
Раштавӑн 13-мӗшӗнче Мускаври Экспоцетрта Раҫҫейри ал-ӗҫ ӑстисен ассоциацийӗн йӑлана кӗнӗ «Ладья. Хӗллехи юмах» куравӗ уҫӑлӗ. Чӑваш Енрен унта «Паха тӗрӗ» фирма, Людмила Балтаева, Нина Наумова тата ытти ал-ӗҫ ӑсти хутшӑнӗҫ.
Пӗлекенсем тӗнче тетелӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «Паха тӗрӗ» фирмӑра туса кӑларакан чӑваш ҫи-пуҫне тата хӑйсен пултарулӑхне Мускав халӑхне «Каҫал» халӑх ансамблӗ кӑтартӗ.
Экспоцентрти 1-мӗш залри курав специалистсем валли раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 11 сехет те 30 минутран пуҫласа 14 сехет те 30 минутчен ӗҫлӗ. 13-мӗшӗнче курав 12:30-рен 19:00-ччен, 14—16-мӗшӗсенче 10:00-ран 19:00-ччен, 17-мӗшӗнче 10:00-ран 17:00-ччен ӗҫлӗ.
Курава кӗме 150 тенкӗ тӳлемелле. 12-чченхи ачасен, пенсионерсен, инвалидсен тӳлемелле мар.

Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра ҫӗршывӑн транспорт министрӗ Максим Соколов ирттернӗ ирхи ӗҫлӗ апатланӑва хутшӑннӑ. Мероприятине «Транспорт эрнелӗхӗ – 2017» пулӑма халалланӑ.
Ӗҫлӗ тӗл пулӑва РФ тата регионсенчи ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем, саккун кӑларакан тытӑмра ӗҫлекенсем, инвесторсем, консультантсем, финанс пайӗнче вӑй хуракан ертӳҫӗсем пуҫтарӑннӑ.
Форум вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗн ҫумӗпе — спорт, туризм, ҫамрӑксен ыйтӑвӗпе ӗҫлекен Виталий Муткопа тӗл пулнӑ, Чӑваш Республикинче пурнӑҫа кӗрекен «Этническая Чувашия» (чӑв. Этносла Чӑваш Ен) проекта сӳтсе явнӑ тесе хыпарлать республикӑри влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ.

Паян, раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Мускавра иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри волонтерсен форумне Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Унта Шупашкар хулинчи волонтер центрӗн хастарӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студентки Екатерина Измайлова Владимир Путина Хӑйсен ирӗкӗпе ырӑ ӗҫ тӑвакан кунне официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗшӗн ҫӗршыври мӗн пур волонтер ятӗнчен тав тӑвасшӑн. Тӳрех палӑртар, Волонтер кунне малашне ҫуллен раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗҫ.
Паян Мускавра ҫак уява халалласа концерт пулӗ, унта 15 пин ытла волонтер хутшӑнӗ. Ҫавӑнтах «Раҫҫей волонтерӗ — 2017» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ, паллӑ артистсем сцена ҫине тухса хӑйсен пурнӑҫӗнчи ыркӑмӑллӑхпа ҫыхӑннӑ самантсене аса илӗҫ. Унсӑр пуҫне форум вӑхӑтӗнче тавлашу секцийӗсем ӗҫлӗҫ, маҫтӑр-классем пулӗҫ, волонтер юхӑмӗн съезчӗ иртӗ.

Нумаях пулмасть сусӑрсен хушшинче йӗркелекен «Абилимпикс» олимпиадӑн Раҫҫей шайӗнчи тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче ӑс пухакан Илья Леонтьев иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ӑмӑрту Мускавра раштав уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче иртнӗ. Унта регион шайӗнче ҫӗнтернӗ 900 ҫамрӑк тупӑшнӑ. Аса илтерер: Чӑваш Енре ӑмӑрту юпа уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче иртнӗ, унта 20 студент, 13 шкул ачи тата ӗҫлекен 5 специалист хутшӑннӑ. Вӗсем йывӑҫран касса кӑларассипе, апат пӗҫерессипе, ҫӗлессипе, сӗтел-пукан пуҫтарассипе, массаж тӑвассипе тупӑшнӑ. Шкул ачисем тӗрлесе кӑтартнӑ, ӳнер дизайнӗпе тӗлӗнтернӗ.
Мускаври тупӑшӑва Чӑваш Енрен 7 ҫамрӑк кайнӑ. Илья Леонтьев «Йывӑҫран касса кӑларасси» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Мускава ӗҫлеме кайнӑ Алексей Димитриев киле килме тухнӑ. Вӑл амашӗ патне шӑнкӑравланӑ та Черкизово пасарӗ еннелле кайнине пӗлтернӗ. Унта вӑл Чӑваш Ене ҫӳрекен автобуса ларма тӗллевленнӗ. Арҫын ҫӗнӗ телевизор туяннӑ пулнӑ.
Анчах Канаш арҫынни киле таврӑнман. Тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вӗсем ӑна шырама тытӑннӑ. Хайхискерӗн виллине Мытищи районӗнче тупнӑ. Амӑшӗ Нина Димитриева каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗн алли, янах шӑмми хуҫӑк, мӑйӗ ҫинче пӑвнӑ йӗр пулнӑ. Арҫын ҫумӗнче документсем тапӑнман. Ҫавӑнпа-ши – арҫын шӑнса вилнӗ тесе палӑртнӑ.
Анчах амӑшӗ кунпа килӗшесшӗн мар. Вӑл халӗ тӗрӗслӗх шырать. Нина Димитриева ахаль те хура-шурне нумай курнӑ. 2000-мӗш ҫулсенче унӑн упӑшкине вӗлернӗ, унтан аслӑ ывӑлне леш тӗнчене ӑсатнӑ. Каярахпа 13-ри мӑнукне пытарна. Халӗ ав кӗҫӗн ывӑлне тӑпрапа хупланӑ. Хӗрарӑм куляннине пула онкологипе чирлесе кайнӑ. Халӗ унӑн пӗртен-пӗр ӗмӗт – кӗҫӗн ывӑлне кам вӗлернине тупса палӑртасси.

Чӑваш Енри автобус грузовике пырса тӑрӑннӑ. Ку пӑтӑрмах Чулхула облаҫӗнчи Вӑратин районӗнче раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 23 сехет те 5 минутра пулнӑ. Кун пирки ТАСС пӗлтерет.
Ҫав автобус Чӑваш Енрен Мускава кайма тухнӑ. М-7 ҫулӑн 561-мӗш ҫухрӑмне ҫитсен вӑл грузовике пырса тӑрӑннӑ. Шел те, аварире автобус водителӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 9 пассажира тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Вӗсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн киле янӑ.

Мускаври аэропортра полицейскисем ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне Кияметдин Мифтахутдинова тытса чарнӑ. Вӑл сумка вӑрланӑ тесе шухӑшланӑ. Сумкӑра вара укҫа пулнӑ. Анчах депутат ҫакӑ тӗрӗс маррине, ӑнланманлӑх сиксе тухнине ӗнентерет.
Вӑл раштавӑн 1-мӗшӗнче Питӗртен Мускава вӗҫнӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулине ҫитсен ун патни пакунлисем пынӑ та пӗр пассажирӑн сумкине вӑрланӑ тесе айӑплама пуҫланӑ. Сумкӑра 400 доллар пулнӑ-мӗн.
Кияметдин Мифтахутдинов тытса чарнӑ чухне сумкӑна вӑрламаннине, шӑпах ӑна тавӑрса пама хатӗрленнине ӗнентерме пуҫланӑ. Депутат корочкине кӑтартсан та полицейскисем хайхискере яман, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
«Ку ӑнланманлӑх. Питӗртен вӗҫсе тухиччен эпӗ тепӗр регионти ӗҫтешпе кафере апатлантӑм. Лешӗ самолета пӗрремӗш ларчӗ, эпӗ вара вӑл сумкине манса хӑварнӑ пуль терӗм, мӗншӗн тесен сумка юнашар пукан ҫинче выртатчӗ. Ӑна усал тӗллевпе илмерӗм. Мускава ҫитсен сумка манӑн ӗҫтешӗн марри тӑрӑ шыв ҫине тухрӗ. Пирӗн рейс тытӑнса тӑчӗ, эпӗ Шупашкара вӗҫекен самолета кая юлаттӑм, ҫавӑнпа малтан регистрациленесшӗнччӗ, унтан сумкӑна полицие кайса парасшӑнччӗ.

Ӗнер К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗн Аркадий Андреевӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.
Муркаш районӗнчи Тури Панкли ялӗнче 50 ҫул каялла ҫуралнӑскере асӑннӑ район пуҫлӑхӗ — районти Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫи Игорь Николаев, райадминистраци пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев саламланӑ. Уява ҫавӑн пекех райадминистрацин культура пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Чернова, Муркаш районӗнче пурӑнакансем хутшӑннӑ. Игорь Николаев муркашсем хирте тата фермӑра кӑна мар, сцена ҫинче те пултаруллине палӑртнӑ.
Аркадий Андреев Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинче вӗреннӗ. 1993 ҫулта К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи театрне артиста вырнаҫнӑ.

Тутарстанра паян кӳршӗри Патшалӑх Канашӗ чӗлхе вӗрентесси тавра калаҫу ирттернӗ, пӗр саслӑн постановлени йышӑннӑ. Ӑна ӗненес пулсан патшалӑх чӗлхине вӗренме май пур, анчах хӑйсен ирӗкӗпе кӑна. Сӑмах, паллах, республикӑсенчи патшалӑх чӗлхисем пирки пырать. Вырӑс чӗлхи вӑл Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхи шутланать, ҫавна май ӑна имӗш пурин те вӗренмелле. Тепӗр май каласан тем тесен те пирӗн чӗлхесем ҫак патшалӑхра пӗр тан пулма пултарайманнине тепӗр хут ҫирӗплетсе кӑтартрӗҫ.
Сӑмахӗ, паллах, вӗренӳ пирки мар. Сӑмахӗ хисеплесси ҫинчен. Путин киличчен вӑл хисеп кӑшт та пулин пурччӗ пулсан, вӑл ларнӑ хыҫҫӑн пӗтӗм ирӗклӗхсем майӗпен ҫухалса пыма пуҫларӗҫ. Президент пулма май ҫук, Конституцири «патшалӑх» сӑмах та тухса ӳкрӗ. Халь ак, вӗренӳ системинчен пирӗн чӗлхене урапа тапса кӑлараҫҫӗ. Путин тата Мускав политики пире уҫҫӑн кӑтартать — вырӑс халӑхӗ улпут шайӗнче, чӑвашсем — тарҫӑ-чура.
Пусмӑрлаҫҫӗ пулин те пирӗн хамӑр сасса калама та май ҫук. Тутарстанра иртнӗ сессирех Тутарстан прокурорӗ чӗлхе таврашӗпе экстремистла чӗнсе калама юраманни пирки асӑрхаттарнӑ.

Чӳк уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче Мускаври «Измайлово» концерт залӗнче Раҫҫейри чи лайӑх ҫемьесене суйланӑ. «Ҫулталӑкри ҫемье» ята Чӑваш Енри Уткинсем тивӗҫнӗ.
Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗ ялӗнче пурӑнакан 57 ҫулти Каролина Анатольевнӑпа 56-ри Анатолий Арсентьевич Мускава ҫак наградӑна илме кайнӑ. Ҫемье чӑннипех те мухтава тивӗҫ. Мӑшӑр 11 ачана воспитани парать, вӗсенчен 9-шӗ – ӑшӑ ҫунат айне илнӗ тӑлӑхсем. Асла икӗ хӗрӗ ҫемьеллӗ ӗнтӗ, вӗсем уйрӑм пурӑнаҫҫӗ. Уткинсен 3 мӑнук ӳсет.
Уткинсем тӑлӑхсене хӑйсен ачисем валли юлташ пулччӑр тесе ҫемьене йышӑннӑ. «Ывӑлӑн никампа та выляма ҫукчӗ. Ялта ача пачах ҫукчӗ. Ҫавӑнпа тӑлӑхсене илес шухӑш ҫуралчӗ», - пӗлтернӗ Каролина Анатольевна.
Уткинсен хуҫалӑхӗ пысӑк: ултӑ ӗне, пӑрусем, хурсем, чӑхсем, вӗлле хурчӗсем. Ачисем те хӑйсем пекех ӗҫчен ӳсеҫҫӗ. Амӑшӗн кашни кун 15 литрлӑ кастрюльпе апат пӗҫерме тивет. Япала та кашни кунах купи-купипе ҫумалла. Амӑшӗ капла ывӑнмасть-и? Ҫук, ун кун пирки шухӑшлама вӑхӑт та ҫук.
