Шупашкарта пурӑнакан пенсионера хваттер укҫине икӗ ҫӗрте харӑс тӳлеттернӗ. Ҫакна Чӑваш Ен прокуратурин тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха тытса тӑракан икӗ управляющи компание укҫа тӳленӗ ватӑ вӗсенчен пӗринчен, «Камал» ятлинчен, укҫана каялла шыраса илме хӑтланнӑ-ха. Анчах усси пулман.
Ватӑ аптӑраса ларман — Шупашкар хулинчи Калинин районӗнчи прокуратурӑна ҫул тытнӑ. Унта вӑл хваттер укҫине «ПИК-»1 тата «Камал» управляющи компанисене тӳленине ӑнлантарса панӑ, укҫана каялла шыраса илес кӑмӑллине пӗлтернӗ.
Ватӑ хыпарлани тӑрӑх надзор органӗ тӗрӗслев пуҫарнӑ. Пенсионер сӑмахӗ тӳрре килнӗ. Халӗ прокуратура ватта хӳтӗлесе суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта «Камал» предприятирен 2 пин шыраса илме ыйтнӑ.
ЧР Спорт министерствин тӗп бухгалтерӗ, финанспа экономика пай пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Министерствӑра ӗҫри мобильлӗ ҫыхӑнупа усӑ курма пултаракан ӗҫченсен списокӗ, вӗсем уйӑхне мӗн чухлӗ расхутламалли виҫе пур. Ҫак списока тӗп бухгалтер кӗмен.
Ҫапах вӑл 2017 ҫулхи раштавран пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен хысна укҫине телефон счечӗ ҫине хунӑ. Пӗтӗмпе – 18 пин тенкӗ.
Кунсӑр пуҫне унччен спорт министрӗ хысна укҫине темиҫе ҫул телефон счечӗ ҫине хунипе хуманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Вӑрмар районӗнчи Чупай ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ ҫынна полномочисӗр хӑварма йышӑннӑ. Халӑх тарҫине депутат удостоверенийӗсӗр хӑварма прокуратура хистенӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чупай ял тӑрӑхӗн депутачӗсенчен пӗрне суд РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Ку вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫа-тенкӗ тӑкакланине пӗлтерет. Кунсӑр пуҫне ҫав ҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн) явап тыттарнӑ.
Судпа айӑпланнӑ ҫын депутат пулаймасть, унӑн полномичийӗ вӑхӑт ҫитичченех тухать тесе прокуратура асӑрхаттарнине Чурпай ял тӑрӑхенчи Депутатсен пухӑвӗ ӑша хывнӑ. Ӗҫре пӗр сӗтел хушшинче вырӑнти ыйтусене татса панӑ ҫынна депутат тивӗҫӗсӗр хӑварнӑ.
Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури хушнипе Чӑваш Енӗн прокуратури пирӗн республикӑра йӑлари хытӑ каяша турттарассине епле йӗркеленине тӗрӗслӗ. Кун пирки надзор органӗн пресс-служби паян пӗлтернӗ.
Тӗрӗслевҫӗсем каяша турттарассишӗн яваплӑ регионти оператор епле хак ҫирӗплетнине уйрӑмах тӗрӗслесшӗн-мӗн. Тарифа мӗне кура йӗркеленине те палӑртма тӗллев лартнӑ.
Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн кӑлтӑксене тупса палӑртсан ҫитменлӗхсене пӗтерме тивӗ.
Сӑмах май, кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса Чӑваш Енри ялсенче пурӑнакансем каяш кӳрсе тухнӑшӑн сахалрах тӳлеме тытӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, тарифа 20 процент чакарнӑ хыҫҫӑн пӗр ҫын пуҫне уйӑхсерен 60,71 тенкӗ тӳлеме тивет.
Укҫа тесен шапа та алӑ тӑсать теҫҫӗ. Тӳре-шарана та вӑл кирлӗ. Ҫӗмӗрле хулинчи «Восход» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) культура керменӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын та кӗмӗл тесен виҫ ҫухрӑмран тарман курӑнать.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хайхи пуҫлӑх хӑйне пӑхӑнакан ӗҫчене преми ҫырса панӑ. Анчах ҫав укҫаран пӗр пайне хӑйне куҫарса пама ыйтнӑ.
Пуҫлӑха хирӗҫ каяймӑн — 7 пин тенкӗ премирен 3 пинне лешӗ культура учрежденийӗн ертӳҫин банк картти ҫине куҫарнӑ.
Прокуратура ҫак кӑлтӑка палӑртнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев епле пынине Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи прокурор хӑй тӗрӗслесе тӑрать иккен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире мастерта ӗҫлекене ҫын сывлӑхне асӑрханмасӑр йывӑр сиен кӳнӗшӗн судпа айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн управленийӗ тӗпчевҫисем пуҫарнӑ ӗҫе прокуратура ҫирӗплетнӗ, халӗ ӑна суда ярса панӑ.
Пӑтӑрмахӗ иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. 55 ҫулти мастер техника хӑрушсӑрлӑхшӗн яваплӑ пулнӑ, анчах тивӗҫе вӑл туллин пурнӑҫласа ҫитереймен тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл рабочие пӑрӑх прокладкине ылмаштарма хушнӑ. Мастер рабочи ҫак ӗҫе епле пурнӑҫланине сӑнаса тӑман, ӑна противогаз та тӑхӑнма хушман иккен. Юсав вӑхӑтӗнче конденсат (тӑвар йӳҫекӗпе формальдегид) юхса тухнӑ. Ҫав сывлӑш ӳпкене лекнӗ рабочи пульницӑна лекмеллех аманнӑ. Вӑл паян та сипленсе пӗтереймен.
Шупашкар ҫывӑхӗнчи ял-хулапа ҫыхӑнтаракан маршруткӑсенче пассажирсене шутран ытла лартаҫҫӗ. Ҫакна Шупашкарти Ленин район прокуратури нумаях пулмасть ирттернӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче палӑртнӑ.
Транспорта лартма юранинчен ытла ҫын илсе ҫӳрекеннисем —А.П. Салмин, О.П. Евсюков уйрӑм усламҫӑсем тата «Шупашкарти таксомотор паркӗ» акционерсен хупӑ обществи иккен.
Кӑлтӑк тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн надзор органӗ маларах асӑннӑ ҫав усламҫӑсен тата Хулари таксомотор паркӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хутсене ятарлӑ орган пӑхса тухса явап тыттарӗ. Юлашкинчен асӑннӑ таксомотор паркӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе вара прокуратура кӑлтӑка пӗтерме хушса хут та ҫырнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев йӑлари хытӑ каяша пухмалли вырӑн ыйтӑвӗпе прокуратурӑна янӑ ыйтӑвӑн хуравне Фейсбукра пичетленӗ. Ҫийӗнчен: «Прокуратура манӑн ыйтусене хуравласа ывӑннӑ...», — тесе ҫырнӑ.
Халӑх тарҫи Куславкка райорнӗнчи Кунер ялӗнче ҫӳп-ҫап лапамӗпе контейнерӗ ҫукки пирки надзор органне ҫырнӑ иккен. Чӑваш Енӗн прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ А.П. Евграфов депутат ыйтӑвне Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцине ярса панине пӗлтернӗ.
Хуравра Чӑваш Республикинче депутат статусӗ ҫинчен калакан 2012 ҫулта йышӑннӑ саккунӑн 15-мӗш статйи пирки те аса илтернӗ. Асӑннӑ документра халӑх тарҫин ӑҫта тата камсем патне ыйту яма юранине палӑртнине, прокуратура ҫав списокра ҫуккине пӗлтернӗ.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тата Канашри районсен хушшинчи прокуратура пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Канашоптпродторг» тулли мар яваплӑ обществӑра тӗрӗслев ирттернӗ. Ведомствӑсен ӗҫченӗсем Литваран кӳрсе килнӗ груша сутнине тупса палӑртнӑ.
Ҫак улма-ҫырлана Литваран илсе килнине ун ҫинчи маркировка этикетки те ҫирӗплетнӗ. Анчах грушӑна кӳрсе килнӗ чухне кирлӗ документсем пулман.
Россельхознадзорӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, сутлӑхри 39 килограмм грушӑна туртса илнӗ те тӗп тунӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи прокуратура патшалӑх символикипе ҫыхӑннӑ саккунсене епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Районти пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне йӗркене пӑхӑнманшӑн пуҫран шӑлман.
Палтиел ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче республикӑри патшалӑх символӗсем пирки калакан саккуна пӑснӑ: унта Чӑваш Енӗн патшалӑх ялавне хӑпартман.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна пӑхса тухма суда ярса панӑ. Халӗ, ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, администраци ҫуртӗнче ҫитменлӗхе пӗтернӗ, ҫурт тӑрринче чӑваш ялавӗ вӗлкӗшет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |