Ҫак эрнере пирӗн республикӑна Якут Республикинчен самолет вӗҫсе килнӗ. Унта камсем пулнине калаймӑпӑр, мӗншӗн тесен Шупашкарти аэропортӑн Инстаграмри кӗске хыпарӗнче асӑнман. Ют регионтан вӗҫсе ҫитнӗ пассажирсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем тата тухтӑрсем кӗтсе илнӗ. Вӗсем пурте кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли тум тӑхӑннӑ. Вӗсем ҫеҫ мар, аэропорт ӗҫченӗсем те, экипаж та.
Самолетсем вӗҫме пуҫланӑ вӑхӑта лару-тӑру улшӑнасса шанннине пӗлтернӗ Шупашкарти аэропортра.
Аса илтерер: аэропорт хальлӗхе ӗҫлеме пуҫламан-ха. Якутирен чартер рейспа килнӗ суперджета кӗтсе илме ҫеҫ унтисем темиҫе сехетлӗхе тухнӑ. Чӑваш Енрен Мускава самолетсем ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗҫме тытӑнмалла. Каярах ҫавӑн пекех авиарейссем Питӗре, Сочине, Симферополе пулмалла.
Шупашкарти аэропорт ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлӗ. Аса илтерер: ҫав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) авиакомпани самолечӗсем Шупашкара Мускавпа ҫыхӑнтарӗҫ. Малтанхи вунӑ кунта – икӗ кунта пӗрре, каярах, билетсем, лайӑх сутӑнсан, кашни кун вӗҫме тытӑнасса шанаҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пирӗн республикӑран Сочине самолетпа кайма май килӗ, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗ хыҫҫӑн – Питӗре.
Халӗ вара Крыма та Чӑваш Енрен самолетсем ҫӳреме пуҫлассине пӗлтӗмӗр. Шупашкарти аэропортра хыпарланӑ тӑрӑх, унта икӗ авиакомпани илсе ҫӳрӗ. «Smartavia» авиакомпани Симферополь хулине ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен эрнекунсерен вӗҫме тытӑнӗ, «Nordwind Airlines» – ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен. Юлашкинчен калани авиапассажирсене эрнере икӗ хут: тунтикунпа эрнекун – турттарма палӑртать.
Билетсене халех туянма май пур.
«Победа» (чӑв. «Ҫӗнтерӳ») авиакомпани Шупашкартан Мускава тата Питӗре вӗҫме каллех билетсем сутма тытӑнасшӑн. Рейссене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӗҫ.
Билетсем пӗлтӗрхинчен йӳнӗрех пулассине пӗлтереҫҫӗ – ҫӗртмен 1-мӗшӗнче вӗҫекен рейс ҫине багажсӑр 1999 тенкӗ тӑрать. Питӗре вӗҫме вара 2999 тенкӗ кирлӗ. Вӗсене ӗнертенпе сутма тытӑннӑ.
Каласа хӑварар, «Победа» авикомпани самолетсене кӑшӑлвирус сарӑлма пуҫласан вӗҫтерме пӑрахнӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Енри тӑватӑ ҫын (ҫав шутра икӗ ача пулнӑ) Таиландран Мускава таврӑннӑ. Самолетра ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 351 ҫын пулнӑ. Вӗсене «Бангкок – Санкт-Петербург – Мускав» маршрутпа илсе килнӗ.
Мускаври «Шереметьево» аэропортӗнче аннӑ Чӑваш Ен ҫыннисене тӑван тӑрӑха таврӑнма республика Правительстви машина уйӑрнӑ. Вӗсене Муркаш районӗнчи «Лесная сказка» санаторие илсе ҫитернӗ. Таиландран килнисем санаторири обсерваторта икӗ эрне пулӗҫ.
Чӑваш Ен ҫыннисене чикӗ леш енчен тӑван тӑрӑха илсе килсе пӗтереймен-ха. Чикӗ леш енче тӑрса юлнисем паянхи кун тӗлне тата тепӗр 237 ҫын. Вӗсен шутӗнче 29 ача пур. Ентешӗмӗрсен ытларах пайӗ – Таиландра, АПШра, Индире. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн 59 ҫынна тӑван тӑрӑха таврӑнма пулӑшнӑ.
Александр Белов журналист Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев ҫинчен кӗнеке кӑларнӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ. «Мочить» и гнать его» ят панӑскер Питӗр хулинчи издательствӑра пичетленнӗ. Ӗнер журналист кӗнекен малтанхи 20 экземплярне (ытти хальлӗхе килсе ҫитеймен) аукционта сутассине, укҫана кӑшӑлвируспа кӗрешмелли фонда уйӑрассине пӗлтернӗ. Каярах вӑл кӑларӑма кам тата мӗн хакпа туянма ӗлкӗрнине хыпарланӑ.
Ирпе ирех Николай Выйкин шӑнкӑравланӑ, унтан Мускаври аслӑ шкулӑн преподавателӗ Андрей Федоров персе ҫитнӗ. Игорь Михайлов юрист ӗҫтешӗ валли те илнӗ. Дарья Комарова журналист пӗр экземпляршӑн 1000 тенкӗ кӑларса хунӑ. Ҫапла вара 13 ҫын туяннӑ, 4100 тенкӗ пуҫтарӑннӑ.
Республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторне Сергей Мясникова Александр Белов Пичет кунӗнче Михаил Игнатьев сӑмахӗсене Фейсбукра трансляциленӗшӗн тав тунӑ. Журналистсене ислетме сӗннӗ сӑмаха Александр Белов шӑпах ҫавӑнтан касса илнӗ иккен.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министертви ӳпкене сывлаттармалли аппаратсем тунянни пирки пӗлтернӗччӗ. Росздравнадзор вӗсемпе усӑ курма чарнӑ. Ҫакӑ Мускаври та Питӗрти пульницӑсенче пушар тухнипе ҫыхӑннӑ.
«Концерн Радиоэлектронные технологии» АО туса кӑларнӑ «АВЕНТА-М» аппаратсемпе усӑ курма юраманни пирки управлени ертӳҫи Алла Самойлова хушу алӑ пуснӑ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсемпе Мускаври тата Питӗрти пульницӑсенче кӑшӑлвируспа чирлисене сипленӗ. Аппаратсене пула унта пушар тухнӑ. Инкекре 6 ҫын вилнӗ.
Унашкал 10 аппарата Чӑваш Ене те илсе килнӗ, Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче вырнаҫтарнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче тепӗр 20 аппарат илсе килмеле пулнӑ.
Чӑваш Ене Питӗрти хастар чӑваш, Валериан Гаврилов, килнӗ. Вӑл республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗпе Роза Лизаковӑпа тӗл пулнӑ. Валериан Анатольевич Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи чӑваш хастарӗсем юлашки ҫулсенче епле ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унти икӗ организаци ултӑ программа пурнӑҫа кӗртет. Чӑваш культурин «Чӑваш тӗнчи» интерактивлӑ музейӗ аван ӗҫлет. Музей ертӳҫисем — Валентина Пиличева тата Валериан Гаврилов. «В мире чувашского языка и культуры» (чӑв. Чӑваш чӗлхин тата культурин тӗнчинче) клуб, чӑваш чӗлхи курсӗ (ертӳҫи — Анастасия Бахматова), чӑваш тӗррин кружокӗ (ертӳҫи — Алевтина Челнокова) тата ыттисем ӗҫлеҫҫӗ. Валериан Гаврилов (вӑл — экономика ӑслӑлӑх кандидачӗ) ертсе пыракан ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата шырав лабораторийӗ пур. Питӗрти чӑвашсен ентешлӗхӗ кӗнеке-календарь кӑларма хатӗрленет.
Валериан Гаврилов Роза Лизаковӑна «Юрату» ансамбль сӑнӳкерчӗкӗллӗ календарь парнеленӗ.
Кун пекех пулсан Шупашкарти аэропортӑн вӑхӑтлӑх хупӑнасси ҫеҫ юлать пулӗ. Аса илтерер: паянтан, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен, Nordwind Airlines (ку компани «Северный ветер» тулли мар яваплӑ общество ятпа регистрациленнӗ) Шупашкара вӗҫме пӑрахӗ.
Халӗ тата «Победа» лоукостер авиапассажирсене пӑшӑрхантарнӑ. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, компани кун пирки сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫавна пассажирсене те вӑл электрон ҫырупа хыпарланӑ. Туянса хунӑ билет укҫине туллин тавӑрса пама шантарнӑ.
Лоукостер самолетсене ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗҫтерме пӑрахӗ. Ку мера ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырӗ. Самолетсене авиакомпани ҫӗршывӗпех ҫӳретме чарӗ. Ҫак мера Раҫҫей Правительствин йышӑнӑвӗпе килӗшсе тӑнине пӗлтернӗ.
Шупашкара хальхи вӑхӑтра Мускавран икӗ, Питӗртен пӗр компани ҫеҫ хутланине шута илсен аэропортӑн вӑхӑтлӑх хупӑнасси ҫеҫ юлать пулӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан арҫын палламан ҫынпа туслашса улталаннӑ. Ҫакӑн пирки вӑл пакунлисене чун уҫнӑ. 34 ҫулти арҫын спорт матчӗ пуҫланичченех 20 пин тенкӗ выляса янӑ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Кӳкеҫ ҫынни палламан ҫынпа халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫыру ҫӳретме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ тус хӑйӗнпе Питӗр ҫынни тесе паллаштарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи юлташсем спорт ӑмӑртӑвӗсене кӑмӑллаҫҫӗ иккен. Тата вӗсен тепӗр пӗр пеклӗх те тупӑннӑ. Спорт матчӗсем пуҫланиччен ставкӑсем тума кӑмӑллаҫҫӗ.
Питӗрти тус Кӳкеҫ арҫыннине нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче укҫа хывма сӗннӗ. Ку килӗшнӗ. Спортӑн хӑш тӗсӗ пирки те, епле ӑмӑрту тесе те ыйтса тӑман. Укҫа куҫарсанах ҫӗнӗ тус ҫухалнӑ.
Виртуаллӑ тотализаторта улталаннӑ арҫын ҫӗнӗ тусне тупма пакунлисене ыйтнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан Максим Егоров Владивостока чупса ҫитме палӑртнӑ. Вӑл маршрута Питӗртен пуҫланӑ.
29 ҫулти Максим Чулхулана чупса ҫитнӗ. Ҫапла вӑл хальлӗхе 1200 ҫухрӑма хыҫа хӑварнӑ. Малта – пин-пин ҫухрӑм, Владивостока ҫитиччен унӑн 10 пин ҫухрӑм чупмалла.
«Эпӗ пӗр уйӑх чупатӑп. Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче Питӗрте «Пурнӑҫ ҫулӗ» марафон пулчӗ, ӑна хамӑн ҫул пуҫламӑшӗ пек йышӑнтӑм. Пирӗн ҫӗршыв пысӑк, «Питӗр – Владивосток» маршрут пирки каланӑ чухне ӑна парӑнтарма май ҫук пек туйӑнать. Манӑн вара пачах урӑхла ӗнентерес килет», - каласа кӑтартнӑ Максим. Вӑл кунне 5-6 сехет чупать. Ҫӗрле хӑна ҫуртӗнче е пӗлӗшӗсем патӗнче чарӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |