Комсомольски район администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем прокуратурӑна ярса панӑ. Вӑл должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
«Регнум» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи кӗркунне Алексей Самаркин администраци ӗҫченӗсене ӗҫ вӑхӑтӗнчех ял хуҫалӑх ӗҫне явӑҫтарнӑ. Вӗсем тӗрлӗ лаптӑкра ҫӗрулми пуҫтарнӑ. Вӗсенчен пӗри Алексей Самаркинӑн тӑванӗ пулнӑ, теприне усламҫӑ патшалӑхран тара илнӗ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче экс-пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӑна килти ареста лартнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ӗҫрен кайнӑ. Ҫурла уйӑхӗ вӗҫӗнче ун вырӑнне Шупашкарти «Спартак» спорт шкулӗн директорӗ Александр Осипов йышӑннӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан хӗрарӑмӑн амӑшӗн правине чикӗленӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн тӗпренчӗкӗсене алимент тӳлеме тивӗ.
Ҫав хӗрарӑм тӗлӗшпе суд пулнӑ. Вӑл ҫул ҫитмен ачисене тивӗҫлӗ воспитани парас енӗпе ӗҫлемен. Суд хӗрарӑма икӗ ачине алимент тӳлеттерме те йышӑннӑ. Тата ҫакна палӑртмалла: ҫамрӑк амӑшӗ ниҫта та ӗҫлемен. Ачасене воспитани парас енӗпе кукамӑшӗ ӗҫленӗ.
Суд прокурор ыйтнине тивӗҫтернӗ. Хӗрарамӑн амӑшӗн правине чикӗлеме йышӑннӑ. Унӑн ӗҫлесе илнӗ укҫан 1\3 пайне алимент тӳлемелле. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Шупашкарти 59-мӗш шкулта вӗрентекенсем ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пуҫтараҫҫӗ тесе ЧР прокуратурине ҫӑхав ҫитнӗ. Ведомство ку хыпара ҫийӗнчех тӗрӗсленӗ.
Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал пӗрремӗш классенче йӗркеленнӗ ашшӗ-амӑшӗн комитечӗ пуҫарнипе шкулти пӳлӗмсенче юсама, чӳречесене улӑштарма, сӗтел-пукан туянма тата хуралҫӑ тытма укҫа пухнӑ. Нухрат шкул счечӗ ҫине куҫман, комитет пайташӗн аллине лекнӗ. Ҫапла ашшӗ-амӑшӗ укҫа-тенкӗ мӗнле расхутланнине пӗлеймен.
Пӗрремӗш класс ачисен ашшӗ-амӑшӗ укҫа-тенке шкул ӗҫченӗсем вӑйпах пуҫтарма хушнине ҫирӗплетмен. Тӗрӗслев хыҫҫӑн шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Материала следовательсене процессуаллӑ тӗрӗслев йӗркелеме ярса панӑ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑма суд сакки ҫине лартнӑ. Вӑл ачисене тивӗҫлипе пӑхман, вӗсемпе хӑйне лайӑх тытман-мӗн. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫамрӑк хӗрарӑм 2 ҫулти тата 9-ти ачисене воспитани парас тӗлӗшпе ӗҫлемен. Вӑл амӑшӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫламан имӗш: гигиена, психика, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен ӗҫлемен.
Кунсӑр пуҫне ҫак хӗрарӑм, ӳсӗрскер, ҫемьери ытти ҫынпа харкашнӑ, усал сӑмахсемпе перкелешнӗ. Ҫакна вара йӑлтах ачисем илтнӗ.
Суд икӗ ача амӑшне айӑплӑ тесе йышӑннӑ, 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Шупашкарта 11 ҫулти ачана шкула илменни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен ҫырнӑччӗ. Кӗскен илсен, ӗҫӗ-пуҫӗ ҫапларах пулса тухнӑччӗ: 37-мӗш шкула вырнаҫтарма кайсан шкул ертӳҫисем ачан прописки пирки тата ахаль шкулта та вӗренме пултарнине ҫирӗплетекен справка ыйтнӑ. Вӗсене хатӗрлесе ҫитерсен шкул директорӗ вырӑн юлман тесе йышӑнман имӗш. Ашшӗ-амӑшӗ ҫитнӗ кашни вӗренӳ учрежденийӗнче те вырӑн ҫук тесе хуравланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче ачан хӳттине кӗме тӑрӑшнӑ — ӑна 47-мӗш шкула ҫирӗплетнӗ. Анчах вырӑна ҫитсен тепӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — 11 ҫулхи Сашӑна тӳре-шара хӗрача ячӗпе ҫырса хунӑ иккен.
Ачана авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хулари 17-мӗш шкула илнине Шупашкарти вӗренӳ управленийӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Пӑтӑрмах пирки вӗренӳ управленийӗ те, прокуратура та тӗрӗслев ирттерет.
Етӗрне районӗнчи прокуратура вӑл тӑрӑхра нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре епле тытса тӑнине тӗрӗсленӗ.
Ҫурт-йӗр пурӑнакансемшӗн хӑрушсӑр, меллӗ пулмалли каламасӑрах паллӑ тейӗн. Яваплисем пӗрех мӗнпур ҫак условие пӑхӑнса кайманни унта та кунта тӗл пулать. Етӗрне районӗнчи «Ядринжилремсервис» предприяти те тивӗҫе кирлӗ пек пурнӑҫласа ҫитерейменни палӑрнӑ. Сӑмахран, алӑксем ыррӑн хупӑнман, ытти кӑлтӑк та ҫиеле хухнӑ.
Нумай хваттерлӗ 92 ҫурта тытса тӑракан тулли мар яваплӑ обществӑна ӗҫлесе ҫитерейменшӗн прокуратура административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Хута вӑл Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцине ярса панӑ. Унтисем прокуратурӑпа килӗшнӗ, предприятие 4 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Республика прокуратури общество кӑлтӑка пӗтернине те хыпарлать.
Вӑрмар район администрацийӗн специалистӗнче ӗҫлекен ҫамрӑк хӗрарӑма улталанӑшӑн айӑпласшӑн. 28 ҫулта ҫеҫ пулин те ҫакскер кукӑр-макӑр та пӑрӑнӑҫ ҫулпа кайма шут тытнӑ. Ют ҫыншӑн мар, асламӑшӗшӗн (тен, кукамӑшӗшӗн-ши... Чӑваш Енӗн пресс-служби «бабушка» тенӗ те).
Ҫамрӑкки ваттине юхӑнакан ҫуртра пурӑннӑ пек туса хваттер ыйтӑвне лайӑхлатма пулӑшнӑ. Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫывӑх ҫынни ҫапла майпа кӗҫех виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерлӗ пулнӑ. Ҫапла хӑтланса Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ял тӑрӑхне 1 миллион та 300 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Килшӗн тӑрӑшакан специалист тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратура пӑхса тухса суда ярса панӑ. Кунпах ҫырлахасшӑн мар-ха пакунлисем: хваттере муниципалитета партарасшӑн.
Шупашкарта 11 ҫулти арҫын ачана шкула илменни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ӑна темиҫе шкула та илме хирӗҫленӗ. Пӗринче пачах «виҫҫӗ» пурришӗн «тиркенӗ».
Александр А. ятлӑ арҫын ачана вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан улттӑмӗш кунхине ҫеҫ шкула илнӗ. Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР прокуратури ҫак ӗҫпе кӑсӑкланма пуҫланӑ.
ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗнче тетелне тишкернӗ, массӑллӑ информаци хатӗрӗсене мониторинг тунӑ чухне ведомство 11 ҫулти арҫын ачан правине пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӗренӳ управленийӗнчи должноҫри ҫынсем тивӗҫне мӗнле пурнӑҫланине пӗтӗмлетӗҫ.
Красноармейски районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑмӑн суд сакки ҫине ларса явап тытма тивӗ. Ӑна укҫа-тенке хӑйӗн кӗсйине чикнӗшӗн айӑпланине ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Ҫак ҫамрӑк хӗрарӑм почта уйрӑмӗнче ӗҫленӗ чухне ырӑ мар ӗҫпе аппаланнӑ. Хайхискер ҫынсем пек алӑ пусса укҫа-тенке хӑйӗн кӗсйине чикнӗ. Ҫапла майпа вӑл районти сакӑр ҫыннӑн укҫине вӑрланӑ.
Хӗрарӑм пӗтӗмпе 9900 тенкӗ хӑйӗн кӗсйине чикнӗ. Ҫамрӑкскер хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ҫынсене кӳнӗ тӑкака хӑйӗн ирӗкӗпех саплаштарнӑ.
Укҫа шута юратать тесе ваттисем мӗн авалтан каланӑ. Апла пулин те Хӗрлӗ Чутай районӗнчи хӑш-пӗр тӳре-шара урӑхларах шухӑшланӑ-ши — хысна «туприне» тухӑҫлӑ тӑкакламан. Ку факта ҫынсем ушкӑнпа ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн прокуратура палӑртнӑ.
Чӑваш Ен прокуратурине чутайсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи Шукакасси ялӗнчи ҫула юсанӑ чух вырӑнти администраци укҫа-тенкӗпе тивӗҫлипе усӑ курмасть тесе евитленӗ.
Асӑннӑ яла ҫул тума подряд организацийӗпе 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех килӗшӳ тунӑ-мӗн, анчах «Резон» подряд организацийӗ тивӗҫе кирлӗ пек пурнӑҫламан, ӑна ӗҫшӗн 49 процентне ҫеҫ тӳленӗ иккен. Строительство организацийӗ ӗҫе чарса лартнӑ пулин те Йӳҫпан ял тӑрӑхӗ нимӗнле мера та йышӑнман. Халӗ прокуратура подрядчик пирки прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрахттару хучӗ ярса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |