнер хушу кӑларнӑ. Асӑннӑ документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ветерансене республика хыснинчен 25-шер пин тенкӗ парӗҫ. Ҫапла вара вӗсене пӗр хутчен 100-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм категорири гражданӗсене пӗр хутчен тӳлев парасси ҫинчен калакан хушу Чӑваш Енре пурӑнакансене пырса тивет. Ҫав йышра — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин инваличӗсем тата вӑрҫа хутшӑннисем, «Блокадӑри Ленинградра пурӑннисем» палла тивӗҫнисем, концлагерьсенче нушаланнӑ ҫул ҫитмен ҫамрӑксем тата ытти хӑш-пӗр категорири ҫынсем. Тӳлеве ҫу уйӑхӗнче куҫарса парӗҫ.
Чӑваш Енре «Земство тухтӑрӗ» тата «Земство фельдшерӗ» программӑсемпе яла ӗҫлеме каякансене ытларах тӳлеме пуҫлӗҫ. Ку ыйтӑва паян иртнӗ Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче хускатнӑ.
Земство тухтӑрӗсене маларах 1 миллион тенкӗ, фельдшерӗсене ҫур миллион тенкӗ паратчӗҫ. Ӳлӗмрен тухтӑрсене 1,5 миллион тенкӗ пама тытӑнасшӑн, фельдшерсене — 750 пин тенкӗ. Ку укҫа аякри, ҫитме йывӑр ялсене ӗҫлеме вырнаҫнисене лекӗ. Ун пек территорисене палӑртассипе халӗ ӗҫлеҫҫӗ.
«Земство тухтӑрӗ» программа пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ хыҫҫӑн 471 килӗшӳ тунӑ, фельдшерсемпе — 63. Юлашкинчен каланисенчен 30-шӗ фельдшерпа акушер пункчӗсене ӗҫе вырнаҫнӑ, 33-шӗ — васкавлӑ медицина пулӑшӑвне.
Маларах асӑннӑ программӑпа Канаш, Патӑрьел, Шупашкар районӗсене ытларах суйлаҫҫӗ.
«Россельхозбанк» акционерсен обществин Чӑваш Енри филиалӗ ялти ипотекӑпа усӑ курас кӑмӑллӑ пӗрремӗш ҫемьене кивҫен укҫа панӑ. Ӑна Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан Таймаскинсен ҫамрӑк ҫемйи илнӗ. Вӗсем кредитпа ҫӗр тата пӳрт туяннӑ та ӗнтӗ.
«Ял ипотеки программа пирки илтсенех эпир тӑван поселокра ҫурт туянас терӗмӗр. Пирӗн икӗ хӗр. Вӗсене ялти пӳртре лайӑхрах пулӗ. Выляма та ача-пӑча валли вырӑн ытларах. Ҫӗр ҫинче вара теплица вырнаҫтарасшӑн», – хавхаланса калаҫнӑ кил хуҫи Даниил Таймаскин.
«Ял ипотеки» программӑпа кредита 25 ҫул таран илме пулать. Унӑн виҫи тӗрлӗрен. Ӑна 100 пин тенкӗрен пуҫласа 3 миллион тенкӗ таран параҫҫӗ. Алӑра кирлӗ суммӑн 10 процентӗнчен кая мар пулмалла.
Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, Шупашкарти хула строительствипе хуҫалӑх техникумӗн директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ ун тӗлӗшпе тата ҫӗнӗ пуҫиле ӗҫсем тупӑннӑ.
Техникум директорӗ арӑмӗпе Словенире учреждени шучӗпе каннине хыпарланӑччӗ-ха. Анчах ҫемье унта кӑна мар, Германие те кайнӑ иккен, хамӑр тӑрӑхри санаторире те сывлӑхне ҫирӗплетнӗ. Директорпа арӑмӗ каннишӗн кӑна техникум 640 пин тенкӗлӗх тӑкак курнӑ.
Унсӑр пуҫне техникумра студентсене производство практики тесе ӗҫлеттернӗ. Хут ҫинче вара усламҫӑ юсав ирттернӗ пек ӑна укҫа куҫаранҫи тунӑ. Ытти кӑлтӑк та тӗпчев вӑхӑтӗнче ҫиеле тухнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫсене малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан арҫын палламан ҫынпа туслашса улталаннӑ. Ҫакӑн пирки вӑл пакунлисене чун уҫнӑ. 34 ҫулти арҫын спорт матчӗ пуҫланичченех 20 пин тенкӗ выляса янӑ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Кӳкеҫ ҫынни палламан ҫынпа халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫыру ҫӳретме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ тус хӑйӗнпе Питӗр ҫынни тесе паллаштарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи юлташсем спорт ӑмӑртӑвӗсене кӑмӑллаҫҫӗ иккен. Тата вӗсен тепӗр пӗр пеклӗх те тупӑннӑ. Спорт матчӗсем пуҫланиччен ставкӑсем тума кӑмӑллаҫҫӗ.
Питӗрти тус Кӳкеҫ арҫыннине нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче укҫа хывма сӗннӗ. Ку килӗшнӗ. Спортӑн хӑш тӗсӗ пирки те, епле ӑмӑрту тесе те ыйтса тӑман. Укҫа куҫарсанах ҫӗнӗ тус ҫухалнӑ.
Виртуаллӑ тотализаторта улталаннӑ арҫын ҫӗнӗ тусне тупма пакунлисене ыйтнӑ.
Чӑваш Енри тухтӑрсен ӗҫ укҫине ӳстерме 30 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрса панӑ. Ку укҫа – Раҫҫей правительствин медицина страхованийӗн фондӗнчен. Ку распоряжение Раҫҫей правительствин председателӗ Михаил Мишустин пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Кӑҫал ҫак фондран Чӑваш Ен валли 29 миллион та 951 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫаран тухтӑрсене тата вӑтам медицина персоналне (ку йыша фельдшерсем, медсестрасем, акушерсем кӗреҫҫӗ тӗслӗхрен) ӗҫ укҫи тӳлӗҫ.
Палӑртса хӑварар: Раҫҫей правительствин медицина страхованийӗн фондӗнчен ҫӗршыври регионсем валли пӗтӗмпе 18,3 миллиард тенкӗ уйӑрса панӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансенчен чылайӑшӗ ҫӳп-ҫап турттарса тухнӑшӑн регионти оператора укҫа тӳлемест-мӗн. Парӑм самай пухӑннӑ: 239 миллион тенкӗ. Хальлӗхе халӑхӑн 84 проценчӗ кӑна регоператора укҫа тӳлет.
Патӑрьел районӗнче пурӑнакансен 49 проценчӗ ҫеҫ ҫӳп-ҫап турттарса тухнӑшӑн килекен квитанцисене тӳлет. Ҫӗмӗрле районӗнче ку кӑтарту- 51 процент. Ҫак районсем ку енӗпе кая юлса пыракансем.
Сӑмах май, «Экоцентр» республикӑри 1704 ял-саларан ҫӳп-ҫап илсе тухать. Ку ялсен 98,8 проценчӗ. Ыттисене, 21 яла, ҫӳп-ҫап турттаракан машина кӗреймест, унта ҫулсем ҫук.
Чӑваш Ене республикӑн пӗрремӗш президенчӗ пулнӑ Николай Федоров килнӗ. Вӑл кунта килсен тӑван чӗлхе ыйтӑвӗ пирки те сӑмах хускатнӑ.
Николай Федоров Шупашкара килсен ЧР Наци вулавӑшӗнче пулса курнӑ. Николай Васильевич ҫитес вӑхӑтра тӑван чӗлхене вӗрентме, учебниксемпе преподавательсене хатӗрлеме хушма укҫа пулассине пӗлтернӗ. Ҫакна Конституцири тӳрлетӳ те, этнокультурӑна упрасси, тума хӗтӗртет.
«Хушма укҫа уйӑрса парӗҫ, хала ав ҫӗнӗ институт, тӑван чӗлхесене вӗренме тата аталанма пулӑшакан федераци фончӗ, туса хучӗҫ, ӑна эпӗ ертсе пыратӑп. Хальлӗхе унта пысӑках мар укҫа, 200 миллион тенке яхӑн», - тенӗ Николай Федоров.
Ҫулталӑкне ку тӗллевпе 2 миллиард тенке яхӑн уйӑрма палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |