Чӑваш Енри аграрисем кӑҫал 970 млн тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илме пултарӗҫ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑх таварне туса илекенсем ҫурхи ака-суха ӗҫне ирттерме ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем илме пуҫланӑ та ӗнтӗ.
Халӗ ҫуракине хатӗрленмелли вӑхӑт пулнине шута илсен кивҫен укҫа-тенкӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсене питех те кирлӗ. Вӑрлӑх та ҫӗнетмелле, техника та туянмалла, им-ҫампа ҫунтармалли-сӗрмелли материал та туянмалла.
Паянхи кун тӗлне РФ Ял хуҫалӑх министерстви ҫӑмӑллӑхлӑ 17 кредит уйӑрма ирӗк панӑ. Унта ҫитернӗ заявкӑсем хальхи вӑхӑтра тата тепӗр 17.
Кӗске вӑхӑтлӑх кредит илме Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем валли Мускав пӑхса хӑварнӑ субсиди лимичӗ — 44,1 млн тенкӗ. Апла пулсан 970 млн тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илме май пур.
Кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Хӗрлӗ Чутай районӗнче иртесси пирки эпир сайтра хыпарланӑччӗ. Уяв ҫитмен-ха, ҫапах влаҫрисем ҫитес ҫул праҫнике хӑш муниципалитетра ирттересси пирки шутлама тытӑннӑ.
Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хуласемпе ял-саласем заявкӑсене пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пама пултарӗҫ. Конкурсра ҫӗнтернӗ муниципалитета уяв тӗлне хӑтлӑх кӗртмешкӗн 10 миллион тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ. Ку укҫапа общество инфратытӑмне аталантарӗҫ.
Аса илтерер: кӑҫал Чӑваш автономине йӗркеленнӗренпе 100 ҫитет, уява ҫакӑнпа та ҫыхӑнтарӗҫ.
Брокер фирмине укҫа хывса пуяс текенсем шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ тӗслӗх юлашки вӑхӑтра пайтах. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын та ҫапла тума шутланӑ, анчах нимсӗр тӑрса юлнӑ.
Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, укҫа хывсан хушӑнса пырӗ. Хайхи арҫын 500 пин тенкӗ хурассине пӗлтернӗ. Укҫи хӑйӗн пулман, банкран кайса кивҫен илнӗ.
Хайхискер брокер счечӗ ҫине хунӑ. Тепӗртакран ҫав укҫан шӑрши-марши те юлман – йӑлтах вӑрланӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян иртнӗ Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӗлтӗрхи IV кварталти пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшне тишкернӗ.
Ку ыйтупа тухса калаҫнӑ республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Алена Елизарова каланӑ тӑрӑх, халӑха пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшӗ 3,3% (е 309 тенкӗ) чакса 8976 тенкӗпе танлашмалла. Чӑвашстатӑн цифрисене тӗпе хурсан ҫавнашкал пулса тухма тивӗҫ.
Олег Николаев ку шухӑша хурласа калаҫнӑ. «Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе вӑл – цифрӑсем кӑна мар. Ҫак кӑтартусем хыҫӗнче ҫынсем тӑраҫҫӗ. Инфляци ҫинчен калаҫатпӑр, магазинсенчи хаксем чӑнласах йӳнелмеҫҫӗ», — тӗлӗннине пытарман Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ.
Ку ыйтӑва Олег Николаев йӗркеллӗ тишкерме сӗннӗ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Чӑваш Енри ялсене аталантармашкӑн 700 миллион ытла тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. 185,5 миллион тенки федерации хыснинчен килӗ.
Ялсене «Ялсенчи территорисене комплекслӑ аталантарасси» программӑна 2019 ҫул вӗҫӗнче йышӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫуртсем хута ямалла, инфратытӑма аталантармалла, тавралӑха хӑтлӑлатмалла.
Федераци хыснинчен уйӑрнӑ уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе 40 ҫемье пурӑнмалли условисене лайӑхлатма пултарӗ.
Чӑваш Енри полицейскисем пӗр хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Хайхискер ют ҫын карточкипе усӑ курнӑ. Банк картти ҫухални пирки хуҫи полицие пӗлтернӗ.
51 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн карточкине кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫухатнӑ. Унпа вара парольсӗрех, терминал ҫумне тытса, усӑ курма пулать. Кӑштахран ҫак хӗрарӑм счет ҫинчен 4 пин тенкӗ ытла ҫухалнине асӑрханӑ – карточкӑпа Шупашкарти 11 лавккара япала туяннӑ.
Ют ҫын карточкине кам тупни паллӑ. Вӑл – сӑнӳкерчӗкре. Ҫак хӗрарӑма курнӑ ҫынсене 24-07-02, 24-07-42 е 102 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Канашра пурӑнакан 53 ҫулти арҫын ултавҫӑсен аллине лексе пысӑк укҫа ҫухатнӑ. Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗнче ун патне палламан ҫын шӑнкаравланӑ. Хайхи хӗрарӑм валютӑсен курсӗ улшӑннипе тупӑш тума сӗннӗ. Вӑл Канаш арҫыннине брокер счечӗ ҫине 250 доллар хума сӗннӗ, ку вара итленӗ.
Арҫын харпӑр кабинетра счет мӗнле улшӑннине сӑнаса тӑнӑ. Кайран ӑна тата нумайрах укҫа хума сӗннӗ. Унӑн укҫи пулман, ултӑ банка кайса 3,2 миллион тенкӗ кредит илнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче хайхискер счет ҫинчен укҫа ҫухалнине курнӑ. Ҫавӑн чухне тин вӑл ултавҫӑсене серепине лекнине ӑнланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ултавҫӑсем — Чӑваш Ен тулашӗнчен.
Патшалӑх айӑплавҫи вице-премьер пулнӑ Владимир Аврелькина пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 6,5 ҫуллӑха яма ыйтать. Кунсӑр пуҫне ӑна патшалӑх тата муниципалитет службин должноҫӗсене 3 ҫул йышӑнма чарасшӑн.
Ку кӑна мар, патшалӑх айӑплавҫи Аврелькина класс чинӗнчен (вӑл 2-мӗш класри патшалӑх канашҫи) хӑтарма, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальсемпе орденсене туртса илме ыйтать.
Айӑплавҫӑсен версийӗ тӑрӑх, Владимир Аврелькин икӗ коммерци организацине оборудовани туяннӑ такакӑн пӗр пайне саплаштарма саккуна пӑсса субсиди панӑ. Ҫапла майпа вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ҫак коммерци организацийӗсене ытти фирма умӗнче «мала хунӑ». Тӑкак 23,8 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче В.Аврелькин ӑна саплаштарнӑ.
Шупашкарта дружинниксем валли укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Хула администрацийӗн сайтӗнчи документра ҫырнӑ тӑрӑх, ку 3 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Шупашкарти халӑх дружини валли субсиди уйӑрасси пирки постановлени алӑ пуснӑ. Вӗсене 3 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ.
Палӑртмалла: халӑх дружинникӗсем Шупашкарти общество йӗркине сӑнаса тӑраҫҫӗ.
Етӗрне районӗнчи Кивӗ Тинкеш ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхне тӗрмене хупмасӑр 2 ҫул та 1 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 1 ҫул. Хальлӗхе суд приговорӗ вӑя кӗмен-ха.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ют пурлӑха хӑйне илнӗшӗн айӑпланӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакскер официаллӑ документсенче администрацире тунӑ пандус пирки суя суммӑсем кӑтартнӑ. Ял тӑрӑхӗн хыснинчен кун валли 15 пин тенкӗ уйӑрнӑ, анчах пуҫлӑх ҫакна хӑйӗн тӗллевӗпе тӑкакланӑ.
Экс-пуҫлӑх судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |