Ҫӗрпӳ районӗнчи почта уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ икӗ уйӑхра кӗсйине 800 пин ытла тенкӗ чикнӗ. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче вӑл суя документсем хатӗрленӗ. Ҫапла вӑл почта уйрӑмӗн кассине хӑйӗн 860 пин тенкине хунӑ имӗш.
Документсене хатӗрленӗ хыҫҫӑн ҫав укҫа пуҫлӑхӑн счечӗ ҫине куҫнӑ. Хӗрарӑм ӑна ӗҫри компьютерпа усӑ курса куҫарнӑ. Приговор вуланӑ чухне хӗрарӑм тӑкакӑн пӗр пайне саплаштарнине, унӑн пӗчӗк ачасем пулнине шута илнӗ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ.