Чӑваш Енре пӗлтӗр ҫул-йӗр ҫинчи 1246 инкеке шута илнӗ. Вӗсенче 160 ҫын вилнӗ, 1630-ӑн аманнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче ҫул-йӗр инспекторӗсем хыпарлани тӑрӑх кӑсӑклӑ пӗр тишкерӳ пичетленӗ. Ҫул-йӗр ҫинче пулса иртнӗ кашни виҫҫӗмӗш аварин сӑлтавӗ — ҫул-йӗре тивӗҫлипе тытса тӑманни.
Кӑлтӑкӗ чылай чухне пӗр пекрех: ҫул-йӗр палли ҫукки час-час тӗл пулнӑ. Кирлӗ ҫӗре ҫул-йӗр паллине вырнаҫтарманни те ҫул ҫӳрекенсене инкек патне илсе ҫитерет. Хӗллехи вӑхӑтра ҫула тивӗҫлипе тытса тӑманни те аварипе вӗҫленет.
Асӑрханӑ кӑлтӑк тӗлӗшпе ҫул-йӗр инспекторӗсем тӗрлӗ мера йышӑнаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, ҫитменлӗхе пӗтерме ыйтса яваплисем патне хут ҫыраҫҫӗ. Асӑрхаттарсан та кӑлтӑка пӗтерменнисен тӗлӗшпе прокуратурӑна евитлеҫҫӗ. Надзор органӗ вара суда тавӑҫпа тухать.