Елчӗк районӗнче пурӑнакан икӗ каччӑ салтака каяссишӗн хыпса ҫунман. Халӗ вӗсене ҫавӑншӑн суд тусах явап тыттарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 19 тата 22 ҫулсенчи икӗ каччӑ ҫар ретне тӑма юрӑхлӑ пулнӑ. Сывлӑх ҫирӗппине, ҫӗршыва хӳтӗлеме пултарнине тухтӑрсем палӑртнӑ.
Салтака юрӑхлӑ каччӑсене 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫар комиссариантне чӗнсе повестка тыттарнӑ. Палӑртнӑ кун ҫитнӗ, анчах каччӑсем ҫар комиссиариатне пыман.
Салтакран тарса ҫӳреҫҫӗ тесе вӗсен тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 328-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе кӗҫех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫартан пӑрӑнма пӑхнӑ каччӑсене суд 20 тата 25-шер пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Маларах Ҫӗмӗрлери каччӑна явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енри министрсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни пирки декларацисем тӑратнӑ. Чи нумай ӗҫлесе илекен министр Дмитрий Краснов пулнӑ, вӑл экономика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Вӑл 2019 ҫулта 4 843 271 тенкӗ илнӗ. Унӑн мӑшӑрӗ вара 10 миллион та 600 пин тенкӗ тупӑш тунӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр РФ президенчӗ Владимир Путин 9 726 595 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамоновӑн тупӑшӗ 3 773 366 тенкӗпе танлашнӑ. Урӑх тупӑш – 5 601 132 тенкӗ.
Виҫҫӗмӗш вырӑнта – строительство, архитектура тата ЖКХ министрӗ Александр Героев. Вӑл декларацире 3 674 756 тенкӗ тупӑш кӑтартнӑ.
Шупашкар хулинче урамра суту-илӳ тӑвакансемпе кӗрешеҫҫӗ. Урамра сутма чармаҫҫӗ-ха. Анчах ӑҫта кирлӗ унта юрамасть. Ятарлӑ вырӑнта суту-илӳ тумалла, сутуҫӑсен кирлӗ хутсем пулмалла.
Шупашкар хулин Ленин район администрацийӗн суту-илӳ секторӗн специалисчӗсем йӗрке хуралҫисемпе черетлӗ хутчен рейда тухнӑ. Вӗсем Ленин проспектӗнчи 26, 28, 47 тата 49-мӗш ҫуртсен умӗнче сутакансене асӑрханӑ. Йӗркене пӑсакансен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса ӑна административлӑ комиссие ярса парӗҫ.
Уйрӑм ҫынсен 1 пин тенкӗрен пуҫласа 2 пин тенкӗ таран штраф тӳлемелле, ӗҫ вырӑнӗ йышӑнакансен — 3-7 пин тенкӗ, предприяти-организацисен — 30-50 пин тенкӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑм управляющи компанийӗнче бухгалтерта ӗҫленӗ. Хайхискер ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн суд сакки ҫине лекнӗ. Ӑна кӗсьене пысӑк укҫа чикнӗшӗн айӑпланӑ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм 2019 ҫулхи авӑнран пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен 400 пин ытла тенке кӗсйине чикнӗ. Ҫак укҫа хваттерсенче пурӑнакансем коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳленӗскерсем пулнӑ. Ҫапла майпа вӑл управляющи компанине пысӑк тӑкак кӳнӗ.
Хӗрарӑм айӑпӑн пӗр пайне йышӑннӑ. Вӑл ача кӗтнӗ тата унӑн пӗчӗк пепкесем пулнӑ. Суд ҫаксене шута илсе ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 сехет те 6 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Шупашкарти «АККОНД» акционерсен обществи паян хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Унта халӗ ҫӗнӗ лини хута янӑ. Ҫавӑн валли 149 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ. Предприятире республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пулнӑ.
Предприяти пуҫлӑхӗ Валерий Иванов экономика кӑтартӑвӗсем ҫулталӑкра 10-15 процент ӳснине ӗнентернӗ. Цехсене юсаса ҫӗнетес ӗҫе пӗрмай туса ирттернине пӗлтернӗ.
Сахӑр печенийӗ кӑларакан ҫӗнӗ лини ҫулталӑкра 3 пин ытла тонна продукци кӑларма май парӗ.
Ҫитес ҫулсенче предприяти тата тепӗр инвестици проекчӗ хута яма ӗмӗтленет. Унӑн хакӗ – 2 млрд тенке яхӑн. Палӑртнине пурнӑҫласан 500 ҫынлӑх ӗҫ вырӑнӗ пулӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑма ют ҫын карттипе усӑ курнӑшӑн суд тӑвӗҫ. РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ ӗҫе суда ярса панӑ.
Республикӑн тӗп хулинче пурӑнакан арҫын хаваслӑ пӗр ушкӑнра хӗрарӑмпа паллашнӑ. Те хӗрарӑм ҫав териех килӗшнӗ ӗнтӗ — вӑл ӑна хӑйӗн банк карттине кӑларса тыттарнӑ. Парольне те каланӑ. Унпа ӑна лавккана «хаяррине» туянма ӑсатнӑ.
Хӗрарӑм эрех илнипех ҫырлахман. Хӑйне валли ҫи-пуҫ, сӑрланмалли туяннӑ. Пурӗ 30 пин тенкӗ пӗтернӗ. Арҫынна кун пирки шарламан. Смс та хыпарламан — карттӑ хуҫи ун пек пулӑшупа усӑ курман.
Карттӑ ҫинчен самай укҫа ҫухалнине арҫын темиҫе кунтан ҫеҫ сиснӗ. Хӗрарӑмран укҫана ыйтнӑ та лешӗ килӗшмен. Аптӑранӑ арҫын йӗрке хуралҫисене евитленӗ.
Чӑваш Енре суя укҫасем тупса палӑртнӑ. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта ун пеккисене 36 штук асӑрханӑ. Ҫав шутран 23-шӗ — 5 пинлӗххисем. Унсӑр пуҫне 1 тенкӗллисем 10 штук тупӑннӑ, 100, 500 тата 2000 тенкӗллисене — пӗрер. Сӑмах май, пӗлтӗрхи иккӗмӗш кварталта суя укҫана тата нумайрах асӑрханӑ. Ун пекки пурӗ 53 штук тупӑннӑ.
Раҫҫейӗн Тӗп банкӗн Атӑл-Вятка тӗп управленийӗн Чӑваш Енри Наци банкӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр-пӗр укҫана шанмасан кирек епле банка кайса тӗрӗслеттерме пулать. Алла лекнӗ укҫа суя пулни пирки иккӗленмесен йӗрке хуралҫисене пӗлтермелле.
Кӑшӑлвируса йывӑррӑн чирлесе ирттернисене санаторисенче 10-12 кун реабилитацилеме 45 пине яхӑн кайса ларӗ. Ҫынсене ҫав шутран 10-11 пинне ҫеҫ тӳлеттерӗҫ. Ытти тӑкака, пурӗ 70 процентне яхӑн, республика хӑй ҫине илӗ.
45 пине яхӑн путевка шучӗпе ҫынсене пысӑк квалификациллӗ тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳме, сиплев процедурисене туса ирттерме шантараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кунне пилӗк хутчен апатлантарӗҫ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен стационарсенче 2 пин ытла ҫын реабилитаци витӗр тухайӗ, унсӑр пуҫне кӑнтӑрлахи стационарсенче тепӗр ҫавӑн чухлӗ ҫынна пулӑшӗҫ. Ку цифрӑсене республикӑн Правительствин вице-премьерӗ Алла Салаева тунтикунхи планеркӑра асӑнса хӑварнӑ.
Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар сити-менеджерӗсем иртнӗ ҫул мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ? Алексей Ладыков, Ольга Чепрасовӑпа танлаштарсан, сахалрах тупӑш тунӑ.
Шупашкар сити-менеджерӗ Алексей Ладыков хӑйӗн должноҫӗнче пӗлтӗр 1 млн та 428 пин те 621,67 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Декларацире ытти тупӑша кӑтартман. Унӑн, хут ҫинчине ӗненес тӗк, машина та, куҫман пурлӑх та ҫук. Ывӑлӗн – 135,6 тӑваткал метрлӑ хваттер. Декларацире мӑшӑрӗн тупӑшӗ ҫук, вӗсем 2 ҫул каялла уйрӑлнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова пӗлтӗр 1 млн те 538 пин те 497,22 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Хушма тупӑш – 60,6 пин тенкӗ. Унӑн ҫӗр лаптӑкӗ, гараж, хваттер пур.
Чӑваш Енре вертолет лапамӗсем тӑвассине тата вертолетсем ҫӳретме тытӑнассине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 2024 ҫул тӗлне Чӑваш Енре 30-тан кая мар пациента пульницӑна вертолетпа илсе ҫитерӗҫ.
Патшалӑх закупкисен сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, транспорт хатӗрӗ икӗ региона: Чӑваш Ене тата Мари Эла – тивӗҫтерӗ. Вӑл кирек хӑҫан та ҫула тухма хатӗр пулмалла. Хӗллехи вӑхӑтра заявка хыҫҫӑн – 60 минутра, ытти чухне – 30 минутра. Борт ҫине хӗрлӗ хӗрес ӳкернӗ ҫак транспортӑн икӗ пилот пулмалла, унта икӗ тухтӑртан кая мар лармалӑх вырӑн пӑхса хӑвармалла. Выртакан ҫын валли пӗр вырӑнтан кая мар кирлӗ. Унсӑр пуҫне чирлипе пӗрле ҫула тухниэӑ ҫынна та лартмалла.
Вертолета пӗр сехет арендӑна илни 231 пин те 066 тенкӗрен кая мар ларӗ. Чӑваш Ен вертолетпа 108 сехете яхӑн (25 миллион тенкӗ) усӑ курма палӑртать, Мари Эл — 65 сехете яхӑн (15 млн тенкӗ).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |