Ӗнер Кемӗрте суту-илӳ центрӗ ҫунни пирки, унта ҫынсем вилни ҫинчен сайтра тин кӑна пӗлтернӗччӗ. Ку инкек хыҫҫӑн РФ Генеральнӑй прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Буксман регионсенчи суту-илӳ центрӗсене тӗрӗслеме хушнӑ.
Регионти прокурорсем ИӖМпа пӗрле рейда тухӗҫ, суту-илӳ комплексӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслӗҫ. Уйрӑмах сигнализаци тата пушар сӳнтермелли тытӑм юсавлӑхне тимлӗ пӑхӗҫ. Ҫитменлӗхсене тупса палӑртсан суту-илӳ центрӗсен ертӳлӗхӗ тӗлӗшпе прокуратура предписани ҫырӗ.
Аса илтерер: Кемӗрти хӑрушӑ пушарта 64 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫулӑма паян ирхи 3 сехетчен сӳнтернӗ. Анчах кӑнтӑрла тӗлнелле суту-илӳ центрӗ ҫӗнӗрен ҫунма тытӑннӑ.
Сӗнтӗрвӑрринчи прокуратура тата унти суд органӗ тӑлӑх каччӑна хӳтӗленӗ. Ашшӗ-амӑшӗсӗр ӳснӗскер ҫурт-йӗр ҫуккипе нушаланнӑ. Хвтатер черетне вӑл 2013 ҫултах тӑнӑ.
Тӑлӑхсене, пӗлетпӗр ӗнтӗ, пурӑнмалли кӗтеспе патшалӑхӑн тивӗҫтермелле. Анчах вырӑнти тӳре-шара ҫакна тума пур чухне те васкамасть. Кӗтсе ывӑнсан хастартараххисем надзор органне ҫӑхавпа вӗҫтереҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрри каччи те выртан чул айне шыв лекмессине аван ӑнланнӑ — прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Унтисем ҫамрӑка пулӑшма килӗшнӗ. Ара, саккун та тӑлӑха майлӑ та-ха.
Кӗҫех прокуратурӑран вырӑнти суда тавӑҫпа тухнӑ. Пурӑнмалли кӗтессӗр нушаланакан каччӑна ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермешкӗн район администрацине хушнӑ. Тӳре те тӑлӑха майлӑ пулнӑ.
Юстицин аслӑ канашҫине, Пӑрачкав районӗн прокурорӗнче ӗҫленӗ Алексей Галахова ҫӗнӗ должноҫ шанса панӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн прокуратури хыпарлать.
Раҫҫей тӗп прокурорӗн пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче кӑларнӑ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн малашне Улатӑрти районсен хушшинчи прокурорӗн тивӗҫне Алексей Галахов пурнӑҫласа пырӗ.
Палӑртса хӑвармалла, вӑл 1976 ҫулта Йӗпреҫ поселокӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх университечӗн юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Диплом илсенех ӑна 2001 ҫулта Йӗпреҫ районӗн прокуратурине следователь пулса ӗҫлеме йышӑннӑ. 2002 ҫултан пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗччен вӑл Вӑрнар район прокурорӗн ҫумӗнче тата Пӑрачкав районӗн прокурорӗнче вӑй хунӑ.
Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьене тӳре-шара хваттерсӗр тӑратса хӑварасшӑн пулнӑ. Кун пирки ЧР прокуратури хыпарлать.
Следовательсем ку ӗҫе тӗпченӗ. Нумай ачаллӑ хӗрарӑм Шупашкарти Мускав район администрацине пурӑнмалли кӗтес кирлӗ тесе ыйту ҫырнӑ. Нумай ачаллӑ амӑшӗн унашкал право пулнӑ. Вӑл кирлӗ документсене йӑлтах илсе пынӑ.
Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑма пурӑнмалли вырӑн илмешкӗн черете тӑратма хирӗҫленӗ. Унӑн Шупашкарта регистраци ҫук тесе ӑнлантарнӑ. Анчах прокуратура ку йышӑнӑва тӗрӗс мар тесе палӑртнӑ. Ку тӗлӗшпе суд та пулнӑ. Суд администрацие нумай ачаллӑ ҫемьене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтермелле тесе йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан вӑйпитти пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче «112» номерпе шӑнкӑравласа Энтузиастсен урамӗнчи пурӑнмалли пӗр ҫурта сирпӗтессине пӗлтернӗ.
Яваплӑ тытӑмсем кун пек хыпар илтсен сехӗрленсе ӳкнӗ, часрах вырӑна вӗҫтернӗ. Ҫурта вӗсем хытах пӑхса ҫаврӑннӑ, йӗри-тавралли территорие те тӗрӗсленӗ. Турра шӗкӗр, сирпӗтмелли хатӗр тупӑнман.
Суйса шӑнкӑравланӑ ҫынна та кӗҫех шырама пикеннӗ. Вӑл Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти арҫын пулнӑ. Ҫакскер ҫӑлав тытӑмне ӳсӗр пуҫпа шӑнкӑравланӑ-мӗн.
Арҫын унччен те йӗрке хуралҫисен куҫӗ тӗлне пулкаланӑ — ӑна тӗрлӗ сӑлтавпа административлӑ майпа темиҫе хут та явап тыттарнӑ.
Арҫынна хальлӗхе 2 уйӑхлӑха хупса усрама йышӑннӑ. Анчах судӑн ҫак йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, суя хыпаршӑн арҫынна 5 ҫул таран хупса хурас хӑрушлӑх пур.
Шупашкарти 29-мӗш шкул директорӗ ачасене хӗненӗшӗн судра явап тытнӑ. Нумаях пулмасть ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, экс-директора тӗрмене лартмасӑр 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑпланӑ.
Шупашкарти Мускав районӗн прокуратури тата следстви ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 29-мӗш шкулта директорта ӗҫленӗ арҫын 2014, 2015 тата 2017 ҫулсенче виҫӗ ачана кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен ҫапнӑ.
Судпа айӑпланнӑ арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Анчах следовательсем пачах урӑхла ҫирӗплетнӗ. Хальлӗхе суд приговорӗ вӑя кӗмен-ха.
Нумай пулмасть Канаш хулинчи «Спецдеталь» тулли мар яваплӑ общество ҫывӑхӗнчи сывлӑша тӗрӗсленӗ. Предприяти тата пурӑнмалли ҫуртсен ҫывӑхӗнчи сывлӑшра сиенлӗ япала тупса палӑртнӑ.
Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн «Спецдеталь» тулли мар яваплӑ общество атмосферӑна фенол кӑларни ҫиеле тухнӑ. Ҫавна май тӗрӗслев материалӗсем тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн Уголовлӑ кодексӗн 251-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Предприятин сывлӑша сиенлӗ япалапа вараланӑшӑн явап тытма тивӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи прокуратура вырӑнти ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх организацийӗсенчен пӗри юр вӑхӑтра тасатманнине палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, кӑлтӑклӑ ӗҫлекенни — «Жилсервис» предприяти.
Район центрӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсене тытса тӑракан ҫак организаци ҫивитти ҫинчи юра вӑхӑтра тасатман иккен. Хӗрлӗ Чутайӗнчи нумай хваттерлӗ 5 ҫурт ҫивитти ҫинче юр 30 сантиметртан хулӑн пулнине пӗлтернӗ.
Прокуратура ҫавна кура «Жилсервис» предприяти пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Йӗркене пӑсни пулать тесе предприятин тӗп инженерӗ ячӗпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫурт-йӗре тытса тӑракансем прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн юра тасатнӑ.
Влаҫ тытӑмне ӗҫе вырнаҫнӑ чухне документсене тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ, судпа айӑпланнипе айӑпламаннине пӑхаҫҫӗ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ вара ӗҫе кӗнӗ чухне унччен суд сакки ҫине ларнине темӗнле майпа пытарнӑ.
Район администрацийӗн экономика, строительство тата ЖКХ управленийӗн пуҫлӑхӗ судпа айӑпланнине прокуратура тупса палӑртнӑ. Арҫын ӗҫӗ кӗнӗ чухне ҫакна никама та пӗлтермен, пытарма шухӑшланӑ. Унччен вӑл йывӑрах мар преступленишӗн айӑпланнӑ-мӗн.
Халӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗпе тунӑ ӗҫ килӗшӗвне пӑрахӑҫланӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗпе прокуратура ӗҫченӗсем Канашра тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем контрафактлӑ улма-ҫырла тупнӑ. Тавара тӗп тума тивнӗ.
«Канашоптпродторг» тулли мар яваплӑ общество территорийӗнче Польшӑран кӳрсе килнӗ груша сутнӑ. Ҫимӗҫ курупки ҫинчи этикетка та улма-ҫырла ҫав ҫӗршывран пулнине ҫирӗплетнӗ. Улма-ҫырла докуменчӗсем те пулман. Аса илтерер: санкцисем йышӑннӑ хыҫҫӑн Польшӑран улма-ҫырла кӳрсе килме, ӑна сутма юрамасть.
Пӗтӗмпе Польшӑран илсе килнӗ 36,15 килограмм груша туртса илнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӑна йӑлтах тӗп тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |