Пӗрре Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм электронлӑ почтӑна кӗме хӑтланнӑ та парольне те, логинне те ҫырайман – тӗрӗс мар иккен. Кайран вӗсене ҫӗнӗрен тусан почтӑна кӗнӗ. Ун чухне тин вӑл такам тӗнче тетелӗнчи лавккаран, ют ҫӗршывра вырнаҫнӑскертен, ун ячӗпе япала туяннине, унӑн банк карттипе тӳленине ӑнланнӑ. Палламан ҫын телефон экранне хӳтӗлемелли кантӑк, арҫынсен кроссовкине туяннӑ. Пӗтӗмпе – 8 пин ытла тенкӗлӗх. Паллах, япаласем урӑх адреспа килнӗ. Хайхи ултавҫӑ электронлӑ почта хуҫине те парнепе савӑнтарас тенӗ – 100 тенкӗ ытла тӑракан эреш саккас панӑ, унӑн адресне кӑтартнӑ. Анчах ку япала хӗрарӑм патне ҫитмен.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, ку ӗҫе Краснодар крайӗнче пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 21 ҫулти каччӑ тума пултарнӑ. Ӑна тытса чарнӑ. Каччӑ айӑпне йышӑннӑ, тӑкакӑн пӗр пайне саплаштарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.