
Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Чӑваш кӗнекин кунӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе, «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗпе тата Раҫҫейри писательсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗпе пӗрле пулса ирттерӗҫ. Мероприятие ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 155 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Чӑваш кӗнекин кунне пирӗн республикӑра пуҫласа пилӗк ҫул каялла, 2021 ҫулта, ирттернӗ. Ӑна Питӗр хулинче 1769 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» чӑваш чӗлхин пӗрремӗш грамматикине халалланӑ. Ун пек кӗнеке кун ҫути курни чӑваш халӑхне хут вӗрентес ӗҫре пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Кӗнекене Ермей Рожанский хатӗрленӗ. Унпа каярах чылай вӑхӑт тӗп вӗренӳ пособийӗ евӗр Чулхула, Хусан тата Оренбург епархийӗсенчи тӗн училищисемпе семинарийӗсенче чӑвашсемпе вырӑссене вӗрентме усӑ курнӑ.

Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫ ӑсти Пӗрремӗш канал кӑларӑмӗнче ӳкерӗннӗ. Унта вӑл епле лекнине пӗлместпӗр те, анчах телекӑларӑмра вӑл квас ҫинчен каласа панӑ.
Сӑмах Евгений Шуваев пирки пырать. Вӑл Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Жить здорово» (16+) телекӑларӑма хутшӑннӑ. Унта сывлӑхпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ темӑна сӳтсе явнӑ, ҫав шутра квас пирки те калаҫнӑ.
Евгений Атӑлҫи тӑрӑхӗсенчи халӑхсен йӑлана кӗнӗ ӗҫми — квас — ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унӑн Кубань тӑрӑхӗнчи тата Питӗр хулинчи ӗҫтешӗсем — хӗрлӗ кӑшман тата лимон квасӗ пирки.

Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, Никита Бичурин, ҫуралнӑранпа килес ҫул 250 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май республикӑра ку пулӑма анлӑн палӑртасшӑн. 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗнче республика Элтеперӗ ятарлӑ Хушу та кӑларначчӗ. Халӗ вара йӗркелӳ комитетне палӑртнӑ. Йыша тӗрлӗ министерствӑри тӳре-шарана, аслӑ шкулсен ректорӗсене, Сӗнтӗрвӑррипе Шупашкар тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене¸Чӑваш Енпе Шупашкар митрополитне тата ытти ҫынна кӗртнӗ.
Никита Бичурин (Иакинф) 1777 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 1953 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Питӗрте пытарнӑ.
Раҫҫейри паллӑ синолог тата монголовед Хусанти тӗн академийӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1800 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче манах пулса тӑнӑ. 1808-1821 ҫулсенче Китайри Пекин хулинче Вырӑс тӗн миссийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Китай чӗлхине лайӑх пӗлнӗ, китай чӗлхипе ҫырнӑ истори, географи, лингвистика, этика, философи, юриспруденци, астрономи, медицина тата ял хуҫалӑх трактачӗсене вырӑсла куҫарнӑ.

Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Василий Дмитриев (Мӗтри Ваҫлейӗ) (10.05.1906-29.08.1977) физиолог, биологи наукисен кандидачӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ.
Вӑл Етӗрне уесӗнчи (халӗ Красноармейски районнее кӗрет) Ҫирӗклӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти педагогика техникумӗнчен, Н.К. Крупская ячӗллӗ Коммунистсен воспитанийӗн академийӗнчен, Ленинградри медицина институтӗнчен, В.М. Бехтерев ячӗллӗ институтри аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ.
1947-1950 ҫулсенче И.П. Павлов ячӗллӗ Ленинградри медицина институтӗнче преподавательте, 1950-1958 ҫулсенче Ленинградри педиатри медицина институтӗнче ӗҫленӗ. 1960-1964 ҫулсенче Ленинградри радиаци гигиенин наукӑпа ӑслӑлӑх институтӗнче ӗҫленӗ.
Физиологипе гигиена енӗпе 40 ытла аҫлӑлӑх ӗҫе ҫырнӑ. Вӑл пуҫ мимипе нерв тытӑмне тӗпченӗ, унӑн ӗҫӗсем ГДРта, Чехословакире, Болгаринче тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршывра пичетленсе тухнӑ.
Чӑвашла сӑвӑсем, калавсем тата очерксем те ҫырнӑ.

Санкт-Петербургра Чӑваш Ен кунӗсем хӑҫан иртессине пӗлтернӗ. Ку пысӑк мероприятие ҫурла уйӑхӗн 28-29-мӗшӗсенче ирттерме палӑртнӑ.
ЧР правительствин председателӗ Сергей Артамонов Санкт-Петербургра Чӑваш Ен кунӗсене ирттермешкӗн ӗҫлӗ ушкӑн йӗркелесси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Ун йышне вице-премьерсем, министрсем тата вӗсен ҫумӗсем кӗнӗ.
Уяв Питӗрти Патшалӑх академи капеллинче иртӗ. Унта концертсем, картинӑсен куравӗсем, ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ. Ҫавӑн пекех чӑваш апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма та май пулӗ.

Питӗр хулинче Чӑваш культурин кунӗсем иртӗҫ. Ҫӗршывӑмӑрӑн ҫак хулинчи Тулаш ҫыхӑнупа ӗҫлекен комитетпа пирӗн республика Чӑваш культурин кунне кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче ирттерме калаҫса татӑлнӑ. Мероприяти Санкт-Петербургри патшалӑхӑн академи капеллинче иртӗ.
«Эпир анлӑ культура программи хатӗрлеме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Питӗрте пурӑнакансем Чӑваш Енри пултарулӑх коллективӗсен ӑсталӑхӗпе паллашӗҫ, хамӑрӑн йӑла-йӗркене — сӑра вӗретнине тата туй ирттернине — кӑтартса парӑпӑр. Анатолий Рыбкинпа Праски Витти чӑваш художникӗсен куравӗсем уҫӑлӗҫ, халӑх ташшине ташлама вӗрентекен тата декораципе прикладной ӳнер енӗпе ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе дегустаци ирттресе паллаштарӑпӑр», — каласа кӑтартнӑ Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗрӗ» галереийнче «Бичурин и мы: диалог времён» (чӑв. Бичурин тата эпир: ӗмӗрсен диалогӗ) курав уҫӑлнӑ.
Унта Чӑваш Енри, Питӗрти, Китайри художниксен ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Вӗсем — Бичурин ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш пленэра хутшӑннӑ ӑстасем.
Иакинф архимандрит Раҫҫейре китаеведение пуҫарса яраканни. Вӑл Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

Чӑваш Енре пурӑнакансем укҫа-тенке банкра тытма тӑрӑшаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул вкладсен виҫи унчченхинчен 19 процент ӳснӗ. Кашни ҫыннӑн банкра вӑтамран 343 пин тенкӗ упранать.
Укҫана банкра тытнин виҫипе Чӑваш Ен Раҫҫейре 37-мӗш вырӑн йышӑнать, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинче вара — тӑваттӑмӗш.
Банкра укҫа пухса пыракансен пысӑк пайӗ Мускавпа Питӗр хулисенче пурӑнать. Ингуш тата Чечня республикисенче ун пеккисем ытти регионпа танлаштарсан сахалтарах.

Питӗрте пурӑнакан чӑвашсем Сурхури уявне паллӑ тунӑ. Вӗсем ку мероприятие «Хамӑрӑн йӑла-йӗркене упратпӑр» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Уява вырӑнти чӑвашсен наципе культура автономийӗн хастарӗсем, артистсем, ӳнерҫӗсем хутшӑннӑ.
Пухӑннисем Сурхури уявӗ пирки калаҫнӑ. Ирина Кондакова Сурхури сӑввисемпе паллаштарнӑ. Екатерина Павлова тата «Юрату» фольклор ансамблӗн солисчӗсем вара халӑх юррисемпе савӑнтарнӑ.

Чӑваш Енри ҫул-йӗр ҫинчи ҫывӑх вӑхӑтра тепӗр 11 камера вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем сӑн тата видео ӳкерсе илӗҫ.
Ӗҫе пурнӑҫлама 38 миллион тенкӗ тухса кайӗ. Камерӑна вырнаҫтараканни — Питӗрти «Потс» тулли мар яваплӑ общество.
Виҫӗ уйӑхра подрядчикӑн 11 камера вырнаҫтармалла, унсӑр пуҫне Канашри Ленин проспектӗнчи тата Шупашкарти Максим Горький проспектӗнчисене юсаса ҫӗнетмелле.
