
«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫа обществин Чулхулари филиалӗ Мускавран Шупашкара килме, Шупашкартан Мускава кайма билет хакӗ йӳнелнине пӗлтерет.
53/54 тата 141/142 номерлӗ пуйӑспа ҫула тухма пассажирсем йӳнӗ хакпа билет туянма пултараҫҫӗ. Плацкарт вакунта билет хакӗ 783 тенкӗрен пуҫланать, купере — 999 тенкӗрен.
Анчах малашне вӗҫӗм ҫавӑн пек пулмӗ. Хаксене вӑхӑтлӑха, юпа уйӑхӗн 31-мӗш таран чакарнӑ.
Пуйӑссен расписанине пӗлес тесен «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществине 8-800-775-00-00 талӑкӗпех шӑнкӑравлама май пур. Карас телефонӗпе шӑнкӑравласан та укҫа илмӗҫ. Тӗнче тетелне тухма юратакансем www.rzd.ru сайта кӗрсе унти «Пассажирам» ярӑмра хӑйсене кирлӗ хыпара тупма пултараҫҫӗ.
Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашск

Мускаври Медицина технологийӗсен институтӗнче черетлӗ сиплев тухма Шупашкарти Морозовсен ҫемйине 199 пин те 430 тенкӗ кирлӗ. Ултӑ ҫулти Владпа унта ҫулталӑк каялла та пулнӑ иккен. Хӑйсен ӗҫне пӗлекен специалистсем ачашӑн тӑрӑшни, ӑна пулӑшни усса кайнӑ: халӗ ача хӑй тӗллӗн пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн утайрать.
Владӑн чирӗ — ача-пӑчан церебраллӑ тытамакӗ. Ҫавна пулах ӑна шурӑ халатлисен пулӑшӑвӗ питех те кирлӗ. Мускава тепӗр хутчен кайма 200 пине яхӑн кирлӗ. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсемпе «Русфонд» тата «ХимТекс» общество пулӑшнипе тупран пысӑк пайне пухса ҫитернӗ. Тепӗр 39 пин тенкӗ ҫитменрен халӗ вӑл укҫана СМС ҫырусем урлӑ пухаҫҫӗ. 5542 номерпе «ДЕТИ» тесе ҫырсан 75 тенкӗ тытӑнса юлать. Ҫыру шучӗ шутлӑ мар — кӑмӑл пулсан темиҫе хут та яма пулать.

Мускаври «Наука» (чӑв. Ӑслӑлӑх) издательство ҫулталӑк вӗҫӗнче чӑваш ӑсчахӗсен монографийӗсенчен пухса хатӗрленӗ кӗнекене кӑларма пикенӗ. Вӑл «Чӑвашсем» ятпа вырӑсла кун ҫути курӗ. Чӑваш Енӗн Культура министерствин сайтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем ӑна темиҫе ҫул хушши ҫырнӑ. Ӑсчахсен ушкӑнне истори наукисен докторӗ Виталий Иванов ертсе пынӑ.
Кӗнекене вуласа мӗн ҫинчен пӗлме май пулӗ-ха? Тӗпрен илсен, унта чӑвашсен этника тата культура аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене хускатнӑ. Унсӑр пуҫне халӑхӑн этногенез тата этнодемографи лару-тӑрӑвне ҫутатнӑ. Ҫавӑн пекех чӑваш йӑли-йӗркине, хальхи культурине, ӗненӗвӗпе мифологине сӑнласа кӑтартнӑ. Кӗнекере культура тытӑмӗнчи профессионалсем ҫинчен те, наци кухнипе ҫи-пуҫӗ пирки те вуласа пӗлме май пулӗ.
Палӑртса хӑварар, пархатарлӑ проект епле пурнӑҫланнине Раҫҫейри Этнографипе антропологин наукӑпа тӗпчев институчӗ сӑнаса тӑрать.

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм Хӗрлӗ Чутай районне кайсан туалет хучӗ туяннӑ та чутах кайса ӳкмен. Этикетка ҫинчи ӳкерчӗк тӗлӗнтернӗ ӑна. Ун ҫине шухӑшласа кӑларнӑ сӑнар ӳкернӗ, вӑл вара Чӑваш Республикин гербне ӳкернӗ футболка тӑхӑннӑ.
Туалет хутне Мускав ҫывӑхӗнче кӑларнӑ тесе ҫырнӑ. Эппин, вӑл Чӑваш Енре кӑна мар, ытти регионта та саланать. Хӗрарӑма ку килешсех кайман.
Ҫак туалет хутне туса кӑларакан призводитель Чӑваш Енрен-мӗн. Марина ятлӑ усламҫӑ пирӗн республикӑра ҫуралнӑ, кайран Мускава пурӑнма куҫнӑ. Пилӗк ҫул каялла вӑл хӑйӗн бренчӗ валли логотип шухӑшласа кӑларнӑ. Хӗрарӑм ҫуралнӑ тӑрӑхне юратнӑран туалет хучӗ ҫине ӳкернӗ Кузьӑна чӑваш гербӗллӗ футболка тӑхӑнтарнӑ. Ҫакӑнта вӑл ним япӑххине те курмасть.
Палӑртса хӑварар: ЧР Геральдика комиссийӗ ирек панипе ҫеҫ патшалӑх сиволӗсемпе усӑ курма юрать.

Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкартан ҫӗнӗ авиарейс уҫӑлӗ. Ун чухне самолетсем Екатеринбурга вӗҫме пуҫлӗҫ.
Вӑтам Уралти хулана каяс текенсене самолетсем эрнере ик хутчен турттарӗҫ.
АН-24РВ турбовинтлӑ самолет Шупашкарти аэропортран ирхи 9 сехетре хускалӗ, Екатеринбурга вун пӗрте ҫитӗ.
Пассажирсене «Псковавиа» авиакомпани турттарӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Шупашкартан Питӗр хулине ҫӳрет. паллашма май пур/ ӗҫлеме тытӑнӗ.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен самолетсем хӗллехи расписанипе ӗҫлеме пуҫлӗҫ. «Победа» тата «Nordwind Airlines» авиакомпанисем Шупашкартан Мускава кашни кунах, каҫхи 9 сехет те 50 минутра тата 10 сехет те 05 минутра, хускалӗҫ. Питӗр тата Ӗпхӳ хулисене те расписани улшӑнмалла.

Чӑваш Енре пурӑнакансем 5 пин тенкӗ ҫитменнипе аптӑраҫҫӗ. Шалуччен пурӑнма, ара, шӑпах ҫавӑн чухлӗ ҫитмест иккен пире.
Раҫҫейӗн общество телекуравӗ «ОТРажение» программа вӑхӑтӗнче «Реальные цифры» (Чӑв. Чӑн-чӑн цифрӑсем) ыйтӑм ирттернӗ. Унта ҫынсене черетлӗ ӗҫ укҫиччен вӗсем миҫе тенкӗ парӑма кӗрсе кайнипе кӑсӑкланнӑ.
Иваново облаҫӗнче пурӑнакансем укҫашӑн питех хыпса ҫунмаҫҫӗ: вӗсем 1 пин те 700 тенкӗ парӑма кӗрсен те ҫырлахаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн Чӑваш Енре пурӑнакансем пыраҫҫӗ иккен: вӗсене 5 пин тенкӗ кирлӗ. Тыва Республикинче 6 пин тенкӗ кивҫен илсен шалуччен шик шӑхӑрса пурӑнаҫҫӗ, Хакас Республикинче – 7 пинпе, Псков облаҫӗнче – 7,5 пинпе.
Улатимӗр облаҫӗнче вара шалуччен пурӑнма 40 пин тенкӗ кивҫен илеҫҫӗ, Мускавра, Мусква облаҫӗнче, Ҫӗнҫӗпӗр тӑрӑхӗнче, Якут Республикинче, Чечняра 30 пинтен пуҫласа 33 пин тенкӗ таран кивҫен илеҫҫӗ.

Ӗнер, 17 сехетпе 18 сехет хушшинче Хӗвел питӗ вӑйлӑ ҫиҫсе илнӗ. Кун пирки Мускавра вырнаҫнӑ Лебедев ячӗллӗ РӐА-ӗн (РАН) физика институчӗн Хӗвел астрономийӗн гентген лабораторийӗ пӗлтерет. Ӑна чи ҫӳллӗ шайри класс ятне панӑ — Х.
Каласа хӑварас пулать, хӗвел вӑйлӑ ҫиҫни виҫӗмкун та пулса иртнӗ. Вӑл Мускав вӑхӑчӗпе 15:02 вӑхӑтра хӑватлӑ хӗмленсе илнӗ. Унашкалли унччен 12 ҫул каялла кӑна пулнӑ — 2005 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче. Виҫӗмкунхи Хӗвел хӗмленӗвне пула вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫыхӑну япӑхланнине палӑртнӑ — Чулхулари, Кӗмӗрти, Ижевскри, Томскри тата Сыктывкарти магистраллӑ каналсенче пӑтӑрмахсем тупса палӑртнӑ.
Хӗвел вӑйлӑ ҫиҫсе илни Чӑваш халӑх сайтне те витӗм кӳнӗ — пирӗн офисри компьютер юрӑхсӑра тухрӗ. Хӗвел хӗмленнӗ, вӑйлӑ ҫиҫнӗ вӑхӑтра ӑсчахсем самолётсемпе вӗҫме, руль умне ларма сӗнмеҫҫӗ.

Тӗнче тетелӗсенчи ушкӑнсенчен пӗринче Константин Ишутов блогер Чӑваш Республикин тӗп хулинче ҫул сарма ытла та хакла ларнине пӗлтерет. Вӑл ҫырнине ӗненсен Шупашкарта асфальт сарма Мускаври метро тунинчен хакла ларать.
Константин Ишутов пӗр километр ҫул каланӑ тӑрӑх, Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районне хулан Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗпе ҫыхӑнтаракан ҫулӑн пӗр километрне сарма 5,2 миллиард тенке ларать. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршывӑн тӗп хулинче 1 километр метро тума 4,5 миллиард тенкӗ кирлӗ-мӗн.
К. Ишутов блогер Шупашкарта метро тума Мускавринчен йӳнӗрех тесе йӗкӗлтешет, мӗншӗн тесен Чӑваш Енре ӗҫлекенсен шалӑвӗ Мускавринчен йӳнӗрех, ҫӗр айӗпе иртекен коммуникаци пӑрӑхӗсене куҫарма та ҫӗршывӑн тӗп хулинчи пекех тӑкаклӑ мар.

РФ Чӑваш Енӗн Президенчӗ ҫумӗнче тулли праваллӑ элчи пулнӑ Леонид Волков ӗҫне Шупашкарта пӑхса тухма йышӑннине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Леонид Волкова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫаллӑ пулнӑ тесе айӑпласшӑн. Айӑплавпа килӗшмесӗр Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ экс-элчи Леонид Волков РФ Президенчӗ Владимир Путин патне те темиҫе хутчен шӑрҫаланӑччӗ.
Вӑл Чӑваш Енри Фемидӑна шанманнине кура ӗҫе Мускавра пӑхса тухтарасшӑн РФ Верховнӑй суда ҫитнӗ. Элчелӗх ҫӗршывӑн тӗп хулинче вырнаҫнине кура ӗҫе ҫӗршывӑн тӗп хулинче тишкерни тӗрӗсрех тенипе РФ Аслӑ сучӗ Леонид Волков ыйтнине тивӗҫтернӗ. Ку хыпара экс-элчӗ пысӑках мар брифинг ирттерсе пӗлтернӗ-мӗн.

«Умра ман — ҫул ҫӳрев уйӑхӗ», — тесе пӗлтерчӗ ҫак кунсенче ҫак вӑхӑтри пултаруллӑ сӑвӑҫ, драматург, кӑсӑклӑ телекӑларӑмсем хатӗрлекен журналист Марина Карягина.
Чӑн та, ҫаплах пулӗ вӑл уншӑн. Ытларикун, авӑн уйӑхӗнче, Марина Мускава иртекен Раҫҫейри халӑхсен литература фестивальне тухса кайӗ. Унта чӑваш литератури ҫинчен каласа парӗ, сӑвӑ вулӗ, кӗнекесем хӑтлӗ.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ӗпхӗае ҫул тытӗ. Унӑн «Куккуклӑ сехет» пьеси тӑрӑх спектакльне Ӗпхӳре, Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк чӗлхиллӗ халӑхсен театр фестивалӗнче, кӑтартӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Мускава Валерий Яковлев тӗп режиссер лартнӑ виҫӗ спектакльпе: «Константин Иванов», «Куккуклӑ сехет» тата «Пихампар чунӗ манра» — каять. Гастроле культура учрежденийӗ чӑваш театрӗ 100 ҫул тултарнине халалланӑ. Марина Карягинӑна пьеса авторӗ пек тата тележурналист евӗр сюжет ӳкерме илсе каяҫҫӗ.
Пур енлӗ пултаруллӑ калем ӑсти унтанах ют ҫӗршыври кинофестивале кайӗ — вӑл ӳкернӗ документлӑ фильма акӑлчанла куҫарнӑ. Тӗплӗнрех кун пирки каярах пӗлтерӗпӗр.
