Элӗк районӗн каччи Максим Егоров пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Питӗртен Владивостока ҫити чупма тухнине, халӗ ҫитес ҫӗре ҫитнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Максимӑн маршручӗ 10 пин ҫухрӑмпа танлашнӑ. Ӑна вӑл 1 ҫул та 2 уйӑх та 17 кунра чупса тухнӑ.
Халӗ Максим тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ. Кун пирки каччӑ ӗнер Инстаграмра пӗлтернӗ. Вӑл хӑйне пулӑшнисене тав туса ҫырнӑ.
Максим Владивостокра пысӑках мар лектори ирттернине пӗлтерсе сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Каччӑ ҫулҫӳрев пирки каласа кӑтартма тӗлпулусем ирттерме палӑртать. Ӑна вӑл Шупашкар, Мускав, Питӗр хулисен йӗркелес шухӑшлӑ.
Питӗр хулинчи Национальноҫсен ҫуртӗнче Чӑваш эстрада юррин «Кӗмӗл сасӑ» пӗтӗм Раҫҫейри ХХII конкурсӗн регионсем хушшинчи тапхӑрӗ иртнӗ. «Невари кӗмӗл сасӑ — 2021» фестиваль-конкурса Питӗр тӑрӑхӗнчи «Юрату» тата «Парне» чӑваш ансамблӗсем те хутшӑннӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш Енри Дарья Моранькова та пырса ҫитнӗ. Конкурсра вӑл 1 степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. «Кӗмӗл сасӑ — 2021» пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра пике Ленинград облаҫӗн чысне хӳтӗлӗ.
Дарья 2008 ҫулта Куславккара ҫуралнӑ. Унти ӳнер шкулӗнчи эстрада тата хор уйрӑмӗсенче вӗренет. Хӗрачан педагогӗ — Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Диляра Стулова. Музыка шкулне ачана аслисем 3 ҫултах илсе ҫӳреме тытӑннӑ. Солист евӗр хӗрача сцена ҫине 4 ҫулта тухнӑ. Дарья Моранькова тӗрлӗ конкурса хастар хутшӑнать.
Элӗк районӗн каччи Максим Егоров пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Питӗртен Владивостока ҫити чупма тухнӑ. Вӑл тинех финиша ҫитнӗ.
Максим Владивостока пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн варринчех ҫитме палӑртнӑ. Анчах пандемие пула улшӑнусем пулнӑ. Вӑл чупас тесе ҫур ҫул отпуск илнӗ. Ҫав тапхӑрта вӑл Владивостока ҫитеймен, ҫапах ӑна ӗҫрен кӑларса яман.
Максим хӑйӗнпе пӗрле 6 килограмм таякан рюкзак ҫеҫ илнӗ. Унта – улӑштарса тӑхӑнмалли тум, кроссовка, спорт костюмӗ, ӑшӑ куртка. Владивостока ҫитиччен спортсмен ултӑ кроссовка улӑштарнӑ.
Максимӑн маршручӗ 10 пин ҫухрӑмпа танлашнӑ. Ӑна вӑл 1 ҫул та 2 уйӑх та 17 кунра чупса тухнӑ.
Питӗр хулинчен Владивосток хулине чупса ҫитме палӑртакан чӑваш каччи, Максим Егоров, финиша ҫывхарать. Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫав хулана кайма тухнӑ каччӑ Приморье крайне ҫитнӗ. Апла пулсан Владивостока ҫитме тепӗр 550 километр юлать.
Аса илтерер: Элӗк районӗнчи Татмӑшра ҫуралнӑ, Питӗрте аэродромсемпе вертодромсене ҫутӑпа тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен организацире инженерта тӑрӑшакан каччӑ инҫе ҫула пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче тухнӑччӗ. Вӑл пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне Владивостока чупса ҫитме, унтан Токиори Олимпиадӑна ӗлкӗрме ӗмӗтленнӗччӗ. Эпир шухӑшланӑ пек пур чухне те пулса пымасть те, кӑшӑлвирус самани ӑна хытах кансӗрленӗ.
Владивостока каччӑ икӗ эрнере ҫитме пултарӗ. Анчах ӑна чӗркуҫҫи ыраткалани кӑштах кансӗрлет. Сӑмах май каласан, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче вӑл Байкал тӑрӑхӗнчен Чӑваш Ене килсе кайнӑ, кунта на пӗлӗшӗсем туя чӗннӗ. Максим ҫулта-йӗрте хайне пулӑшакансене тата хӑй ӗҫленӗ организацие тав тӑвать. Вӑл унтах шутланать, анчах административлӑ отпускра.
Питӗрти чӑвашсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи хастар ҫын, вырӑнти Ваттисен Канашӗн ертӳҫи, таврапӗлӳҫӗ, журналист, ҫар наукисен кандидачӗ Виталий Золотов пурнӑҫран уйрӑлса кайни ҫинчен «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйсен страницинче пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хыпарланӑ. Виталий Арсентьевич 87 ҫула кайнӑ.
Йӑхташӑмӑр 1934 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Синер ялӗнче ҫуралнӑ. Питӗр хулинчи Тинӗс-Ҫар радиотехника Аслӑ ҫар училищине вӗреннӗ. Тинӗс ҫар флотне вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗн тӑватӑ теҫетке ҫулне панӑ. Ҫар офицерӗ Аслӑ Тинӗс-Ҫар радиоэлектроника училищинче доцент пулса та ӗҫленӗ.
Ентешӗмӗр журналистикӑра тата литературӑра та палӑрнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ хисеплӗ ят панӑ. Юлашки ҫулсенче Виталий Золотов Никита Бичурина ӑсчах тата Петр Егоров архитектор ячӗсене Питӗрте сарассипе нумай ӗҫленӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Раҫҫей халӑх артисчӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Надежда Алферова юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл 1951 ҫулта Шупашкарта ҫуалнӑ.
Юбилее атистка ыран Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн пысӑк залӗнче уявлӗ. Мероприяти 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Надежда Алферова театра 40 ҫул ытла панӑ. Ӑсталӑха вӑл Театр ӳнерӗн Питӗрти патшалӑх академийӗнче хӑнӑхнӑ. Унтан 1986 ҫулта вӗренсе тухнӑ. «Пукане театрӗн актерӗ» специальноҫа алла илнӗскер ҫак ӗҫре чунне парса тӑрӑшать. Надежда Алферовӑна пирӗн республикӑра кӑна мар, Раҫҫейре те пысӑк ӑста тесе сума сӑваҫҫӗ.
Халӗ артистка ҫӳллӗ пуканесен «Надежда» театрӗн режиссерӗ пулса тӑрӑшать. Вӑл – инсценировка ӑсти те. Хӑйӗн пуян опычӗпе усӑ курса ҫамрӑксене те ӗҫе хӑнӑхтарать.
Питӗр хулинчи «Стройлайн» тулли мар яваплӑ общество Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвне панкрута кӑларма ыйтса Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ. Ку хыпара арбитраж ӗҫӗсен картотекинче ҫырса хунӑ. Шупашкарти савутран пурӗ 8 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн. Заявление пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче панӑ. Ку хыпара МИХсем хыпарланӑ вӑхӑтра суд тавӑҫа производствӑна йышӑнман.
Ҫав вӑхӑтрах Чапаев ячӗллӗ савут директорӗ Михаил Резников журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, Питӗрти предприяти умӗнче парӑм ҫук, ӑна тӳлесе татнӑ.
Петӗрти Эрмитажра COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче унта ӗҫлекен 26 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Кун пирки музейӗн «Контактра» официаллӑ ушкӑнӗнче пӗлтерни тӑрӑх, «Питерские заметки» (чӑв. «Питер ҫырӑвӗсем») портал хыпарлать.
2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа Эрмитаж 4 уйӑхлӑха ҫынсене йышӑнма чарӑннӑ, онлайн-режимра ӗҫлеме пуҫланӑ.
Ҫак вӑхӑтра, ӗҫ-хӗле кирлӗ таран хӑрушсӑрлатнӑ пулин те, Эрмитажра ӗҫлекен 26 ҫыннӑн — ҫав шутра наука ӗҫченӗсен, музей пӑхаканӗсен, инженерсен, реставраторсен тата хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсен — пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Хальхи вӑхӑтра, ирӗксӗртен чарусем кӗртме тивет пулин те, Эрмитаж алӑкӗсем куракансем валли уҫӑ.
Питӗр хулинчи чӑваш ентешлӗхӗн 95 ҫулхине халалланӑ кӗнекене хӑтлӗҫ.
Мероприяти Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Эпир ӗмӗр пӗрле» (ӑна вырӑсла, «Мы вечно вместе» ятпа пичетленӗ) иртӗ. Кӗнеке авторӗсем – Виталий Золотовпа Валериан Гаврилов.
Хӑтлава чӑваш халӑхӗн историйӗпе, ытти регионти ентешсен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланакансене тата хамӑр халӑхӑн мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗ ҫинчен пӗлес текенсене чӗнеҫҫӗ.
Кӗнеке хаклавӗ вулавӑшӑн конференци залӗнче, 14.00 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкарти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче декортиавлӑ прикладной ӳнер ӑстин, Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, Питӗрте пурӑнакан Наталия Михайлован куравӗ уҫӑлӗ.
Ентешӗмӗр тӗрлет тата чӑваш наци пуканисене ӑсталать. Пултарулӑх вӑрттӑнлӑхӗпе ӑна Мария Симакова (вӑл кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ) хӑнӑхтарнӑ. Пуканесене чӑваш ӑсти папье маше енӗпе те ӑсталать. Унсӑр пуҫне вӑл тӗрлет, пиҫиххи явать.
Курава нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 15 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |