Ҫурт-йӗр
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палати тӑлӑх ачасем валли 2019-2021 ҫулсенче 460 хваттер илнин аудитне ирттернӗ. Туяннӑ хваттерсенчен 42,3 процентӗнче контрактсене куҫман пурлӑх рынокӗнче ӗҫлекен уйрӑм усламҫӑсемпе е посредник евӗр уйрӑм ҫынсемпе алӑ пуснӑ. Юлашкинчен асӑннӑ ҫав категори хваттер малтан туянать, унтан муниципалтет закупки вӑхӑтӗнче хаклӑрахпа сутса ярать. Прокуратура ӗҫченӗсем 90 килӗшӗве тишкернӗ те коммерсантсем 14,9 миллион тенкӗ тупӑш курнине палӑртнӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗтӗмлетнӗ евӗр, кунта сӑмах хысна укҫи пирки пырать. Республикӑра тепӗр 1200 тӑлӑх хваттер черетӗнче тӑнине те шута илмелле. Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палати палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар районӗнче икӗ хваттере 45-50 процент хаклатса сутса янӑ. Ку танлаштарӑмра елчӗксем уйрӑмах палӑрнӑ. Тӑвай, Етӗрне тата Пӑрачкав та вӗсенчен юласшӑн мар... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Посредник — вăртах.