Чӑваш Енри депутат арҫынсене массаж тӑвакансене шанмасть тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта Шупашкарӑн Ленин районӗнчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти прокурорсем пакунлисем эротика массажӗ тӑвакан салонсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарман йышӑнусене пӑрахӑҫланине хыпарланӑччӗ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков массаж тӑвакан салонсем пирки малтан шалти ӗҫсен ӗҫченӗсем патне ҫырнӑ. Унтисем пуҫиле ӗҫ пуҫарманнине кура депутат прокуратурӑна ҫӑхавланӑ.
Халӗ РФ ШӖМӗн ӗҫченӗсем ҫӗршывӑн 10 хулинче операци ирттернӗ, массаж тӑвакан салонсенче арҫынсене хӗрарӑмсем урӑхла майпа килентернине кура хупнӑ. Шупашкарта ун пек икӗ салон ӗҫӗе пӳлнӗ. Ҫакӑнта Игорь Моляков депутат тӳпи те пур тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта студент троллейбуса пневматика пӑшалӗнчен пени пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ҫав ҫамрӑка хура ӗҫӗшӗн судра явап тыттарӗҫ. Пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма янӑ.
Аса илтерер: студент 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусран «Атӑл» кинотеатр» чарӑнура тухнӑ, транспорт тапрансан вӑл ӑна пенӗ. Троллейбусӑн хыҫалти чӳречи ҫурӑлнӑ. 16 ҫулти студент вара тарса ҫухалнӑ. Анчах ӑна ҫав каҫах тытса чарнӑ, пӑшала туртса илнӗ.
Пӑшал ашшӗ-амӑшӗн пулнӑ-мӗн. Аслисем транспорт предприятине тӑкака саплаштарнӑ, троллейбус кӗҫех маршрута тухнӑ.
Аса илтерер: пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта та кунашкал пӑтӑрмах пулнӑ. Патӑрьел районӗн каччи, 21 ҫултискер, «Вырӑс драма театрӗ» чарӑнура 19-мӗш троллейбусӑн чӳречине пӑшалтан пенӗ. Ӑна куншӑн колони-поселение ҫур ҫуллӑха янӑ.
ЧР прокуратурин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑр районӗнчи пӗр шкулта вӗрентекен ачана хӗненӗ. Ку пӑтӑрмах пирки пӗлсен педагога ӗҫрен кӑларнӑ.
Чӑннипе, ҫав вӗрентекенӗн педгогика пӗлӗвӗ пулман та. Раҫҫей Геройӗ Н.М.Бударин летчик-космонавт ячӗллӗ шкул директорӗ ӑна ҫавах ӗҫе илнӗ. Хайхискер, физика предметне вӗрентекенскер, урок вӑхӑтӗнче пӗр класс ачине хӗненӗ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ку кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. Ачана ҫапнине пӗлсен директор педагога ӗҫрен кӑларнӑ. Прокуратура ыйтнипе шкул ертӳҫине административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Вӗрентекен тӗлӗшпе те административлӑ протокол ҫырнӑ, ӑна та 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ.
Шупашкарти «Садовӑй» микрорайона вӗри шыв панӑ. Малтан унти 30 ытла нумай хваттерлӗ ҫурт тата унти пӗр ача пахчи вӗри шывсӑр нушаланнӑ.
Халӑх шар курнин сӑлтавӗ «СУОР» тулли мар яваплӑ общество халӑхран пухнӑ газ укҫипе «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприятипе вӑхӑтра татӑлманни тесе ӑнлантараҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне парӑм 49 миллион тенке яхӑн пухӑнса кайнӑ. Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче газовиксем газпа тивӗҫтерессине сахаллатса лартнӑ, ҫынсем вӗри шывсӑр юлнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш прокуратури парӑмлӑ «СУОР» предприяти тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн «Газпром межрегионгаз Чебоксары» «Садовӑй» микрорайона газ пама пуҫланӑ. Халӗ хваттерсемпе ача пахчинче тинех вӗри шыв пур.
Шупашкарти Модӑсен ҫуртӗнчи кафене тата каҫзи клуба хупма йышӑннӑ.
Шупашкар прокуратури Модӑсен ҫуртӗнчи «Паблик паб» клуба тата «Дровишки» пиццерие хупма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисемпе килӗшсе тӑмалла ӗҫсем пурнӑҫласан заведенисене ҫӗнӗрен уҫма чармӗҫ.
Сӑмах май, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Модӑсен ҫуртӗнчи кафере ҫулӑм хыпса илнӗччӗ. Унти ҫынсене васкаса урама кӑларнӑччӗ, пушара алхасма паманччӗ.
Республикӑн тӗп хулинчи «Модӑсен ҫурчӗ» центрта пушар сигнализацийӗ тата хӑрушлӑх пирки пӗлтерекен тытӑм юсав пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗ Правительство пайташӗсемпе ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирттернӗ канашлура суту-илӳпе кану центрӗсенчи тӗрӗслевӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвне тишкернӗччӗ.
Раҫҫей ФСБн Чӑваш Енри управленийӗ тата Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури Республикӑри клиника окологи диспансерне тӗрӗсленӗ, пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Лидия Воропаева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Вӑл должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Медицина хатӗр-хӗтӗрӗ тата медицина тӗлӗшпе усӑ курмалли япаласем туяннӑ чухне саккуна пӑхӑнманран тӗп тухтӑр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ФСБ ыйтнипе Ленин районӗн сучӗ Лидия Воропаевӑна килти ареста лартнӑ. Пуҫиле ӗҫе мӗнле тӗпченине республикӑри прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ.
Лидия Воропаева 1955 ҫулта ҫуралнӑ, Куйбышеври Д.И.Ульянов ячӗллӗ патшалӑх медицина институтне пӗтернӗ. Республикӑри клиника онкологи центрне вӑл 2015 ҫултанпа ертсе пынӑ.
Елчӗк районӗнче пурӑнакан арҫын 18 ҫул тултарман хӗрне тивӗҫлӗ воспитани паманшӑн суд сакки ҫине лекнӗ. ЧР прокуратурин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 47 ҫултискер хӗрне хӗненӗ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче, хӗл варринче, ӳсӗр ашшӗ хӗрне урама кӑларса янӑ. Лешӗ килте ҫывӑрайман, канайман.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 21 сехетре ашшӗ каллех ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер каллех хӗрӗпе пӗр чӗлхе тупайман – вӑл унпа вӑрҫӑнса кайнӑ, тутинчен ҫапнӑ.
Арҫын судра хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Ҫапах приговор ӑна хирӗҫле янӑранӑ. Ӑна тӗрмен хупмасӑр 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑпланӑ.
Шупашкар районӗнчи «Юрма» агрохолдинг тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ял хуҫалӑх тӗллевӗпе усӑ курмалли ҫӗре кайӑк-кӗшӗк каяшӗпе вараланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи ҫутҫанталӑка упракан районсен хушшинчи прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче агрохолдинг каяша 10 гектар ҫӗр ҫине тӑкнӑ. Тӗрӗслев тӑпрари нитратсем нормӑран 21 хут нумайраххине палӑртнӑ. Ку 160 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Асӑннӑ ведомство материалсене Шупашкар районӗн полицине ярса панӑ, вӑл вара харпӑк тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сӑмах май, кунашкал каяш купи районта пӗрре кӑна мар. Пӗлтӗр «Юрмана» Лапсар ялӗ ҫывӑхӗнчи 12 гектар ҫӗре вараланӑшӑн 40 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Тепӗр купа – 4 гектар ҫӗр ҫинче. Куншӑн 400 пин тенкӗ штраф панӑ.
Тепӗр свалкӑна, Хурӑнлӑх тата Карачура ҫывӑхӗнчине, пӗлтӗр Халӑх фрончӗн хастарӗсем асӑрханӑ. Штраф ҫине штраф тӳлеттерсен те харпӑк каяша тӑкма пӑрахмасть.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче ӗҫленӗ Александр Григорьева Мари Эла куҫарнӑ.
Александр Григорьев юлашки вӑхӑтра прокурор ҫумӗ пулса тимленӗччӗ. Кӳршӗллӗ регионта та вӑл ҫавӑн пек должноҫ йышӑнӗ. Чӑваш Енри прокуратура ҫыннине, юстицин аслӑ канашҫине, Мари Эла куҫарма Раҫҫейӗн генпрокурорӗ ӗнер йышӑннӑ.
Александр Григорьев 1964 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш. 1987 ҫулта Пермьри патшалӑх университечӗн юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тепӗр ҫулхине ӑна Сӗнтӗрвӑрри район прокуратурине стажер пулса ӗҫе йышӑннӑ. Кӗҫех унта вӑл тӗпчевҫӗре тӑрӑшма пуҫланӑ. 1991 ҫултанпа вӑл республика прокуратурин тытӑмӗнче тӗрлӗ должноҫре тимленӗ, Чӑваш Енӗн прокурорӗн ҫумне ҫитнӗ.
Вӑрмар районӗнче ваккатпа йӗрке хуралҫи хушшинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Вӑрмар район прокуратури «Республиканская» (чӑв. Республикӑри) ваккатсен коллегийӗн Тӑвай районӗнчи филиалӗн ваккачӗ тӗлӗшпе айӑплав ҫирӗплетсе ӗҫе район судне ярса панӑ.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 16 сехетсенче вакката РФ Шалти ӗҫсен министерствин Вӑрмар районӗнчи муниципалитетсен хушшинчи уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Пакунлисен куҫӗ тӗлне вӑл ӳсӗр пирки ҫакланнӑ. Полици уйрӑмӗнче ваккат тарӑхнӑ, хирӗҫнӗ, усал сӑмахпа перкелешнӗ пулать. Пакунли асӑрхаттарсан ӑна вӑл икӗ ҫын умӗнче кӳрентернӗ.
Следстви умӗнхи тӗпчев вӑхӑтӗнче ваккат хай айӑпне йышӑнман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |