Ҫак кунсенче Етӗрне районӗнчи Палтайри вӑтам шкул ҫине юнашар ялти Чурпай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш киноактрисин Тани Юн ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарчӗҫ. Тани Юн (Максимова-Кошкинская) (28.1.1903–6.10.1977) паллӑ ҫыравҫӑ, драмтеатр артистки, куҫаруҫӑ «Чӑвашкино» студире ӳкернӗ чылай чӑвашла фильмсенче паллӑ рольсене ӑсталанӑ. Чи пӗрремӗш хут сцена ҫине вӑл Палтайра 1920 ҫулта Н.Ефремов ҫырнӑ «Пуян Карук» пьесӑра тухнӑ. Ку вӑхӑтра Тани Юн Етӗрнере вӗреннӗ, ӑна Палтай ялне хутла пӗлменнисене хутла вӗрентме янӑ пулнӑ.
Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Н. Маловпа В. Павлов, Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ В. Кузьминпа унӑн ҫумӗ А. Иванова, республикӑри кинематографистсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Ультиар Цыпленков, киноархив директорӗ А. Белов, Чӑвашдрамтеатр артисчӗсен ушкӑнӗ, вӗсем хушшинче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, Тани Юнӑн тӑванӗн хӗрӗ С. Березкина сӑвӑҫ, Етӗрнери тӗп вулавӑш директорӗ Н. Долгова тата вырӑнти халӑх хутшӑнчӗ.
Панкрута кӗрсе ӳкнӗ Чӑваш Енри предприятисем РФ Пенси фончӗ умӗнче темиҫешер миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Ку укҫа виҫи 223 мллион тенкех ҫитнӗ. Кунта пени те кӗрет, тӗп парӑм та. Юлашкинчен асӑнни 140 миллион тенкӗрен иртнӗ.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне панкрутри предприятисемпе уйрӑм усламҫӑсен хисепӗ 320-е ҫитсе кайнӑ. РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри Уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пенси страхованийӗпе Атӑлҫи пир-авӑр компанийӗ, Етӗрнери тимӗр япаласен савучӗ, «Чӑваш Енӗн авиалинийӗсем» акционерсен обществи, Муркаш районӗнчи «Ударник» федерацин унитарлӑ предприятийӗ, Шупашкарти «Электровӑй» электрооборудовани савучӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Ремсервис» муниципалитет предприятийӗ, Канаш районӗнчи «Керамика» тулли мар явпалӑ общество уйрӑмах пысӑк парӑмлӑ.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗ тӗлӗнче, пӗлтӗрхи раштавӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен, карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен компанисенчен пӗри (реклама евӗр йышӑнасран хӑшне каламӑпӑр) ҫынсем миҫе хутчен шӑнкӑравланине шута илнӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫынсем пӗр-пӗринпе 4 миллион хут ытла ҫыхӑннӑ иккен. Ку вӑл, тепӗр хут палӑртар, пӗр компани кӑтартӑвӗ кӑна. Уйрӑмах нумай калаҫакансем Сӗнтӗрвӑрринче, Етӗрнере тата Ҫӗрпӳре пурӑнаҫҫӗ.
SMS-ҫыхӑнупа та усӑ куракансем йышлӑ. Ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш сехетӗнче клиентсем Пысӑк совет энкциклопедийӗнчен 15 хут пысӑкрах текстлӑ SMS-хыпар шӑрҫаланӑ. Ку вӑл пурин ҫырӑвне пӗрле хушсан пухӑнать.
Интернет-трафик калӑпӑшӗ те кӑҫал унчченхи ҫулхинчен аванах пысӑк пулнӑ — икӗ хута яхӑн иккен. Тӗнче тетелӗнче ҫынсем кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче уйрӑмах нумай ларнӑ. Вӗсем информаци уҫласа илнин калӑпӑшне фильм ҫине куҫарсан ҫакӑ 7 пин ытла фильмпа танлашать.
Халӑх тӑваттӑмӗш ӑрури ҫыхӑнупа уйрӑмах усӑ курать-мӗн. Карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекенсене илсен, ун пекки ҫине республикӑри тӗп компанисем пурте тивӗҫтереҫҫӗ.
Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗнчи «Выл» территорийӗнче районта кашни ҫул иртекен пӑр уявӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене район пуҫлӑхӗ Александр Краснов, Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Татьяна Леонтьева тата Етӗрне район депутачӗ Петр Столяров саламланӑ.
Командӑсем пӑр ҫинче мечӗкпе хоккей вылянӑ, анчах урана тӑркӑч (коньки) мар — ҫӑматӑ тӑхӑнса. Чемпионатра район администраци команди, Етӗрне хулинчи депутатсен ушкӑнӗ тата районти ял хуҫалӑх ертӳҫисен командисем ӑмӑртнӑ. Хӗрӳллӗ тупӑшура ҫӗнтерӳҫӗ ята Етӗрне хулинчи депутатсен ушкӑнӗ тивӗҫнӗ.
Етӗрне администрацин пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Семенов «Чи лайӑх хапхаҫӑ», Сергей Бобылев «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ», район администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин «Чи лайӑх тапӑнакан» ята тивӗҫнӗ. Владимир Николаевич пӗтӗмпе ултӑ мечӗк ҫапса кӗртме пултарнӑ.
Юлашкинчен район администраци пуҫлӑхӗ ҫӗнтерӳҫӗ командӑна кубок парса чысланӑ.
Сӑнсем (150)
Етӗрне районне ӗҫпе Мускаври «Зюдвест Пресс» хаҫатӑн журналисчӗ Штефан Шолль килсе кайнӑ. Нимӗҫ корреспондентне Раҫҫей ҫыннисен пурнӑҫӗ кӑсӑклантарать. Уйрӑмах — пӗчӗк хуларисен. Вӑл вӗсем пирки статьясем ҫырать.
Германире сас-хура тухнӑ-мӗн. Украинӑри лару-тӑрӑва пула, санкцисем йышӑнсан Раҫҫей ҫыннисем выҫӑ лараҫҫӗ имӗш. Штефан Шолль ҫакна уҫӑмлатма тӑрӑшнӑ.
Вӑл Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Кузьминпа тӗл пулнӑ. Пуҫлӑх район ӗҫӗ-хӗлӗ пирки, ял хуҫалӑх ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Владимир Николаевич журналиста района нимӗнле санкци те пырса тивменнине ӗнентернӗ. Пачах тепӗр май — ял хуҫалӑха аталантармалли майсем туса панӑ.
Шолль Етӗрнери аш-какай комбинатне ҫитнӗ. Сергей Якушев директор пур ыйтӑва та хуравланӑ, цехсенче экскурси ирттернӗ. Санкцисем пулсан та комбинат аталанать-мӗн, унта кӳрсе килнӗ какай ҫук. Журналист «Ядринмолоко» организацие те ҫитнӗ. Нимӗҫ ҫынни ҫав предприятисенче нимӗҫ хатӗр-хӗтӗрӗпе ӗҫленинчен тӗлӗннӗ.
Штефана хулапа та паллаштарнӑ, музее илсе кайнӑ. Хӑна лайӑх кӑмӑлпа уйрӑлнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Етӗрнери ача-пӑча вулавӑшӗнче «Ҫӗнӗ ҫул парни — ача-пӑча вулавӑшне» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртнӗ. Вулавӑша ҫӳрекенсем, Етӗрнери 3-мӗш пуҫламӑш шкулта вӗренекенсем, «Ылтӑн уҫӑ» ача пахчин шӑпӑрланӗсем вулавӑша пӗр уйӑхра 200 ытла кӗнеке-журнал, 14 сӗтелҫи вӑййи парнеленӗ.
Акци вулавӑшӑн мӗн чухлӗ нумай тус пулнине кӑтартнӑ. Милена Журавлева тата Нина Петрова 16 кӗнеке парнеленӗ. Егорпа Вадим Дербеневсем ачасем валли 52 кӗнеке тата сӗтелҫи вӑййи йӑтса килнӗ.
1, 4-мӗш классенче вӗренекенсем тата ача пахчинчи шӑпӑрлансем те интереслӗ кӗнекесем парнеленӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ. Акцие хутшӑннисене Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Сӑмах май, вулавӑша сахал укҫа уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа вулакансем парнеленӗ кӗнекесем темрен те хаклӑ.
Паян Етӗрне хулинпе тата районӗшӗн паллӑ пулӑм иртнӗ. Унта ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. «Сывлӑм пӗрчи» ят панӑскер хулан илемлӗ вырӑнӗнче вырнаҫнӑ — виҫӗ хутлӑ ҫурта Етӗрне варринче ҫӗклесе лартнӑ. Вӑл аякранах курӑнса ларнине пӗлтереҫҫӗ.
Хӗрлӗ хӑю каснӑ ятпа йӗркеленӗ мероприятие наци тумӗ тӑхӑннӑ хӗрпе каччӑ ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илнӗ. Уява Хӗл Мучипе Юрпике те пырса ҫитнӗ. Савӑнӑҫлӑ уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин уҫнӑ. Район администрацийӗ ячӗпе ача пахчине вӑл юр тасатмалли машина парнеленӗ.
Сӑнсем (105)
Етӗрне пульницинче арҫын вилнӗ. Ку — тухтӑрсене пула теҫҫӗ. Арҫыннӑн диагнозне вӑхӑтра тӗрӗс палӑртман, сиплев курсӗ ҫырса паман.
Ҫавна май следовательсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юпан 27-мӗшӗнче «Сӑрҫи» вӑй-халпа спорт комплексӗнче хусканусем тунӑ чухне 31 ҫулти арҫынна япӑх пулса кайнӑ. Ӑна госпитализациленӗ, анчах васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ диагноз тӗрӗс мар лартнӑ.
Медперсонал электрокардиограмма туман, сиплев палӑртман. Тепӗр икӗ сехетрен арҫын вилнӗ. Унӑн миакарда инфаркчӗ пулнӑ-мӗн.
Халӗ ку ӗҫ-пуҫа тишкереҫҫӗ. Судпа медицина тӗрӗслевӗ тума палӑртнӑ. Ҫакна курнисенчен, медерсоналтан ыйтса пӗлеҫҫӗ.
Ӗлӗк хӗрарӑмсем хирте тырӑ вырнӑ вӑхӑтрах ҫӑмӑлланни те пулнӑ. Халӗ самани урӑх та, пулас амӑшӗсем хӑйсене питӗ перекетлеҫҫӗ.
Ача ҫуратма ҫӑмӑл пултӑр тесе тухтӑрсем те вӗсене тем тӗрлӗ сӗнӳ-канаш параҫҫӗ, ҫуратма лайӑхрах пултӑр тесе ятарлӑ зарядка та тутараҫҫӗ. Етӗрнере, ав, пулас амӑшӗсем валли «Тӗлӗнтермӗш кӗтнӗ май» проект шухӑшласа кӑларнӑ. Районти ача-пӑча пултарулӑх центрӗн педагогӗсем амӑш пулма хатӗрленекенсене хырӑмри ачана сӑпка юрри епле витӗм кӳни пирки ӑнлантарма палӑртаҫҫӗ. Заняти раштавӑн 5-мӗшӗнче иртмелле. Сӑпка юрри пирки ӑнлантарнисӗр пуҫне «Ташӑ терапийӗ» тренинг иртӗ. Кӗвӗ-ҫемӗн усси пирки те чарӑнса тӑрӗҫ.
Етӗрнере пурӑнакан Раимовсем йывӑрлӑхсемпе куҫа-куҫӑн тӗлпулнӑ. Вӗсем сусӑр хӗре воспитани параҫҫӗ, хӑйсем вара общежитире 14 ҫул пурӑнаҫҫӗ. 2003 ҫултанпа вӗсем пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатассишӗн чупкалаҫҫӗ.
Ольга Раимова ҫуралнӑранпа йывӑр чирпе аптӑрать. Вӑл утаймасть, ҫавӑнпа кӳмепе ҫӳрет. Оля 14 ҫулта, ҫак тапхӑрта вӑл ашшӗпе, амӑшӗпе, пиччӗшӗпе тата асламӑшӗпе пӗчӗк пӳлӗмре пурӑнать.
Ваннӑй ҫук, унтах ҫиеҫҫӗ, унтах ҫывӑраҫҫӗ. Оля патне кашни кун вӗрентекен килет. Ҫуртран кӳмепе тухма йывӑр, лифт та, пандус та ҫук. Ҫавна пулах Оля уҫӑлма та часах тухаймасть.
Ҫемьен хваттер илмешкӗн укҫа ҫук. 2003 ҫулта вӗсем документсене пухса ҫурта лайӑхлатмашкӑн черете тӑнӑ. Унтанпа ӗҫ кайман-ха. Ҫавӑнпа ҫемье судран пулӑшу ыйтнӑ.
Администрацире ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хула администрацийӗ кун валли укҫа илмен. Суд пулсан ку ыйту татӑлмаллах. Вӑл раштавӑн 8-мӗшӗнче пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |