Чӑваш Енри паллӑ политика, «Тӗрӗслехшӗн Раҫҫей» парти пайташне Игорь Молякова РФ Патшалӑх Думине сӗннӗ. Кун пирки асӑннӑ парти ертӳҫи Сергей Миронов каланӑ.
«Пӗлӗвӗпе вӑл — философ, ман пекех Питӗрти университетра вӗреннӗ», – ырланӑ Миронов Молякова. Тӗп суйлав комиссине документсене ҫывӑх вӑхӑтра ҫитеррӗҫ.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин РФ Патшалӑх Думинчи манданчӗ Олега Николаева Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑ хыҫҫӑн пушаннӑ.
Игорь Моляковпа калаҫса курнисем вӑл ӑслине палӑртаҫҫӗ. Вӑл 1961 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Ленинградра ҫуралнӑ. Вырӑс. Ҫемьеллӗ. Икӗ ача ашшӗ. 1983 ҫулта Лениградри А.А. Жданов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн философи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Философи наукисен кандидачӗ, доцент. 4 монографи тата ӑслӑлӑх журналӗсенчи 30 статья авторӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче преподавательте ӗҫленӗ.
Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне мӗнпур ултӑ созывра суйланнӑ пӗртен-пӗр депутат вӑл.
Паян Чӑваш Ен финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакана ҫирӗплетнӗ. Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушӑвӗпе ҫак тилхепене Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономистне Михаил Ноздрякова шаннӑ. Ҫапла вара Чӑваш халӑх сайтӗнче ӗнер хыпарлани тӗрӗсе килчӗ теме юрать.
Михаил Ноздряков 1970 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Питӗрти патшалӑх университетӗнче, РФ Правительстви ҫумӗнчи халӑх хуҫалӑхӗн академийӗнче вӗреннӗ.
1992 ҫултанпа РФ Перекет банкӗ Чӑваш Енри уйрӑмӗнче хаклӑ хутсен пайӗнче ертсе пыракан экономистра, 1999–2010 ҫулсенче управляющин ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 2010–2011 ҫулсенче «ВТБ» банкӑн Шупашкарти филиалне ертсе пынӑ. 2011 ҫулхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, 2011 ҫулхи нарӑсран пуҫласа 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен финанс министрӗ тата вице-премьер пулнӑ. Кайран Чӑвашкредитпромбанкра правлени ертӳҫин канашҫинче тӑрӑшнӑ. 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Севастополь хулинче финанс департаменчӗн директорӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма шаннӑ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ уява Мускавра та палӑртӗҫ. Ҫак тата ытти ыйтӑва паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура сӳтсе явнӑ. Унта Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалланӑ уява хатӗрленсе ирттермелли ӗҫлӗ ушкӑн тата йӗркелӳ комитечӗн пайташӗсем пухӑннӑ. Пӗрлехи ларӑва Иван Моторин премьер-министр ертсе пынӑ.
Республикӑмӑрӑн 100 ҫулхине хамӑр тӑрӑхра уявланипе ҫеҫ ҫырлахмассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Мускавра, Питӗрте, Тутарстанра, Чӗмпӗр облаҫӗнче Чӑваш культурин кунӗсем иртмелле. Удмурт тата Мӑкшӑ республикинсенче уявласси пирки те шухӑшлаҫҫӗ иккен — халӗ калаҫусем пыраҫҫӗ. Ҫапла пӗлтернӗ республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев.
Г.А. Ильенко ячӗллӗ «Элара» предприятин тӗп директорне Андрей Углова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Андрей Углов 1984 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Питӗр хулинче ҫуралнӑ. 2006 ҫулта вӑл Мускаври Патшалӑх управленийӗн университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2003-2007 ҫулсенче «Элара» акционерсен обществинче, каярах ытти компанире ӗҫленӗ. Педприятие 2011 ҫулта тӗп директор пулса таврӑннӑ. Андрей Углов — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Унпа республика, унӑн ҫыннисем умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн, регион аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакансене, паттӑрлӑх кӑтартнисене тата ытти ҫавӑн йышши маттура чыслама йышӑннӑ.
Кӑҫал Шупашкарти аэропорта реконструкцилӗҫ. Питӗрти «Ҫӗнӗ авиаци» проект институчӗн архитекторӗсем аэровокзалӑн сӑн-сӑпатне улӑштармалли темиҫе проект хатӗрленӗ. Хӑшӗ килӗшнине вара ҫынсем хӑйсем суйланӑ. «МАЧ» тулли мар яваплӑ общество кун тӗлӗшпе сасӑлав ирттернине сайтра пӗлтернӗччӗ.
Сасӑлав вӗҫленнӗ. Унта пӗтӗмпе 2295 ҫын хутшӑннӑ. 3-мӗш вариантшӑн чылаййӑн сасӑланӑ: респондентсен 53 проценчӗ (1225 ҫын). 5-мӗш вариант та самай сасӑ пухнӑ, ҫапах ҫӗнтереймен: уншӑн респондентсен 42 проценчӗ сасӑланӑ.
Шупашкарти аэропорт Инстаграмра страница тытса пырать. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак сасӑлав реконструкци проекчӗпе хӑш еннелле ытларах ӗҫлемеллине палӑртма пулӑшнӑ.
Нумаях пулмасть, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, РФ президенчӗ Владимир Путин Питӗрте Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе тата патриотлӑх пӗрлешӗвӗсен элчисемпе тӗл пулнӑ. Владимир Владимирович унта Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май ветерансене 75 пин тенкӗ парассине пӗлтернӗ.
Сӑмах май, ытти ҫул уяв умӗн ветерансене 10 пин тенкӗ панӑ, тыл ӗҫченӗсене – 5 пин тенкӗ.
«Пӗлетӗр-и: паян кунта килнӗ чухне кун пирки шутларӑм, пуҫа ансат шухӑш килчӗ. Мӗн пирки вӑл? Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитет, ҫавӑнпа эпир ку хисеппе ҫыхӑннӑ пулӑшу парӑпӑр: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене тата ҫак категорипе танлаштарнисене 75-шер пин тенкӗ парӑпӑр, тыл ӗҫченӗсене – 50 пин тенкӗ», - тенӗ Владимир Путин.
Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен Шупашкара 16 пин ытла турист килсе курнӑ. Ку, унчченхи ҫулсемпе танлаштарсан, 10 процент нумайрах.
Туристсем хулара вӑтамран 1-2 кун тытӑнса тӑнӑ, ҫапах хӑна ҫурчӗсенче вырӑнсем пулнӑ, вӗсем тулса ларман. Хула администрацийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал Шупашкара, ытти ҫулхи пек, ытларах ушкӑнпа мар, пӗчченшерӗн-икшерӗн килнӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ кунсенче пирӗн патра Мускавра, Питӗрте, Хусанта, Чулхулара, Пермьре, Кировра, Ярославльте, Костромара, Владимирта пурӑнакансем пулса курнӑ.
Туристсене ытларах «Амазони» этнокомплекс килӗшнӗ. Унта уявӑн тӗп мероприятийӗсем иртнине палӑртмалла. Туристсем Анне палӑкӗ патне, Арбата та ҫитсе курнӑ.
Ҫурт-йӗр йӳнелсе пымасть. «Мир квартир» (чӑв. Хваттерсен тӗнчи) портал эксперчӗсем юлашки ултӑ ҫулта ҫурт-йӗр рынокӗнче пулса иртнӗ улшӑнусене тишкернӗ. Вӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн чылай хулинче кивӗ (сӑмах иккӗмӗш рынок текенни пирки пырать) ҫуртсенчи хваттерсем палӑрмаллах хакланнӑ.
Пуринчен ытла Сочи хулинче хваттер хакланнӑ. Хура тинӗсӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ ҫав хулара хак 120 процент ӳснӗ. Ҫакӑнта хула аталанӑвне Олимпиада умӗн укҫа чылай хывни витӗм кӳнӗ.
Мусквара юлашки 6 ҫулта хаксен ӳсӗмӗ — 54%, Питӗрте — 49%, Хусанта — 45%, Краснодарта — 36%, Калининградра — 24%, Мускав облаҫӗнче — 28%, Тула тата Ставрополь хулисенче — 24%, Пермьпе Томскра, Сартупа Курскра — 22%.
Раҫҫейри хӑш хулара пурӑнакансем усал сӑмахпа калаҫма юратаҫҫӗ? Раҫҫей правительстви ҫумӗнчи финанс университечӗ ҫак ыйтӑва уҫӑмлатас тесе тӗпчев ирттернӗ. Вӗсем 250 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласене тишкернӗ.
Тӗпчевҫӗсем тӗрлӗ хулара пурӑнакансенчен ыйтса пӗлнӗ. Владивостокра, Нижневартовскра, Новосибирскра, Хабаровскра тата Сургутра пурӑнакансем усал сӑмахпа перкелешме юратаҫҫӗ-мӗн. Шупашкар кунашкаллисен йышне лекмен, пачах тепӗр май – пирӗн тӗп хуламӑр культурӑллӑ хуласен списокне кӗнӗ.
Петрозаводскра, Вологдӑра, Питӗрте тата Химкинче пурӑнакансем те усал сӑмах калама юратмаҫҫӗ иккен.
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускава командировкӑна кайнӑ. Кремльте Ӗмӗтсен чӑрӑшне лартнӑ, унта Чӑваш Енри ачасен ӗмӗтне ҫырнӑ теттесене те ҫакнӑ. Чӑваш Енри ачасен пӗтӗмпе 3 тетте пулнӑ.
Михаил Игнатьев виҫӗ теттене илнӗ, шӑпӑрлансен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама шантарнӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Пӗрремӗш ӗмӗте ыран Правительство ҫуртӗнче иртекен пресс-конференци умӗн пурнӑҫлӗ. «Республикӑри икӗ ача Аслӑ Устюгра тата Питӗрте пулса курасшӑн. Денис Николаев Ҫӗнӗ ҫулта боксер грушине парнелессе шанать», - пӗлтернӗ влаҫ органӗсен сайтӗнче.
Сӑмах май, пӗлтӗр Элтепер Ҫӗнӗ ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр арҫын ачана тӗрлӗ тӗслӗ массаж сӗтелӗ парнеленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |