Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Ҫурт-йӗр
![]() Маргарита Красотинан Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти «Мир Луксор» кинотеатр хупӑнӗ. Кун пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра тепӗр ҫын хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. Чӑн та, cheb.media пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурта 83 миллион тенкӗпе сутса ярасшӑн-мӗн. 1961 ҫулта хӑпартса лартнӑ ҫав ҫурт хула варринче. Унтан тем те тума пулать. Пурӑнмалли ҫурт-и, бизнес-центр-и, канупа суту-илӳ ҫурчӗ-и... Асӑннӑ кинотетарта — куракансем валли икӗ зал. Унта юсав ӗҫне пӗр 20 ҫул каялла туса ирттернӗ. Мӗн тӑвӑн, «ҫӳлтисем» лайӑхрах пӗлеҫҫӗ пулӗ — хӑҫан тата мӗн сутмаллине, мӗн тусан мӗн пулассине... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |