Питӗр хулинче «Сӑвар тӑрӑхӗн юмахӗсем» курав уҫӑлнӑ.
Император завочӗн галерейинче Атиллпа Хӗвелпи Балтаев ҫамрӑк ӳнерҫӗсен ӗҫӗпе паллашма май пур.
Вӗсем хӑйсен ӗҫӗсем урлӑ чӑваш халӑхӗн юмахӗсене, кун-ҫулне кӑтартаҫҫӗ.
Хӗвелпи Балтай – ӳнерҫӗ-ювелир, асамлӑ ҫӗрӗсене, хӑлха
ҫаккисене тӑратнӑ. Унӑн коллекцийӗн ячӗсем – «Нухрат», «Юмах», «Ейӳ» тата ытти те.
Атилла Балтай – тимӗр ӑсти, Питӗрти А.Л. Штиглиц ячӗллӗ ӳнерпе промышленнӑҫ академийӗнче вӗрентет.
Курава Атилла чӑваш NFT Юписене тӑратнӑ.
Ҫурхи ӗҫсене пӗтерсен чӑвашсем мӗн авалтан Акатуя пуҫтарӑннӑ. Ҫав ырӑ йӑла паян та манӑҫман. Юлашки ҫулсенче ӑна ҫӗршыв шайӗнче ирттереҫҫӗ.
Кӑҫал пирӗн республикӑн тӗп хулинче, Шупашкарта, Акатуй ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем те ҫак уява пуҫтарӑнӗҫ.
Мускавра вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртӗ. Йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче республика парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче наци тумӗсен, ал ӑстисен ӗҫӗсен тата республикӑри предприятисен продукцийӗн куравӗсене йӗркелӗҫ. Сцена ҫине Мускаври, Чӑваш Енри тата ытти тӑрӑхри хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем тухӗҫ. Вӑйпиттисем кӗрешӳ мелӗпе хӑйсен вӑйне виҫӗҫ.
Ҫав кунах, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Питӗрте Акатуй иртӗ. Иркутскра ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Акатуя пуҫтарӑнӗҫ, Пенза облаҫӗнче — утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче.
«Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗ Питӗрти фестивале хутшӑннӑ.
Асӑннӑ хулара юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех «Добровидение» халӑх юррисен фестивалне йӗркелеҫҫӗ.
«Буревестник» социаллӑ культура центрӗн сцени ҫине тухнӑ чӑвашщ ансамбльне куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑ. Халӑх юррисене хальхи майлӑ илемлетсе юрлани те Питӗрти куракансене килӗшнӗ.
Чӑвашсен концерчӗ пӗр сехет ҫурӑ таран тӑсӑлнӑ. Халӑх вӗсен кашни номерне ӑшшӑн йышӑннӑ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 56-мӗш номерлӗ хушӑвӗпе виҫӗ ҫынна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.
Хисеплӗ списокра — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет артисчӗ — сценӑн ертсе пыракан ӑсти Анастасия Абрамова, Вырӑс драма театрӗн аслӑ категориллӗ драма артисчӗсем Александр Володин тата Юлия Дедина.
Анастасия Абрамова 2006 ҫулта Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчи хореографи уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2006-2007 ҫулсенче Питӗрти Вырӑс балечӗн труппинче ӗҫленӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 2007 ҫултанпа тӑрӑшать.
Александр Володин — Шупашкар ҫынни. Вӑл Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен драма театрӗпе кино актёрӗ пулма 2006 ҫулта вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Вырӑс драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Юлия Дедина Мордва Республикинче ҫуралнӑ. 2006 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен драма театрӗпе кино актёрӗ пулма вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе Вырӑс драма театрӗнче ӗҫлет.
Шупашкартан авиапассажирсене Крыма турттарма палӑртнӑ «Nordwind» авиакомпани самолётсене Симферополе вӗҫтермӗ. Ҫакӑ Росавиаци асӑннӑ хулана самолётсене ҫӳретме вӑхӑтлӑха чарнипе ҫыхӑнма пултарнӑ.
Авиакомпани Чӑваш Ен ҫыннисене Крым вырӑнне Краснодар тӑрӑхне, Сочи хулине, турттарма тытӑнӗ. Авиакомпани сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, билетсене ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗ валли туянма май пур.
Шупашкартан Сочине ҫитме пӗр ҫынна 4 пин тенке кайса ларӗ. Самолётсем кӑнтӑрти ҫав хулана пирӗ тӑрӑхран ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен тата шӑматкунсерен турттарӗҫ.
Сӑмах май каласан, «Nordwind» авиакомпанин тӗп аэропорчӗсем Шереметьевӑра, Пулковӑра, Сочинче тата Калининградра вырнаҫнӑ.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ ӳнерҫӗне «Forbes» финанспа экономика журналӗ малашлӑ тесе хакланӑ.
23 ҫулти Полина Осипова «Ӳнер» ярӑмра малашлӑхлӑ 10 ӑста шутне лекнӗ.
«Forbes» «З0 до 30» лонг-лист хатӗрленӗ. Унта 30 ҫула ҫитмен пултаруллӑ ҫамрӑксене суйласа илнӗ. Вӗсем — професси енӗпе палӑрнисем тата ят-сум ҫӗнсе илме ӗлкӗрнисем.
Шупашкарта ҫуралнӑ Полина Осипова хальхи вӑхӑтра Питӗр хулинче ӗҫлесе пурӑнать.
Пушкӑртстанри ӑсчахӑн Лира Афанасьеван «Чувашская свадьба» кӗнеке-альбомӗ чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла пичетленсе тухнӑ.
Унта чӑваш туйӗнче тӑхӑнмалли ҫипуҫсен сӑнӳкерчӗкӗсене Питӗрти, Ӗпхӳри, Стерлитамакри, Пелепейри, Шупашкарти, Пелепей районӗнчи Слакупҫӗнчи тата ытти хӑш-пӗр музейри экспонатсенчен илнӗ.
Лира Афанасьева Пушкӑртстанри Ишимбай районӗнчи Васильевка ялӗнче 1974 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл — фольклорист, филологи наукисен кандидачӗ. Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУрн вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Пушкӑртстанри патшалӑх университечӗн Стерлитамакри флиалӗнче ӗҫлет. Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен, ҫав шутра чӑвашсен, фольклорне тӗпчет.
Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ене ҫӗнӗ авиакомпани вӗҫме пуҫланине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: унта сӑмах «RedWings» пирки пыратчӗ.
Авиакомпани Чӑваш Енри авиапассажирсене Санкт-Петербурга турттарать. Малтанласа «RedWings» Питӗре Шупашкартан эрнере икӗ хутчен: юнкунсерен тата вырсарникунсерен вӗҫме, Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен самолёт 9 сехет те 40 минутра хускалма палӑртса хунӑччӗ.
Халӗ вара Шупашкара самолётсем вӗҫтерекен ҫӗнӗ авиакомпани расписание ылмаштарассине пӗлтернӗ. 100 пассажир лармалӑх суперджет нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен Шупашкартан Питӗре кӗҫнерникунпа шӑматкунсерен вӗҫме тытӑнӗ. Ҫула вӑл 20 сехет те 40 минутра тухӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Ене ҫӗнӗ авиакомпани вӗҫме пуҫланӑ. Вӑл – «RedWings». Шупашкара вӑл ҫӗнӗ самолётпа килсе ҫитнӗ.
Авиакомпани Чӑваш Енри авиапассажирсене Санкт-Петербурга турттарӗ. Кунтан самолёт 9 сехет те 40 минутра хускалӗ. «RedWings» авиакомпани Питӗре Шупашкартан эрнере икӗ хутчен: юнкунсерен тата вырсарникунсерен – вӗҫӗ.
Маларах палӑртни патне таврӑнса ҫакна каласа хӑвармалла: RedWings хӑйӗн авиапаркне ҫак кунсенче ҫеҫ ҫӗнетнӗ. Суперджетра сӑрӑ шӑрши те уҫӑлса пӗтеймен-ха. RA-89184 регистраци номерӗллӗ суперджетра – 100 пассажир лармалӑх вырӑн. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче туяннӑ самолёт кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Мускаври «Жуковский» аэропортран «Пулково» никӗс аэропортне вӗҫсе кайнӑ. Асӑннӑ борт Питӗртен виҫӗ ҫӗнӗ хулана: Шупашкара, Саратова тата Кирова – вӗҫӗ.
Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропорт самлётпа ҫул ҫӳреме юратакансене ырӑ хыпарпа савӑнтарнӑ.
2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкар аэропорчӗн расписанийӗнче Санкт-Петербурга каймалли рейссен шучӗ хушӑнӗ.
«Red Wings» авиакомпани юнкунсерен тата вырсарникунсерен икшер рейс уҫӗ.
«Sukhoi Superjet 100» маркӑллӑ самолётсем Шупашкартан 9 сехет те 40 минутра вӗҫсе кайӗҫ, Питӗре 11 сехет те 50 минутра ҫитӗҫ, Питӗртен 6 сехет те 30 минутра вӗҫсе тухӗҫ, Чӑваш Енӗн тӗп хулине 8 сехет те 40 минута ҫитӗҫ. Ҫул ҫинче 2 сехет те 10 минут иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |