Раҫҫейри велоҫулҫӳревҫӗ Алексей Ильмухин Питӗртен Владивостока ҫитме палӑртнӑ. Унӑн 11 пин ҫухрӑма парӑнтармалла. Хӑйӗн ҫулҫӳревне вӑл Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ҫула май Алексей Чӑваш Ене кӗрсе тухнӑ. Ахальтен мар. Унӑн ашшӗ тата аслашшӗ – Улатӑр тӑрӑхӗнчи йӑхран.
Алексей Шупашкарта «Ӗҫ мухтавӗн хули» стела патӗнче чарӑнса сӑн ӳкерӗннӗ. Хостелта ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн вӑл каллех ҫула тухнӑ: Урал, Ҫӗпӗр урлӑ — Инҫет Хӗвелтухӑҫне.