АВН | 09 |
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Енре бюджетниксен ӗҫ укҫине ӳстерме палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Правительствин ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Шалу 3 процент ӳсӗ. ЧР вице-премьерӗ Михаил Ноздряков пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ укҫине ндексацилессине федерации шайӗнче йышӑннӑ. Ҫавна май ЧР Финанс министерстви республикӑри патшалӑх хысна учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен шалӑвне ӳстерме йышӑннӑ. Ку 38 пин ҫынна пырса тивӗ. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 161 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. 40 миллион тенкине – кӑҫал.
Шупашкарта пӗр талӑкра икӗ ҫыннӑн велосипедне вӑрланӑ.
38 ҫулти хӗрарӑм тин ҫеҫ туяннӑ велосипед ҫухални пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. 17 пин тенкӗ ытла тӑракан хатӗр ҫӗрле ҫухалнӑ. Хӗрарӑм ӑна нумай хваттерлӗ ҫуртӑн коридорӗнче хӑварнӑ. Велоҫӑрапа тыттарни те пулӑшман.
Ҫавӑн пек пӑтӑрмах 36 ҫулти хӗрарӑмпа та пулса иртнӗ. Велосипеда вӑл подъездри стена ҫумне таянтарса хӑварнӑ. Кӑштахран коридора тухсан велосипед ҫуккине асӑрханӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта вара 58 ҫулти арҫын велосипеда урамра, нумай хваттерлӗ ҫурт подъезчӗ умне, тӑратса хӑварнӑ. Кӑнтӑрла никам та тӗкӗнмӗ тесе шаннӑ-ши?
Шупашкарта «Культура» программӑпа килӗшӳллӗн 2025 ҫул тӗлне 16 вулавӑша юсаса ҫӗнетӗҫ. Ҫак тӗллевпе 627 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ йышши пӗрремӗш вулавӑш Вера Чаплина ячӗллӗ филиал ҫумӗнче уҫӑлӗ. Унта сценӑллӑ амфитеатр, шӑплӑх пӳлӗмӗ, библиозвукотека, вулав залӗ, коворгинг-зона, кафе, арт-сцена, ача-пӑча лапамӗ пулӗ.
Ҫитес ҫул Маяковский тата Марфа Трубина ячеллӗ вулавӑшсене ҫӗнетӗҫ. 2022 ҫулта Сухомлинский, Гайдар, Шумилов ячӗллӗ вулавӑшсене ҫӗнӗлӗх кӗтет. Чапаев, Лев Кассиль, Агаков, Александр Пушкин, Ҫеҫпӗл Мишши, Константин Иванов, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ вулавӑшсенче юсав ӗҫӗсем ирттерӗҫ. Вулавӑшсенче юсав кӑна ирттермӗҫ, фондсене ҫӗнӗ кӗнекесемпе, хӑватлӑ компьютерсемпе, мультимеди техникипе тивӗҫтерӗҫ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем Куславккара пурӑнакан 17 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Яшӑн ҫын пурлӑхне ҫаратнӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 161-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата ют пурлӑха вӑрланӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тытма тивӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӑл Куславккари Воложка юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер ҫывӑхӗнче 46-ри ӳсӗр арҫынна асӑрханӑ. Унӑн карас телефонне, сигартне, пӗр кӗленче эрехне тата 100 тенкӗ укҫине уҫҫӑн ҫаратнӑ. Тӗпчевҫӗсем тӑкак виҫи 9 пин тенкӗ ытла тесе пӗлтереҫҫӗ.
Тепӗр тӑватӑ кунтан, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи каҫхине, каччӑ Куславккари автозаправка станцийӗн территорийӗнчи автомобиль пылесосне вӑрланӑ. Ку япала 7 пин тенкӗ ытла тӑрать.
Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти хӗрарӑм машина туянма ӗмӗтленнӗ. Анчах вӑл хӑйне шанман, автомобиле суйлама профессионалсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма шухӑшланӑ. Пӗлтерӗве хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче шыранӑ. Пулӑшма килӗшекен «ырӑ автоэксперт» кӗҫех тупӑннӑ. Вӑл пулӑшушӑн тата пулас тӑкаксемшӗн 20 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм итленӗ. Анчах пулӑшакан ҫын тек сасӑ паман, тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн пӗлтерӗвне хуратнӑ.
Улталаннӑ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисем шанчӑксӑр ҫынсене укҫа-тенкӗ куҫарса пама сӗнмеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм патне ултавҫӑ 50 хутран ытла шӑнкӑравланӑ. Ҫапах вӑл ӑна шӑнман пӑр ҫине лартса яма пултарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑм патне хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Хӗрарӑмӑн кредит пур, ӑна часрах тӳлесе татмалла имӗш. Лешӗ телефон ҫине сарӑм лартмаллине, онлайн майпа ссуда илмеллине пӗлтернӗ. Ку итленӗ, кайран хӑйех ҫав ҫынна 700 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Укҫа куҫсан тин хӗрарӑм йӑнӑш тунине ӑнланнӑ, полицие ҫитсе пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫурлан 27-мӗшӗнче ултавҫӑсем Чӑваш Енре пурӑнакансенчен ултав мелӗпе 2 миллион ытла тенкӗ илнӗ. Пӗр хӗрарӑм патне ултавҫӑ пӗр кунра 50 ытла хутчен шӑнкӑравланӑ.
Кӑшӑлвируспа чирлесе юсаннисенчен хӑшӗсен сывлӑхӗ самай хавшанӑ. Чӗре, юн тымарӗсен, сывлӑш ҫулӗсен чирӗсемпе тата ытти ҫавӑн пек амакпа нушаланакансен сывлӑхне вирус уйрӑмах халсӑрлатса хӑварнӑ.
Кӑшӑлвируспа чирленисене ҫирӗпленсе ҫитме ҫӗршыв шайӗнче ковид хыҫҫӑнхи программа йышӑннӑччӗ. Халӗ пирӗн тӑрӑхри 45 ҫын ку программӑпа усӑ курнӑ та. Тепӗр 52 ҫын малалла сипленет, 77-ӗн хӑйӗн черечӗ ҫитессе кӗтет.
Ковид хыҫҫӑнхи программӑна Хулари 1-мӗш клиника тата П.Н. Осипов ячӗллӗ Шупашкарти пӗрремӗш хула пульницисенче, ҫавӑн пекех «Надежда» тата «Чувашиякурорт»а санаторисенче ӗҫлеттерсе янӑ. Сиплев курсӗ 10 куна пырать. Стационарсенче сипленнишӗн медицина страхованийӗн шучӗпе саплаштараҫҫӗ. Санаторие каякансен тӑкакӗн 70 процентне республика хысни хӑй ҫине илнӗ. Пациентсемшӗн ҫӑмӑллӑхлӑ путевка хакӗ 10-11 пин тенке ларать.
Шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчи уҫӑлнӑ. Ӑна чӑвашла ят панӑ. Вӑл — «Телей». Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине 220 вырӑнлӑх тунӑ.
Ҫӗнӗ ача пахчинче шӑпӑрлансене кирли йӑлтах пур. Музыка тата физкультура залӗсем, методика, логопед, тухтӑр, психолог пӳлӗмӗсем, LEGO-студи пӑхса хӑварнӑ. Столовӑя та хальхи вӑхӑт ыйтнине шута илсе тунӑ. Картишӗнче ачасене вылямалли тата уҫӑлса ҫуремелли вырӑнсем пур. Вӗсене тӗрлӗ кӳлепепе илемлетнӗ.
«Телей» ача пахчи Ҫӗнӗ Шупашкарӑн тӑххӑрмӗш микрорайонӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна тума тӗрлӗ бюджетран 126 миллион тенкӗ ытла тӑкакланӑ.
Чӑваш Енри тӳре-шара унчен пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулта кӗҫӗн классенче ирхи апат тӳлевсӗр пулать. Анчах ку ашшӗ-амашне питех килӗшмен. Ара, ачасем килте те ирхине апат ҫиме пултараҫҫӗ.
Ҫавна май ку тӗлӗшпе сасӑлав иртнӗ: ачасене ирхине е кӑнтӑрла тӳлевсӗр апат ҫитермелле? Сасӑлава паян пӗтӗмлетнӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ, чылайӑшӗ ӗнтӗ, кӑнтӑрлахи апата суйланӑ. Сасӑлава хутшӑннисен 95,7 проценчӗ ку варианта суйланӑ. Ҫапла майпа Шупашкарта вӗренекен 30 пин ача шкулта тӳлевсӗр апатланӗ. Вӑтамран пӗр порци валли хыснаран 52-53 тенкӗ уйӑрӗҫ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче тӳре-шаран иртнӗ ҫулхи декларацине вырнаҫтарнӑ. Эпир вӗсенчен хӑшне-пӗрне ҫеҫ илсе кӑтартӑпӑр.
Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн Сергей Артамоновӑн пӗлтӗрхи тупӑшӗ 3 миллион та 773 пин тенкӗпе танлашнӑ; Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫин Александр Цветковӑн – 2 миллион та 448 пин тенкӗпе; экономика аталанӑвӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Дмитрий Краснов – 4 миллион та 843 тенкӗпе. Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпречӗ Петр Чекмарев тӗп ӗҫре 2 миллион та 565 пин тенкӗ тата 1 миллион та 200 пин тенкӗ хушма тупӑш илнӗ; строительство министрӗ Александр Героев – 3 миллион та 675 пин тенкӗ; информаци политикин министрӗ Михаил Анисимов тӗп ӗҫре 3 миллион та 224 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, унӑн хушма тупӑшӗн виҫи – 8 948 тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |