Паян, Журналистсен пӗршухӑшлӑхӗн пӗтӗм тӗнчери кунӗнче, Чӑваш Енти журналистсем хӑйсен пӗтӗҫӳлӗхне фитнес-зарядкӑра кӑтартассине эпир хыпарланӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, спорт акцине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ Чӑваш Енӗн Журналистсен союзӗ пулӑшнипе йӗркелерӗ. Чӑваш парламенчӗн хаҫачӗшӗн кун пек мероприятисем ҫӗнӗлӗх мар-ха: унта ӗҫлекенсем ҫӗннине шухӑшласа кӑларсах тӑраҫҫӗ. Ирхи хусканӑва Шупашкарти Журналистсен скверне тӗрлӗ пичет кӑларӑмӗнче, теле- тата радиоэфирта ӗҫлекенсем самайӑн пухӑнчӗҫ.
Программӑна «Джус» фитнес-клубӑн инструкторӗ Татьяна Чурилова ертсе пычӗ. Журналистсемпе пӗрле хускану тума ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, тӗнче тата Европа Алина Иванова хутшӑнчӗ.