Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Ҫумӑр пулсан зарядкӑна журналистсем сунчӑкпа тухӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 04.09.2014 20:36 | 1558 хут пӑхнӑ
Спорт

Тунтикун, авӑнӑн 8-мӗшӗнче, Журналистсен пӗршухӑшлӑхӗн пӗтӗм тӗнчери кунӗнче, Чӑваш Енти журналистсем хӑйсен пӗтӗҫӳлӗхне кӑтартма пултарӗҫ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ Чӑваш Енӗн Журналистсен союзӗ пулӑшнипе массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсене, калем, теле- тата радиоэфир ӑстисене, тата, паллах, вулакансене, куракансене тата итлекенсене, ирхи хусканӑва чӗнет.

Активлӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине кӑмӑллакансене Шупашкарти Журналистсен скверне йыхравлать. Акци 10 сехетре пуҫланать.

Программӑна «Джус» фитнес-клубӑн инструкторӗ Татьяна Чурилова ертсе пырӗ. Журналистсемпе пӗрле ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл илме Олимп чемпионки, Европа тата тӗнче рекордсменӗ, 2003 ҫулта Шупашкарта иртнӗ Европа Кубокӗн тата 2004 ҫулхи Тӗнче Кубокӗн ҫӗнтерӳҫи, СССР спорт тава тивӗҫлӗ маҫтӑрӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Елена Николаева хутшӑнмалла.

Ҫумӑр пулсан та журналистсем зарядкӑна тӑма шантараҫҫӗ, «Ҫапсах ҫусан сунчӑк йӑтса тухӑпӑр», — теҫҫӗ. Ыйтусем пулсан (8352) 62-82-00 номерпе шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ.

#Республика, #МИХсем, #хаҫатсем, #спорт, #Шупашкар

 

Комментари:

Migulaj // 1902.46.6840
2014.09.05 15:44
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕ вырăссеи валли çеç тухать-им?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем