Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Денис Гордеева патшалӑх пособийӗ парса тӑрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.03.2022 00:01 | 3011 хут пӑхнӑ
Персона
hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ
hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн литературӑпа ӳнер енӗпе преми парассипе ӗҫлекен Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнчи комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпе парса тӑракан ҫав укҫана илме 11 ходатайство тӑратнӑ.

Уйӑхсерен паракан патшалӑх пособине Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫине, Раҫҫейри Писательсен союзӗн членне Денис Гордеева пама йышӑннӑ.

Денис Гордеев 50 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ял пурнӑҫне аван сӑнарлакан унӑн илемлӗ чӗлхине Василий Шукшин, Виктор Астафьев вырӑс ҫыравҫисен прозипе пӗр шая лартаҫҫӗ. Чӑваш ҫыравҫин кӗнекисем республикӑн Наци вулавӑшӗ ирттерекен «Ҫулталӑкри чи вулакан кӗнекесем» темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ.

#укҫа-тенкӗ, #пособисем, #ҫыравҫӑсем, #комиссисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1501.08.5357
2022.03.26 23:25
Agabazar
Леонид Агаковӑн «халӑх ҫыравҫи» текен ят (1974) пулнӑ.
Денис Гордеева темӗнле Туркайсенчен хӳтӗлеме хӑтланам пекки туни вара — кулӑшла.
Кирлӗ мар Ченис Викторччӑна нимле «хӳтӗлев» те!
Ним хӳтӗлевсӗрех унӑн хӑйне тивӗҫлӗ вырӑнӗ пур. Ҫав вырӑна никам та туртса илме пултараймасть.
Анатолий // 4154.66.6537
2022.03.26 23:39
Туркай, Туркай... Эс хӑвӑн кӑра тата ҫиллес кӑмӑлупа яланах палӑрнӑ-ха. Пӗр 20 ҫул хушши хӑвӑнтан чылай аслӑрах Кипечӗн юнне вуншар декалитр ӗҫрӗн. Халӗ Ҫерҫи ӑмӑрткайӑках тухрӑм терӗ пулмалла е "Чӑваш литературин Жириновскийӗ" ята илме тапаҫланать-и? калама хӗн:
1. Нумаях пулмасть халӑх культурине тур лаша пек туртакан, чӑваш поэзине палиндромпа пуянлатнӑ Марина Карягинана, ай тур, Ҫӑхан пек тапӑнчӗ. Кун пирки Чӑваш ачи-пӑчи пӗлетех! Интернетра пит хаярар тавлашу пулчӗ.
2. Тургай намӑс-симӗсе ҫухатнине кӑтартакан тӗп факт, паллах, Олег Мустаева асӑнса ирттернӗ пумилккере пулчӗ, ахӑртнех.
Видеосюжетпа паллашнисен шухӑшӗ: а)Чӳречерен кӑларса ывӑтмалла пулнӑ; ӑ) Пирӗн мӗнле ЧНК- енчен те ҫавӑн пек ӑҫтиҫука чӑтать пулсан; б) Петр Степанович мӗншӗн чарман-ха карма ҫӑвара...
3. Туркай Каҫал Ен Ентешлӗхӗн ертӳҫи пулнӑ май Асанкассинче ҫуралса ӳснӗ Денис Гордеевшӑн савӑнмалла пек - вӑл ӑна "Карлик" тесе хӑртать...
Чӑваш халӑх поэчӗн Туркайӑн сӑввисенчен йӗрке ҫурӑ пӗлетӗп: "сысса хуратӑп..." Чӗлхи чухӑнран Марина Карягинана та ҫак сӑмахпах хӑмсарать вӑл... Шел, Туркая. Турри каятех тпулмалла унран.
Анатолий // 4154.66.6537
2022.03.26 23:55
Agabazar. "Денис Гордеева темӗнле Туркайсенчен хӳтӗлеме хӑтланам пекки туни вара — кулӑшла",- тетӗн. Никам та, нимӗн те хӑтланмасть. Чӑваш халӑх сайтӗнчи кашни пост е автор позицийӗ, е ятарлӑ провокацийӗ (шел те, ытларах провокациллӗ постсем!)."Денис Гордеева патшалӑх пособийӗ парса тӑрӗҫ" текст хыҫҫӑн ырӑ чӑвашӑн Денис Викторовича саламламаллаччӗ, вӑрӑм кун ҫул, творчествӑра ҫитӗнӳсем сунмаллаччӗ пек. Ҫук вӗт мӗскӗн ЧХПсем: "Моҫкӑран слон тӑваймастӑр!"- тесе йӗлпӗреҫҫӗ. Тфу-ууу! Тата тепӗр хут Тфу! Йӗксӗксем!!!
Сӑмах та ҫитмест.
Валери ТУРКАЙ // 3348.31.7683
2022.03.27 04:13
Урӑр, урӑр! Ахӑрӑр! Мӗкӗрӗр!!!
Ку пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫе эсир мӗн чухлӗ ытларах тӑватӑр, аноним-"паттӑрсем", эпӗ, Чӑваш Халӑх Поэчӗ Валери ТУРКАЙ, ҫавӑн чухлӗ ытларах савӑнатӑп, ытларах вӑйланатӑп!
Сурнӑ эп сирӗн ҫине, кирлех пулсан, сысатӑп та - сире, йӗксӗксене - ҪАКӐ питӗ килӗшнине пӗлсе!
...Халех тулса ҫитнӗ шӑк хӑмписем пек ан ҫурӑлӑр-ха, тата кӑштах асапланӑр! Тата кӑштах Туркая тӑрӑ шыв ҫине кӑларса киленӗр! Ха-ха!
Agabazar // 1501.08.5357
2022.03.27 10:30
Agabazar
Тахҫан Валери Туркайӑн оратор ӑсталӑхӗ пулнӑ. Йышӑнмалла, ҫав ӑсталӑх паянхи кун та ҫук мар.
Анчах та ҫав ӑсталӑха тӗрлӗ тӗллевсемпе усӑ курма пулать. Пурпӗрех ӑна пысӑк наччальник вырӑнне памаҫҫӗ. Парсан та темех мар. Ытлашши пысӑк сиенех пулас ҫук.
Валери ТУРКАЙ // 3348.31.7683
2022.03.27 16:03
Университета вӗренме кӗрсен (1978ҫ.), общежитире пурӑнма пикенсен, пире, ялтан килнӗ чӑваш каччисемпе пикисене... ХӐНКӐЛАСЕМ питӗ тӗлӗнтернӗччӗ (ялта курман та-ха эпир вӗсене!) кӑнтӑрла, кун ҫутинче куҫа курӑнмастчӗҫ вӗсем,ҫӗрле, тӗттӗмре, хӑйсен шӑтӑкӗсенчен капланса тухса, пире ҫӗрӗпе асаплантаратчӗҫ. Эсир, ку сайтри ман аноним-"тусӑмсем", мана ҫав хӑнкӑласене аса илтеретӗр: вӑрттӑн ҫыртатӑр эсир! Хӑвӑр ҫырнӑ "шедеврсен" айне хӑвӑрӑн чӑн ятӑрсене лартма хӑратӑр эсир... ХӐНКӐЛАСЕМ эсир, чӑн-чӑн ХӐНКӐЛАСЕМ!.. Паллах эп йерӗнетӗп сирӗнтен!
Эсир манпа - мӗнле, эп те сирӗнпе - ҫавӑн пек...
...Ау-уй, тӗттӗмленет-иҫ! Сирӗн кӗҫех каҫхи сунара тухмалла пулать!.. Ӑнӑҫу сунатӑп!.. Шел, хӑнкӑласен ӗмӗрӗ кӗске!..
Валери ТУРКАЙ, Чӑваш халӑх поэчӗ т.ы.те, т.ыт. те
Agabazar // 1501.08.5357
2022.03.28 12:29
Agabazar
«Хăнкăла» тесе кама хăратасшăн-ши? Лешне чаплă оратор теççĕ, вăл вара хирĕç:"Хăнкăла!" — тет.

Вара ăна начар оратор темеллеччĕ-ши?

Анчах та Туркай начар оратор мар, лайăххиех. Ним те тăваймастăн.

Чăн сăмахăн суйи çук.
Анатолий // 4154.66.6537
2022.03.28 22:25
Чӑвашсем ун пек ҫынсене КУШТАН тетчӗҫ.
Оратор ӑсталӑхӗ Авалхи Римра, чӑнах та, кирлӗ пулнӑ-ха. ХХI ӗмӗрти Чӑваш Енре ораторсем кама кирлӗ, Акапасар? Никама та!!! Эппин. Куштан Туркайӑн оратор ӑсталӑхӗ ҫур пус та тӑмасть.
Пысӑк начальник тенӗрен - Республикӑри чи пысӑк медиахолдинг ун аллинче марччӗ-и вара? Миҫе кун ӗҫлерӗ "Чаплӑ" журналист? Танлаштарма; ун ентешӗ Алюш Леонтьев "Хыпар" лавне миҫе ҫул туртрӗ?
Agabazar // 1501.08.5357
2022.03.29 13:02
Agabazar
Лайӑх оратор пулни «куштан» тенине мар пӗлтерет.
Пӗлтерӗшӗсем пачах та урӑхла.
Акӑ пӗри тата тепри халӑх умне тухса мӗн те пулин калама мекӗҫленеҫҫӗ, тейӗпер.
Хӑшне итлеме кӑмӑллӑрах? Мӑк-мак тӑваканнине е уҫҫӑн та вирлӗн калаҫаканнине?
Леш мӑк-мак тӑваканни, тен, ҫав тери ӑслӑ пуль, анчах ӑна питех итлес килмест. Итлевҫӗсен кӑмӑлне ҫеҫ пӑсать вӑл.
"Хыпарта" Туркай мӗн хӑтланнине питех тишкермен. Миҫе ҫул ӗҫленӗ — маншӑн пурпӗрех. Анчах та вӑл унта вӑл Юрий Виноградовсен влаҫне ҫапса салатнӑ. Пӗртен-пӗр ҫавӑншӑнах вӑл тем пысӑкӑш чыса тивӗҫлӗ. Ытти мӗнпур начаррине кааҫарма пулать, ҫавна кура.
Валери Туркай тата Элекҫей Леонтьев хӑш енӗпе ентешсем? Иккӗш те Шупашкарта пурӑннипе-и?
Е ҫуралнӑ вырӑнӗсем пӗр район пулнӑран?
Ытти ҫынсем пирки пӗлместӗп, Пирӗн студентла формаллӗ мар пӗрлӗхре вара унашкал хӗссе-пӗссе кӑларнӑ «ентешлӗх» пеккине нихҫан та йышӑнман. Ҫавнашкал «ентешлӗх» пирӗн хушӑра кулӑ, юмор ҫеҫ ҫуратма пултарнӑ. Тепӗр чухне пӗр ялтан тухнӑ ҫынна та «ентеш» теесех килмест.
Денис Гордеева илес пулсан, ӑна вӑтам шайри оратор теме пулать. Е вӑтам шайран кӑшт ҫӳлерех те-и....
Анатолий // 4154.66.6537
2022.03.29 22:57
Вӗҫӗмсӗр кӑшкӑрашни, кӑкӑр ҫапса кашни кӗтесрех (халӗ ӗнтӗ "цифра ҫурчӗн" кӗтесӗнче тейӗпӗр) "Валери ТУРКАЙ, Чӑваш халӑх поэчӗ т.ы.те, т.ыт. те" янрашни, хӑйне мӑнна хуни, ӗҫтеш-ҫыравҫӑсене (арҫын-хӗрарӑмне пӑхмасӑр) вӗҫӗмсӗр тӳнккени оратор искусствипе ниепле те килӗшсе тӑмасть.
" Ора́тор — выступающий перед публикой человек, в арсенале которого есть развитое умение убеждать, актёрская игра и красноречие". Хӑйӗн калаҫӑвӗпе Валери кама та пулин хӑйӗн майлӑ ҫавӑрайнӑ-ши? Калама хӗн.
Куратӑн-и, Акапасар, Воробьев мӗн тет: "ХӐНКӐЛАСЕМ!.. Паллах эп йерӗнетӗп сирӗнтен!" Вӑл ҫын тет иккен-ха, ыттисем - кӑпшанкӑ.
Ку сӑмах купипе оратор пулаймастӑнах!!!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем