Канаш ҫыннисем тепӗр радио итлесе киленме пултараҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Хула радиовӗ» радиостанци ӗҫлеме тытӑннӑ.
Ӑна Канашра 101,8 МГц хумсем ҫинче итлеме пулать. 100 Вт хӑватлӑ передатчик сигнала Канашри радиотелекурав станцийӗнчен 18-25 ҫухрӑм аякка сигнал ярать.
«Хула радиовне» 108 пине яхӑн ҫын итлеме пултарать.
Тӗрӗсрех, вӗсене тапӑнма уйрӑмах ҫӑмӑл. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Positive Technologies компани тӗпчевӗ вӑхӑтӗнче.
Пӗтӗмпе 500-е яхӑн веб-сайта хакланӑ. Ку шутра — банксенне, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенне, патшалӑх учрежденийӗсенне, промышленноҫ предприятийӗсенне тата телекоммуникаци компанийӗсенне сӑнанӑ.
Сайтсен 62 процентине амантма ҫӑмӑллине асӑрханӑ. Икӗ ҫул каялла тӗрӗсленӗ чух ҫак цифра пӗчӗкрех пулнӑ иккен.
Амантма уйрӑмах ҫӑмӑл сайтсен шутне МИХсенне кӗртнӗ. Вӗсенчен 80 процентне сиенлетме йывӑр мар иккен.
Банк пулӑшӑвӗ кӳрекенсене илсен укҫа-тенкӗ тытӑмӗсенчен пӗри те пур енчен хӑрушӑ темелле мар иккен.
Сиенлетекен чи анлӑ сарӑлнӑ меслет — сценарисене сайтсем хушшинче пурнӑҫлани. Иккӗмӗш вырӑнта — усӑ куракансен паролӗсемпе идентификаторӗсене ҫителӗксӗр хӳтӗлени.
Программа чӗлхине илсен PHP чӗлхипе хатӗрленисене сиенлетес хӑрушлӑх уйрӑмах пsсӑк иккен. Ун йышшисенчен 76 проценчӗ шанчӑксӑррине асӑрханӑ. Java никӗсӗ ҫинче хатӗрленисенчен 70 процентне сиенлетес хӑрушлӑх пур, ASP.NET чӗлхипе хатӗрленисенчен — 55 проценчӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян пресс-конференци ирттернӗ. Унта федераци, регион, район тата хула шайӗнчи 46 массӑллӑ информаци хатӗрӗ хутшӑннӑ. Умсӑмахӗнче Элтепер республикӑна ертсе пыма пуҫланӑ малтанхи кунранах ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас тӗллев лартнине пӗлтернӗ. Ку шута вӑл тивӗҫлӗ тӳлекен ӗҫ вырӑнне те, пурӑнма хӑтлӑ вырӑн кирлине те, ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхассине те кӗртнӗ. Ку енӗпе республика влаҫӗсем тӑватӑ ҫул тӑрӑшнине палӑртнӑ Михаил Васильевич. Шухӑшланинчен хӑшне утма май килнине, хӑшне май килменнине пытарман вӑл. Унсӑр пуҫне пурнӑҫламалли тата нумаййине те палӑртнӑ.
Журналистсемпе икӗ сехет калҫнӑ хушӑра вӑл 32 ыйтӑва хуравланӑ. Пресс-конференцин видео-версине Чӑваш наци телекуравӗ паян кӑтартнӑ. «Раҫҫей 1» телеканалпа ӑна ҫурлан 10-мӗшӗнче 10 сехет те 20 минутра паллашма май килӗ, «Раҫҫей 24» телеканалпа ҫав кун — 19 сехет те 30 минутра. Пресс-конференцин аудиоверсине Чӑваш наци радиовӗ паян пӗрре янӑратнӑ, ҫурлан 9-мӗшӗнче 19 сехетре тепре итлеме май килӗ.
Сӑнсем (35)
Ку журнала кам кӑларассине кӑтартман та, анчах паянтан Чӑваш Енре тепӗр ҫӗнӗ журнал официаллӑ майпа регистрациленӗ. Кун пирки Роскомнадзор хыпарлать. Ҫӗнӗ пичет кӑларӑмӗ — «Панулми». Вӑл — ачасен журналӗ. Ӑна уйӑхра пӗрре кун ҫути кӑтартӗҫ.
Паянхи куна Чӑваш Енре 185 массӑллӑ информаци хатӗрне шута илнӗ. Вӑл шутран 148-шӗ — периодика кӑларӑмӗсем. 148-тан 103-шӗ хаҫат, 39-шӗ журнал, 1 бюллетень, 1 альманах, 3 сборник, 1 каталог. Электрон МИХсем — 35. Кунта 3 телекӑларӑм кӗрет, 14 телеканал, 1 электрон периодика кӑларӑмӗ кӗрет. Кунсӑр пуҫне 2 информаци агентствине регистрациленӗ.
ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви Красноармейски районӗнӗн хаҫачӗн — «Ял пурнӑҫӗн» — редакторне палӑртас тӗллевпе конкурс ирттернине унчченех пӗлтернӗччӗ. Вӑл утӑн 8-мӗшӗнче иртнӗ.
Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, хаҫатӑн унчченхи редакторӗн Иван Афанасьевӑн пуканне халӗ Надежда Владимировна Козлова йышӑннӑ.
Улатӑр районӗнчи «Алатырские вести» хаҫата ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Редактора палӑртмалли конкурс утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче иртнӗ. Пуҫлӑха редакцире экономика ыйтӑвӗсен пайӗн редакторӗнче ӗҫленӗ Елена Калашникована лартнӑ. Ун пирки иккӗмӗш ӑрури пуҫлӑх-журналист темелле. Унӑн ашшӗ, Сергей Вишняков, 1987–1999-мӗш ҫулсенче асӑннӑ хаҫат редакторӗнче тӑрӑшнӑ.
Журналистикӑра Елена Калашникова 1998 ҫулта тимлеме пуҫланӑ. Малтан корреспондент, каярах общество пурнӑҫ пайӗн редакторӗ пулнӑ. 2005 ҫулта вӑл «Улатӑрти издательство ҫурчӗ» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнче, редакци унта кӗнӗ, яваплӑ секретарьте тӑрӑшнӑ. Виҫӗ ҫул каялла вӑл директорӑн–тӗп редакторӑн ҫумӗн должноҫне йышӑннӑ. Предприятире реорганизаци пулнӑ хыҫҫӑн ӑна редакцин экономика енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхне ертсе пыма шаннӑ.
Ҫӗртмен 9-мӗшӗнче 16:00 сехет тӗлне Шупашкарти Пичет ҫурчӗ умне пушар машини, васкавлӑ медпулӑшу, кинологи служби, ҫул-йӗр патруль служби пырса чарӑннӑ. Пичет ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ҫакна курсан мӗн пулнине тӳрех ӑнкарман. Ҫурта «бомба хунӑ» текен хыпар ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа сарӑлман та хӑшӗ-пӗри ҫав машинӑсем мӗн сӑлтавпа пухӑннине пӗрер сехетрен ҫеҫ пӗлнӗ.
Ҫынсене эвакуацилемен. Ара, бомба пирки шӑнкӑравласа пӗлтерекен ӑна хӑш пӳлӗме хунине те систернӗ. Унӑн, арҫыннӑн, сасси ӳсӗрӗнни пек пулнӑ теҫҫӗ. Кинолог ятарласа вӗрентнӗ йыттипе ҫав пӳлӗме тӗрӗсленӗ — нимӗн те тупайман. Пичет ҫуртӗнчи ҫынсем те малалла ӗҫленӗ — нимӗн пулман пекех.
Халӗ шӑнкӑравласа суя хыпар пӗлтернӗ арҫынна шыраҫҫӗ. Ку ӗҫе тӗпчеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, ӗҫ вырӑнтан тапраннӑ. Кунашкал тӗслӗх Раҫҫейре кӑна мар, Шупашкарта та тӑтӑшрах пулма тытӑнчӗ. Йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухать. Халӗ ҫакӑн пек киревсӗр ӗҫ тӑвакансене тыттармалли явап та ӳснӗ-мӗн.
«Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хӑйӗн сайчӗн официаллӑ версине чӑвашла кун ҫути кӑтартма тытӑннӑ.
Вырӑслинче евӗрех материалсене икӗ тӗрлӗ уйӑрнӑ: пӗрисем — хыпарсем, теприсем — статьясем. Хыпарсен рубрикаторӗ вырӑсла версирен кӑштах уйрӑлса тӑнине пӗлтереҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра унта «Чӑваш Ен», «Политика», «Экономика», «Чӗлхе», «Истори», «Йӑла-йӗрке» категорисене уйӑрнӑ.
Хӑш-пӗр материала (сӑмахран, сылтӑм енчи колонкӑри икӗ статьяна) вырӑсла пичетлемӗҫ, вӗсем чӑвашла версипе паллашакансем валли кӑна пулӗҫ.
Пӗр чӗлхерен тепӗрне куҫмаллине сайтӑн ҫӳлти сылтӑм кӗтессине вырнаҫтарнӑ. Чӑвашла версие хута яриччен ӑна чылай вӑхӑт тӗрӗслев-меслетпе ӗҫлеттернине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкар «Ача-пӑча радиовӗн» миллион-миллион ҫынран тӑракан аудиторийӗпе пӗрлешӗ. Вӑл Чӑваш Ен тӗп хулинче те ӗҫлеме тытӑнӗ.
«Ача-пӑча радиовӗ» — Раҫҫейре ачасене халалланӑ пӗртен пӗр радио. Ӑна Шупашкарта, ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 103,0 Мгц хумсем ҫинче итлеме май пулӗ.
Радио талӑкӗпех ӗҫлӗ. Унта ача-пӑча юррисем, спектакльсем, ӑс-тӑна аталантаракан программӑсем, информаци программисем (ашшӗ-амӑшӗ валли те) эфира тухӗҫ.
Аса илтерер: 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче «Ача-пӑча радиовӗ» РФ Коммуникаци ҫыхӑнӑвӗсен министерствин федераци конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Халӗ ҫак радиова Раҫҫейри 29 хула итлеме пултарать.
Акӑлчан чӗлхиллӗ пресса асӑнассипе Чӑваш ен пӗлтӗрхи ҫул рейтингӗнче 41-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Тӗпчеве «Смыслография» тӗпчев агентстви тата Dow Jones компани ирттернӗ.
Рейтинга йӗркелекенсем акӑлчан чӗлхипе тухса тӑракан массӑлла информаци хатӗрӗсенчен уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ 100 МИХа сӑнанӑ. Рейтинга йӗркелекенсем лайӑхпа палӑртнӑ регионсене кӗртнӗ.
Ют ҫӗршыври МИХсенче Раҫҫей регионӗсене икӗ тӗп самант енӗпе палӑртаҫҫӗ иккен: нефтьпе газ отрасльне тата ҫак секторти вӑйӑҫӑсем регион шайӗнче епле ӗҫленине каласа кӑтартаҫҫӗ-мӗн. Кунсӑр пуҫне спортри пулӑмсене те ҫутатаҫҫӗ. Уйрӑмах — Раҫҫей премьер-лигине кӗрекен Раҫҫей футбол клубӗсем пирки ҫырса кӑтартаҫҫӗ иккен. Ытти ҫулсенче патшалӑхӑн ертӳҫисем регионсене пырса кайнине те ҫырса кӑтартнӑ пулсан, акӑлчан чӗлхипе тухса тӑракан МИХсем пӗлтӗр ҫавна пӗлтерӗшлех тесе йышӑнман курӑнать — ун пирки каласа кӑтартсах аппаланман.
Рейнтингра Сахалин, Томск облаҫӗсем, Ханты-Мансийск автономи округӗ, Калининград облаҫӗ, Краснодар, Пермь енӗсем, Чулхула облаҫӗ, Тутарстан, Самар облаҫӗ тата Тинӗсҫум енӗ малти вырӑна йышӑннӑ. Рейтингра Мускава шута илмен, мӗншӗн тесен ҫӗршывӑн тӗп хулине регионсемпе танлаштарни тӗрӗс мар тесе йышӑннӑ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |