Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Енре премьер-министра тата министрсене хваттер тара илсе пурӑннин тӑкакне хыснаран саплаштарӗҫ. Ҫавӑн пек йышӑну проектне Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ йӗрке Министрсен Кабинечӗн Председательне, премьер-министрӑн ҫумӗсене, министрсене, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫине, Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Енӗн полпредне пырса тивӗ. Вӗсене тӑкака патшалӑх должноҫӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра саплаштармалла. Хваттер тара илсе пурӑнас, ҫавӑншӑн хыснаран укҫа илес текен тӳре-шаран социаллӑ килӗшӳ мелӗпе е харпӑрлӑхри ҫурт-йӗр пуррипе ҫуккине шута илӗҫ. Асӑннӑ пурлӑх Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар, ӗнтӗрвӑрри, Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пулсан тара илнин тӑкакне спалаштармӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |