Пӑтӑрмахсем
![]() zaks.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Явӑш арҫынни пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма хытах юратнӑ-ши вара? Ара, хӗнет пулсан юратать теҫҫӗ те хӑшӗсем. Алӑ ҫӗклекенсем ним мар вӗлерме пултараҫҫӗ вӗт. Явӑшра пурӑнакан 41 ҫулти арҫын хӗрарӑма хӑйӗн ашшӗн килӗнче хӗненӗ. Кӗвӗҫнипе. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Хӗрарӑма пуҫран хытах тӳпкеленӗ вӑл. Тепӗр темиҫе сехетрен хӗрарӑм вилнӗ. Судра арҫын хӑй айӑпне ним тусан та йышӑнман, ҫине тӑрсах туннӑ. «Эп ӑна пуҫӗнчен ҫапман, питӗнчен кӑна ҫутӑлтартӑм. Вӑратас тесе», — ӗнентерме тӑрӑшнӑ вӑл сӗмсӗррӗн. Хӗрарӑма вилмеллех йывӑр суран кӳнӗ арҫынна суд кирпӗч шутлама ӑсатма йышӑннӑ. Тӑхӑр ҫуллӑха. Ҫирӗп режимлӑ колоние. Прокуратура та арҫынна тӑхар ҫуллӑха тӗрмене ӑсатма ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |