Чӑваш Енри Амӑшӗн капиталӗ ӳснӗ. Вӑл унччен 100 пин тенкӗ пулнӑ тӑк халӗ – 150 пин тенкӗ. Саккун проектне ЧР Министерсен Кабинечӗн паян иртнӗ ларӑвӗнче ырланӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна Патшалӑх Канашӗ пӑхса тухӗ те регион пуҫлӑхӗ алӑ пусӗ.
Сӑмах май, республикӑра Амӑшӗн капиталне 2012 ҫулта пама тытӑннӑ. Унтанпа унӑн виҫи улшӑнман. Халӗ ача ҫуралсанах ҫемьене Амӑшӗн капиталӗнчен 20 пин тенкӗ пама та йышӑннӑ. Ку укҫапа вӗсем хӑйсем пӗлнӗ пек усӑ курӗҫ.
Тата ҫакна палӑртмалла: республикӑри Амӑшӗн капиталне 2026 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑснӑ.
«Чувашский учколлектор» (чӑв. Чӑваш вӗренӳ коллекторӗ)] тулли мар яваплӑ обществӑна сутма йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата министерствин пресс-служби ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Ҫав предприятире асӑннӑ министерствӑн тӳпи — 100%. Номинал хакӗ — 54 165 180 тенкӗ.
Общество Шупашкарти Шкул проездӗнчи 6-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл потребительсене кирлӗ тӗрлӗ тавара курттӑмӑн тата ваккӑн сутать.
Асӑннӑ организацин харпӑрлӑхӗнче 2742 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ тата 1346,8 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ куҫман пурлӑх пур.
Аукциона ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 10 сехетре ирттерӗҫ. Заявкӑсене паянтан йышӑнма пуҫласа ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пухӗҫ. Пурлӑхӑн малтанхи хакӗ – 80 088 500 тенкӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра ял ҫыннисене 0,1 процентлӑ ипотека кредичӗ пама тытӑннӑ. Тӗрӗсрех, ҫӗнӗ йышӑну вӑя кӗнӗ.
Аса илтерер: ял ипотекине ҫӗршывра 3 процент тесе палӑртнӑччӗ. Пирӗн тӑрӑхра процент ставкине татах пӗчӗклетрӗҫ. Ҫапла тума республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев маларах сӗннӗччӗ. Ӗнер Министрсен Кабинечӗ ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑ.
Пӗчӗк ставкӑпа кредит илме тивӗҫ категорие ҫаксем кӗнӗ: 3 е ытларах ача ӳстерекен, ялта ӗҫлесе пурӑнакан ҫемьесене ипотекӑна 0,1% ставкӑпа парӗҫ; АПКра тата ветеринарта ӗҫлекенсене – 0,5%; социаллӑ сферӑра ӗҫ килӗшӗвӗпе е усламҫӑ пулса тӑрӑшакансене – 1% ; ялта потребкоопераци тата ял хуҫалӑх кооперацийӗнче тимлекенсене – 1%; ялта пурӑнса АПКра ӗҫлес шухӑш тытнисене – 1,5%; ялти социаллӑ сферӑра ӗҫе кӳлӗнес кӑмӑллисене – 2%.
Чӑваш Енре «Земство учителӗ» федераци программипе тӑватӑ ҫынна ӗҫе илӗҫ. Кун пирки республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин пресс-службинче паян пӗлтернӗ. Асӑннӑ программӑна хутшӑнас текенсен заявкисене йышӑнас вӑхӑта тӑснӑ. Вӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пухӗҫ.
Программӑна хутшӑнас тесен вӗренӳ учрежденийӗпе килӗшӳ ҫырмалла. «Земство учителӗ» программӑна хутшӑнакансен 50 пинрен сахалрах ҫын пурӑнакан ял-хулана ӗҫе вырнаҫмалла. Вӗсенче 5 ҫултан кая мар ӗҫлемелле. Ҫавӑн пек килӗшӳ тунӑ вӗрентекенсене 1 миллион тенкӗ укҫа парӗҫ. Вӑл тупрапа ҫын хӑй пӗлнӗ пек усӑ курайӗ.
Программӑна хутшӑнас кӑмӑллисен заявкисене Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче йышӑнма тытӑннӑ ӗнтӗ.
2020 ҫулта Чӑваш Енри тӑватӑ ялта культура ҫурчӗ уҫӗҫ. Вӗсене Шупашкар районӗнчи Мӑналта, Канаш районӗнчи Хучелте, Вӑрнар районӗнчи Пӑртасра, Комсомольски районӗнчи Тукайра тума палӑртнӑ. Мӑнал ялӗнче ӗҫсене пуҫӑннӑ та ӗнтӗ. Унта строительсем клуб никӗсӗ валли вырӑн хатӗрлеҫҫӗ. Клуб 150 ҫынлӑх пулӗ.
Кунсӑр пуҫне кӑҫал Елчӗк районӗнчи культура ҫуртне юсаса ҫӗнетме йышӑннӑ. Унта та ӗҫе кӳлӗннӗ.
Маларах асӑннӑ тӗллевпе федераци, республика тата вырӑнти хыснасенчен 101,9 млн тенкӗ уйӑрӗҫ.
2019 ҫулта Канаш, Етӗрне, Комсомольски, Патӑрьел, Куславкка районӗсенче культура ҫурчӗсем уҫнӑ. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе пӗлтӗр те «Культура» наци программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ.
Раҫҫей Ӗҫлев министерстви ӗҫсӗррисене уйӑхсерен 12 пин те 130 тенкӗ тӳлеме май паракан йышӑну проектне хатӗрленӗ. Унччен ку пособин чи пысӑк виҫи уйӑхсерен 8 пин тенкӗпе танлашатчӗ. Кӑшӑлвируса пула ҫынсем ӗҫсӗр юлнине кура пособи виҫине ӳстерме ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хӑй хушнӑччӗ. Унтан та ытларах. Пособие кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пурне те 12130 тенкӗ тӳлесшӗн. Тепӗр майлӑ каласан, ӗҫ укҫин виҫине шута илмесӗр. Ӗҫсӗр ҫыннӑн ача-пӑча пулсан кашни тӗпренчӗкшӗн 3-шер пин тенкӗ хушса тӳлӗҫ.
Ӗҫсӗр юлнине ҫирӗплетме ӗҫ кӗнекин копине, ӗҫрен хӑтарнине ҫирӗплетекен приказа, юлашки виҫӗ уйӑхри ӗҫ укҫине кӑтартакан справка илсе ҫӳреме кирлӗ мар. Яваплӑ ведомствӑсем ку хута хӑйсемех ыйтса илӗҫ.
2020 ҫулта Чӑваш Енре 3 метан автогаз заправки станцийӗ тума палӑртаҫҫӗ.
Станцисенчен пӗрне «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче Куславкка районӗнче тӑвасшӑн, теприне – «Вятка» автоҫул ҫинче Шупашкар районӗнче, 3-мӗшне – Шупашкарта. Чӑваш Ен Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2021 ҫулта тата тепӗр икӗ заправка станцийӗ уҫасшӑн.
Газлӑ мотор топливин пасарне аталантарас тӗллевлӗ патшалӑх программине пурнӑҫласа ҫутҫанталӑк газӗллӗ заправка инфраструктурине сарма кӑҫал республика хыснинчен 120 миллион тенкӗ, ҫав шутра федераци хыснинчен 112,8 миллион тенкӗ уйӑрмалла; 2021 ҫулта – 63,8 миллион тенкӗ, ҫав шутра федераци хыснинчен – 60 миллион тенкӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ен тӗп хулинче каклишкепе ҫӳрекен арҫынна тапӑннӑ. 58 ҫулти арҫын ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 16 сехет тӗлӗнче Хусанкай урамӗнчи хӑй пурӑнакан ҫурт подъездне кӗнӗ. Ун патне иккӗн пырса туртмалли ыйтнӑ, Унтан документсене туртса илнӗ. Шар кураканнине пӗри тытса тӑнӑ, тепри ҫулланнӑ ҫын кӗсйисенчен паспорт, пенси удостоверенине, ҫавӑн пекех банк карттине тата 3 пин тенкӗ кӑларса илнӗ.
Шар курни килте пӑтӑрмах пирки 35 ҫулти ывӑлне пӗлтернӗ. Лешӗ ҫывӑхри уҫланкӑра кӳрентерекенсенчен пӗрне асӑрхать. Вӑл паспортпа пенси удостоверенине ҫунтарма хӑтланнӑ. Ҫамрӑк арҫын документсене туртса илнӗ.
«Шар курни 2 кунран право сыхлавҫисенчен пулӑшу ыйтасах тенӗ», – хыпарлаҫҫӗ Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче.
Сусӑра Шупашкарта пурӑнакан, унччен вӑрӑ тунӑшӑн тата ҫарантнӑшӑн судпа унччен айӑпланнӑ 36 ҫулти ҫын, ҫавӑн пекех вӑрлӑнӑшӑн тата алимент тӳлеменшӗн саккунпа унччен пӑтӑрмаха лекнӗ Канаш районӗнче пурӑнакан 35 ҫулти ҫын кӳрентернӗ. Палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем подъездри хваттерсенчен пӗринче эрех ӗҫнӗ. Сусӑра курсан вӗсем ҫаратса кӗсьене пуянлатма йышӑннӑ.
Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче вӗренекен студентсене общежитире пурӑннӑшӑн укҫа тӳлеттермӗҫ. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе, лару-тӑру ҫивӗчленнипе ҫыхӑннӑ.
Анчах ку ҫӑмӑллӑхпа виҫӗ аслӑ шкул студенчӗсем ҫеҫ усӑ кураяҫҫӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ тата Ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗсем студентсене общежитишӗн вӑхӑтлӑха тӳлеттермелле мар тесе йышӑннӑ.
«Пирӗн килте ларакан ҫынсем пирки манмалла мар, ҫав шутра – вӗренӳ учрежденийӗсенчи общежитире пурӑнакан студентсем пирки те», - Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Андрей Александров.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, социаллӑ экономика аталанӑвӗн программине пурнӑҫламашкӑн Чӑваш Ене ҫитес тӑватӑ ҫулта 5 миллиард тенкӗ килӗ.
Палӑртмалла: ку программӑна Чӑваш Ен Правительстви ӗнер, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ҫирӗплетнӗ. Уйӑрнӑ 5 миллиард тенкӗпе мӗн тӑвӗҫ-ха? Чи малтанах ҫӗнӗ савутсем хута ярӗҫ, ҫапла майпа ҫынсем валли ӗҫ вырӑнӗсем пулӗҫ.
Ку кӑна мар, ҫак программӑна ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласан Чӑваш Ене тата тепӗр 5 миллиард тенкӗ килӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |