Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳрекен «Мускав—Хусан» магистрале тӑвассипе, ҫавна май Шупашкар район территорийӗнче вокзал хӑпартассипе юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ятарлӑ канашлу пулнӑччӗ. Ун чухне вокзалпа ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳсе явнӑччӗ. Вӑхӑт нумаях та иртмерӗ, ҫӗршыв шайӗнчи ертӳҫӗсем урӑхларах калаҫни палӑрчӗ. Раҫҫей Правительствин Ертӳҫин ҫумӗ Аркадий Дворкович авӑн уйӑхӗнче ирттернӗ канашлура магистрале малтанласа Улатимӗр хули патне хать ҫитермелле, унтан магистрале малалла тӑсмалла тесе каланӑ иккен.
Хусан патне ҫул хывма укҫа ҫитмест иккен. «Ведомости» хаҫат «Раҫҫейӗ чукун ҫулӗсем» предприятипе ҫывӑх ҫӑлкуҫ пӗлтерни тӑрӑх, концессилле килӗшӗве алӑ пусмалла, унта трафика, билет сутса пулакан тупӑша, макроэкономика кӑтартӑвӗсене шута илмелле.
Чӑваш Ен пики, 16 ҫулти Елизавета Ащеулова, «Ты супер! Танцы» телекурав проекчӗн суйлав тапхӑрне хутшӑннӑ. Тӳрех палӑртар, ку проекта тӗрлӗ сӑлтава пула ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ ачасем хутшӑнаҫҫӗ. Лиза та тӑлӑх. Вӑл хӑй «ПроГород Чебоксары» журналистне каланӑ тӑрӑх, питӗ ир тӑлӑха юлнӑ. Ӑна, тин ҫуралнӑскере, амӑшӗ ҫуралсанах хӑйӗн ашшӗ патӗнче пӑрахса хӑварнӑ. Лешӗ ӗҫке ярӑннӑ, ачана пӑхман. Опека органӗн специалисчӗсем пӗчӗкскере кравать айӗнче тупнӑ та ача ҫуртне панӑ.
«Япӑх пурӑнатӑп тесе каламӑп. Анчах ачисене ҫуратса пӑрахса хӑваракансене ӑнланмастӑп. Ма ҫуратаҫҫӗ-ши тульккӑш?» — тенӗ Елизавета Ащеулова «ПроГород Чебоксары» журналистне.
Чӑваш Ен пики бал ташшисемпе кӑсӑкланать, нумай ӑмӑртура мала тухнӑ вӑл. Телекурав проектӗнче вара сцена ҫинче импровизациленӗ, тӳресен виҫӗ сассине тивӗҫнӗ.
Ҫӗмӗрлесем хула тӑрӑх пӗр каяччӑ хӑйне евӗр транспортпа ҫӳренине асӑрханӑ. Вӑл гироскутера аса илтернӗ. Иртен-ҫӳрен ӑна видо ӳкерсе халӑх тетелӗсене вырнаҫтарнӑ.
Хӑйне евӗр транспортпа ҫӳрекен каччӑ Денис Иванов ятлӑ-мӗн. Вӑл 22 ҫулта. Вӑл ярӑнакан транспорт мотоброд ятлӑ. Ӑна каччӑ хӑйех ӑсталанӑ.
Хӑй каланӑ тӑрӑх, Денис 12 ҫултанпа «Ҫамрӑк техник» кружока ҫӳренӗ. Унтан вӑл электротехника вӗреннӗ. Мотоборда вӑх хӑй ӑсталанӑ. Денис скейт ҫумне утӑ ҫулмалли хатӗрӗн моторне ҫирӗплетнӗ.
Денис халӗ Мускавра пурӑнать. Вӑл Ҫӗмӗрлене асламӑшӗ патне час-часах килет. Унта вӑл хӑй ӑсталанӑ мотобордпа ҫӳреме кӑмӑллать.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат журналисчӗ Александр Белов Чӑваш Енӗн хальхи Элтеперӗ вырӑнне тилхепене тытма пулма пултаракан кандидатсем пирки пуҫ ватать. Кунта сӑнавҫӑсем хальлӗхе икӗ кандидата асӑнни паллӑ.
Пӗрремӗшӗнчен, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Олег Николаев пирки шухӑшлаҫҫӗ. Ку кандидата республика ертӳҫи пулассишӗн суйлава кӑларассине парти уҫҫӑнах калать. Партин регионти уйрӑмӗн ларӑвӗнче те ку ыйтӑва хускатнӑ.
Тепӗр кандидат та пур. Вӑл — Коми Республикин вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Анатолий Князев. РФ Федераци Канашӗн ял хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе тата наци хушшинчи хутшӑнӑвӗсемпе ӗҫлекен канашӗн председателӗ, ҫӗршыв сеначӗн вице-спикерӗ Николай Федоров тата Наци ӗҫӗсем енӗпе ӗҫлекен федераци агентствин статс-секретарӗпе Павел Семеновпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Князев Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хутшӑнмӗ-ши текенсем йышланнӑ.
Ӗнер Шупашкарта пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистраль тӑвас ыйтупа канашлу ирттернӗ. «Скоростные магистрали» предприятин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Федор Лычагин пулас проектпа паллаштарнӑ.
«Мускав – Хусан» магистраль Шупашкарпа иртӗ.
Вӑл ҫула «Евразия» груз турттаракан магистралӗн пӗр пайӗ пуласси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл Пекинпа Берлина ҫыхӑнтармалла. «Эпир Китайран Европӗрлӗхе тавара 2–3 талӑкра ҫитересшӗн», — тенӗ Федор Лычагин.
Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссен магистралӗ Чӑваш Енре 115 км тӑршшӗ пулӗ. Етӗрне, Муркаш, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсемпе иртӗ.
Канашлура магистраль иртмелли участоксене уйӑрас ыйтӑва та хускатнӑ. Ку енӗпе муниципалитетсен халӑхпа та ӗҫлемелле, ҫул валли ҫӗр кирлине ҫынсене ӑнлантарса памалла.
РФ Федераци Канашӗн ял хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе тата наци хушшинчи хутшӑнӑвӗсемпе ӗҫлекен канашӗн председателӗ, ҫӗршыв сеначӗн вице-спикерӗ Николай Федоров Коми Республикин вице-премьерӗпе — ял хуҫалӑх министрӗпе Анатолий Князевпа тата Наци ӗҫӗсем енӗпе ӗҫлекен федераци агентствин статс-секретарӗпе Павел Семеновпа тӗл пулнӑ.
Анатолий Князев Коми Республикипе Чӑваш Ен килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене те унта хускатнӑ. Князев Коми Республикинче чӑх какайӗ тата ҫӑмарти нумаййине палӑртнӑ. Унтан та ытларах — Чӑваш Ене те ку продукципе тивӗҫтерме хатӗр. Чӑваш Енрен вара аякри ҫӗре ҫӗрулмипе панулми кӳрсе кайма хатӗр.
Мускаври ӗҫлӗ тӗлпулура Коми Республикинче пӑлан ашӗ тирпейлесси пирки те калаҫнӑ.
Юпан 3-мӗшӗнче Мускавра «Языковая политика: общероссийская экспертиза» (чӑв. Чӗлхе политики: пӗтӗм Раҫҫейри экспертиза) канашлу-калаҫу иртнӗ. Унта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен Алевтина Долгова хутшӑннӑ.
Пурӗ канашлура тӑватӑ секци ӗҫленӗ: «Русский язык как традиционная основа взаимопонимания и сотрудничества народов России»; «Актуальные вопросы национальной и языковой политики (для органов исполнительной власти субъектов Российской Федерации)»; «Родные языки народов России в контексте общероссийского языкового пространства»; «Популяризация русского языка в России и за ее пределами как необходимая составляющая государственной языковой политики Российской Федерации». Алевтина Петровна иккӗмӗш секцинче пулнӑ.
Канашлу-калаҫура тухса калаҫакансен йышӗнче министерствӑри ҫын та пулнӑ. Мануйлова Ирина Викторовна (вӗренӳ министерствин патшалӑх департаменчӗн пуҫлӑх ҫумӗ) хӑйӗн сӑмахӗнче тӑван чӗлхесене упрассипе аталантарассине пӗтӗмӗшле вӗренӳ системи урлӑ ҫеҫ мар туса пымаллине каланӑ.
Нумаях пулмасть Мускаври Тӗнчери промышленность академийӗ «Арман — 2017» Пӗтӗм тӗнчери XV конференци ирттернӗ. Унта
"Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ" акционерсен обществи те хутшӑннӑ. Мероприятирен предприятин филиалӗ, Шупашкарти элеватор, ырӑ хыпарпа тата савӑк кӑмӑлпа таврӑннӑ: республикӑн тӗп хулинчи ҫӑнӑх авӑртакансем Раҫҫейри чи лайӑх арман шутне кӗнӗ.
«Раҫҫейри чи лайӑх арман» иртнӗ ҫулхи конкурса темиҫе номинаципе пӗтӗмлетнӗ. Талӑкра 500 тонна ытла тӗш тырӑ тирпейлекеннисен хушшинче Шупашкарти элеватора Раҫҫейри чи лайӑх арман тесе йышӑннӑ. Ҫак ята предприяти хӑйӗн кун-ҫулӗнче тӑваттӑмӗш хут йышӑнать.
Конференцире тыр-пул тирпейлес, продукци пахалӑхне лайӑхлатас, отрасле ҫӗнетес ыйтусене хускатнӑ.
Нумаях пулмасть Мускавра чӑваш салтакӗн виллине тупнине, ӑна 3 уйӑх шыранине сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 18 ҫулти ҫамрӑк унта контракт мелӗпе службӑна кайнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Владимир Жерженовӑн ӳтне Хӗрлӗ Чутай районне илсе килнӗ. Ӑна палласа илмешкӗн Мускав облаҫне амӑшӗ тата тӑванӗ кайнӑ.
Тӑванӗсене вилнине ӗнентерекен хут панӑ. Унта каччӑ мӗншӗн вилнине палӑртайманнине пӗлтернӗ. Ӑна пусмӑрласа вӗлернӗ-и е вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ-и? Хальлӗхе паллӑ мар. Тӑванӗ Владимир Муравьев каланӑ тӑрӑх, каччӑн малти пилӗк шӑлӗ пулман.
Ҫамрӑка тӑван тӑрӑхӗнчи масар ҫине пытарӗҫ. Ун умӗн суд-медицина экспертизи ирттересшӗн, мӗншӗн тесен тӑванӗсен хальлӗхе уҫӑмланман ыйту нумай.
Ҫак кунсенче Мускавра Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн гастролӗ пырать. Унта артистсем виҫӗ спектакльпе: «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун», «Куккуклӑ сехет», «Манра Пихампар чунӗ» — ятлисемпе кайнӑ. Ӗнер кӑтартнӑ Марина Карягинӑн «Куккуклӑ сехет» драмине курма «чӑваш артисчӗсен виҫӗ ӑрӑвне вӗрентсе кӑларнӑ профессорсем те» пынӑ. Кун пирки артистсемпе Мускава кайнӑ «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Надежда Смирнова издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Щепкин ячӗллӗ театр аслӑ училищин профессорӗсем Татьяна Аносова тата Тамара Лякина спектакле те, артистсене те ырланӑ.
Татьяна Аносова, сӑмахран, Сергей Ивановпа Петр Садовникова хӑй вӗрентнине палӑртнӑ. Вӗсем пирки вӑл: «Маттур», — тесе каланӑ.
Ҫакна та аса илтерер: Ӗпхӳре тӗрӗк театрӗсен «Туганлык» пӗтӗм тӗнчери фестивалӗнче «Куккуклӑ сехет» спектакль лартнӑччӗ, «Чи лайӑх сценографи» номинацире Валерий Яковлев режиссера палӑртнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |