Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: «Авангард» хаҫат парнисемшӗн тупӑшнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 07.09.2014 15:03 | 1774 хут пӑхнӑ
Спорт

Авӑнӑн 6-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче Сывлӑх кунӗпе килӗшӳллӗн «Паттӑр» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче район администрацийӗн тата «Авангард» район хаҫачӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика эстафети иртнӗ. Кӑҫал мероприятие «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» форума халалланӑ.

Эстафетӑна кӗҫӗннисем те, аслисем те хутшӑннӑ. Шкул ачисем 100–200 метр чупнӑ, аслисем — 400 метр таран.

Ветерансем те тупӑшнӑ. Ку ушкӑнра яланах Сӑкӑтри Николай Ларионов хутшӑнать. Вӑл 75 ҫулта. Ҫавӑн пекех Аслӑ Арапуҫри 70-ти Арсений Иванов, Туҫари Валерий Салмин, Аслӑ Чеменри Василий Бахмисов, Хурама Тӑвар ялӗнчи Терентий Давыдов, Турханти Геннадий Осипов тата ыттисем хутшӑннӑ.

Шкулсен хушшинче Патӑрьелти 1-мӗш тата 2-мӗш шкулсем, Аслӑ Арапуҫри тата Аслӑ Чементи шкулсем уйрӑмах маттур пулнӑ.

Номинацисенче ҫӗнтернисене тата призерсене Дипломсемпе, парнесемпе чысланӑ.

Сӑнсем (73)

#Авангард, #хаҫатсем, #спорт, #эстафетӑсем, #МИХсем, #Аслӑ Арапуҫ, #Патӑрьел, #шкулсем, #Туҫа, #Аслӑ Чемен, #Турхан, #Хурама Тӑвар

 

Комментари:

Migulaj // 1902.46.6840
2014.09.08 14:50
Кăмăллă хыпар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем