Ленинград облаҫӗнчи Кировск хулинче «Ленинграда хӳтӗленӗ чухне пуҫ хунӑ Чӑваш Енри совет салтакӗсене» ятлӑ стела уҫнӑ.
Ҫав хӑрушӑ ҫапӑҫура Чӑваш Енрен нумаййӑн хутшӑннӑ. Ленинграда хӳтӗлеме пирӗн регионтан 15 пин ытла салтак кайнӑ. Вӗсенчен 5 пин ытларахӑшӗ тӑшманпа ҫапӑҫса пуҫ хунӑ. Чӑваш Енри 1800 ытла салтака «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ.
Agabazar // 2482.87.9879
2025.05.14 10:41 | |
![]() |
Юрать Ытлашши мар. Анчах та, яланхи пекех, чăваш чĕлхи çукки касать. |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.05.21 09:28 | |
Тĕрĕс, Акапасар! Тĕрĕс!
Тутарсемпе пушкăртсем икĕ чĕлхепе çыратчĕç! Хăçан эпир Тăван Чĕлхемĕре хаклама вĕренетпĕр?! Хăçан?! Валери ТУРКАЙ, 21.05.25 |