Ҫак кунсенче «Сӗтев» хаҫачӗ тата унӑн тӗп редакторӗ Эдуард Мочалов тӗлӗшӗпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ — тӗпчевҫӗсем редакцине тата журналистсем патне ҫитсе шырав ирттернӗ.
Владимир Кожевников ҫапларах каласа панӑ: «Ман килте шырав ирттерчӗҫ, пӗтӗмпех ухтарчӗҫ. Экстремисла материалсем шырарӗҫ. Хытӑ диск, темиҫе диск, архиври хаҫат кӑларӑмӗсене илсе кайрӗҫ». Унсӑр пуҫне редакцире техника таврашне тата хаҫат тиражне илсе кайнӑ.
Пуҫиле ӗҫе Етӗрнери районсен следстви пайӗ пуҫарнӑ. Хальхинче йӗрке хуралҫисене 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче пичетленсе тухнӑ «Мы татары, а не русские» (чӑв. Эпир вырӑссем мар, тутарсем) статья кӑсӑклантарать иккен. Статья авторӗ — Фаузия Байрамова ҫыравҫӑ. Вӑл опозицилле «Иттифак» партине ертсе пырать, ҫавӑн пекех тутар наци юхӑмӗн паллӑ ҫыннисенчен пӗри.
«Чӑваш пичечӗ» «Ирӗклӗх» общество пуҫарнӑ чӑваш чӗлхи акцине хутшӑннӑ.
Аса илтермешкӗн: «Ирӗклӗх» хастарӗсем Шупашкарта клиентсемпе ӗҫлекен организацисене «Кунта чӑвашла калаҫатпӑр» тесе ҫырнӑ хутсем ҫыпӑҫтарма тытӑннӑ. Ку обществӑра чӑвашла калаҫассине сарма пулӑшасса шанаҫҫӗ вӗсем.
Нумаях пулмасть «Ирӗклӗх» «Чӑваш пичетне» акцине хутшӑнма чӗнсе ҫыру янӑ. Предприятин тӗп деректорӗ Станислав Александров-Убасси сӗнӗве йышӑннӑ. Анчах «Чӑваш пичечӗ» текста кӑштах улӑштарнӑ: «Кунта чӑвашла та ыйтма пултаратӑр».
«Ирӗклӗх» хатӗрленӗ ҫыпӑҫтаркӑчсем Шупашкарти тата республикӑри киосксенче иртнӗ эрнере курӑнма пуҫланӑ. Вӗсене сутуҫӑсем чӑвашла пӗлекен киосксенче ҫеҫ ҫыпӑҫтарнӑ.
«Ирӗклӗх» пуҫарнӑ акципе килӗшӳллӗн хальлӗхе 300 ытла ҫыпӑҫтаркӑч вырӑн тупнӑ. Ҫитес вӑхӑтра организаци республикӑри ытти предприятие ҫыру яма палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче — Етӗрнери тата Вӑрнарти аш-какай комбиначӗсем, «Ҫӑкӑр», «Букет Чувашии», «Акконд», «Смак» АУОсем.
Етӗрнере пурӑнакан Анна Иванова пахчинче куҫ алчӑраса каять. Унта кӗлчечекӗн 40 ытла сорчӗ тата 90 тӗслӗ лили ӳсет.
Анна Иванова пахчинче чи черчен чечексем те вӑй илсе ешереҫҫӗ. Ав ту ҫинче ӳсекен тамариск ытларах пушхирте тӗл пулать. Анна Иванова вара ӑна хӑйӗн килӗнче ҫитӗнтерме пултарнӑ. Ӑна валли ятарласа 10 витре хӑйӑр илсе килнӗ, тӑпрана тӑвар сапнӑ.
Анна Иванова Казахстанра ҫуралнӑ. Стройкӑра ӗҫленӗ. Чечексем ӑна ача чухнех килӗшнӗ. Унӑн чи юратнӑ ҫеҫкисем — салтак тӳми тата ирис. Анна Иванова Етӗрнене 20 ҫул ытла каялла куҫса килнӗ. Унтанпа чечексемпе кӑсӑкланать. Кашни ҫулах хӑй пӗлмен чечек вӑрри туянать. Халӗ унӑн пахчинче 600 ытла чечек ешерет. Пӗррехинче пахчара тӗлӗнмелле илемлӗ тюльпан ҫурӑлнӑ.
— Савӑнӑҫа никампа пайлама ҫук. Ун чухне упӑшка ҫывӑратчӗ. Ӑна чӗнтӗм. Чечекпе иксӗмӗр килентӗмӗр, — тенӗ Анна Иванова ПТРК корреспондентне.
Анна Иванова чечексене ача пекех пӑхать. Пахчара ятарласа пӗве тунӑ. Чечексене пӗчченех пӑхать — ҫак ӗҫе никама та шанмасть вӑл.
Анна Иванован хӗлле те чечексем ҫурӑлаҫҫӗ. Тӗрӗсрех каласан, вӑл хӗлле вӗсене тӗрлет.
Культура эткерлӗхӗн ӗскерӗсене (объекчӗсене) упраса хӑварассипе республикӑра епле ӗҫсем ирттернине чӑваш парламенчӗ тишкернине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енре культура эткерлӗхӗ тесе хаклакан 702 ӗскере шута илнӗ. Ҫав шутран 440-шӗ — республика пӗлтерӗшлӗ, 221-шӗ — федераци шайӗнче. 702 объектран 56-шӗ федераци харпӑрлӑхӗнче шутланса тӑрать, 36-шӗ — республикӑн, 80-шӗ — муниципалитетсен. Пысӑк пайӗ, 217-шӗ, — уйрӑм ҫын е пӗр-пӗр предприяти харпӑрлӑхӗнче. Кунсӑр пуҫне хуҫасӑрррисем те пур.
Кӑҫал вунӑ ытла палӑка юсамалла. Ун валли федераци тата республика хыснисенчен 71 миллион тенкӗ уйӑрмалла.
Ытларикунпа юнкун республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов культура эткерлӗхӗ шутланакан Етӗрнери ҫуртсене ҫитнӗ. Авалхи ҫав хулара кӑна, ав, 59 обьект вырнаҫнӑ. Унти тӗп вулавӑш хӑй вӑхӑтӗнчи Земство пухӑвӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна 1879 ҫултах тунӑ. Етӗрнери ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗ 1911 ҫулта туса лартнӑ куҫ пульницин ҫуртӗнче тӗпленнӗ. Пӗлтӗр музея юсама республика хыснинчен ҫур миллион тенкӗ уйӑрнӑ, районтан — 100 пин.
Ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ Агриппина Тимофеева 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ.
Агриппина Тимофеевна Элӗк районӗнчи Иштерек ялӗнче ҫуралнӑ. Пурнӑҫӗ йывӑр килнӗ. 7 ҫулта ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Унӑн шкула ҫӳреме те май пулман. Агриппина Тимофеева ӗне кӗтӗвне пӑхнӑ, куншӑн ӑна апат ҫитернӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Етӗрне хули ҫывӑхӗнче окоп чавнӑ. Унтан Ҫӗмӗрле хулинче вӑрман каснӑ. Кун хыҫҫӑн Ҫӗрпӳре ҫул хывнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ.
Агриппина йывӑр ҫулсене халӗ те аса илет. Вӗсем халӗ те ӑна тӗлӗкре курӑнаҫҫӗ-мӗн. Хӑй каланӑ тӑрӑх, пурнӑҫӗнче вӑл темӗн те курнӑ, анчах йывӑр ҫулсем унӑн асӗнчен халӗ те тухмаҫҫӗ.
100 ҫулти кинемей ҫулсене кура мар йӑрӑ. Вӑл ӗҫлеме юратать, хускалмасӑр лараймасть.
Агриппина Тимофеевна халӗ 7 мӑнукӗпе, 8 мӑнук ачипе тата вӗсен 1 ачипе киленет. Кинемей хӗрӗпе пурӑнать.
Ҫук, вӑрласа кайман. Кӗпер карлӑкне ҫӗнетнӗ те Етӗрнери сӗт ҫавучӗ патӗнчи Сӑр урлӑ каҫаракан кӗпере чӑваш эрешӗсемсӗр хӑварнӑ. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмаха» вулакан пӗлтернӗ.
Карлӑка ҫу уйӑхӗн варринче ылмаштарнӑ иккен. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлакансенчен ыйтсан лешсем проект ҫапла пулни пирки пӗлтернӗ. «Ирӗклӗ сӑмах» вулаканӑн шухӑшне те илсе кӑтартать. Карлӑка улӑштарма нимӗнле сӑлтав та пулман имӗш, вӑл чиперех пулнӑ. Ҫул сийне юсани те ҫителӗклӗ пулни пирки ӑнлантарать вӑл.
Етӗрне ҫывӑхӗнче ҫухалнӑ пулсан тепӗр вырӑнта чӑваш эрешӗллисем ҫине улӑштарнӑ. Сӑмах кунта Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнчи ҫул хӗрринчи карта пирки пырать. Унччен ахальли кӑначчӗ пулсан ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче посёлока кӗнӗ вырӑнта, Лапсар паркӗ ҫумӗнче, чӑваш эрешӗллисене вырнаҫнарчӗҫ. Хӗлпе ҫур кунӗсенче малтанхи карта юрӑхсӑра тухнӑччӗ те урапасем ҫул хӗррине пӑсма тытӑннӑччӗ. Ҫӗнӗ карта тытнӑ май чӑваш эрешӗллисене суйланӑшӑн Ҫӗнӗ Лапсар посёлокне ырласси кӑна юрать.
Ҫу уйӑхӗн 16–18-мӗшӗсенче Атӑлӑн йӑлӑм енче ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсен слечӗ иртнӗ. Унта Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗ ҫумӗнчи ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн «Ҫамрӑк таврапӗлӳҫесем» команди, Етӗрне районӗнчи 1-мӗш гимназин «Тӑван Ен» команди хутшӑннӑ.
Ачасем слета хатӗрленнӗ май тӑван ен культурин историне аса илнӗ. Вӗсем слетра 9 конкурсра тупӑшнӑ. Хӑйсене паллаштармалли конкурсра Юнкӑсем ҫӗнтернӗ. «Халӑх вӑййисем» конкурсра Етӗрне районӗн ачисем Сутмалла, Муркаш районӗн команди Тутӑрла вылянӑ. Кунта «Тӑван Ен» команда ҫӗнтернӗ.
«Наци кухни» конкурсра наци ҫимӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Юнкӑсем чӑкӑт хатӗрленӗ, Етӗрне районӗ — шӑрттан. Кунта туслӑх ҫӗнтернӗ.
«Таврапӗлӳ объекчӗ пирки каласа кӑтартасси» конкурсра «Чӑваш Ен» санаторипе паллаштарнӑ. Яш-хӗр 3 сехет кун пирки информаци пухнӑ. Кунта Юнкӑсем маттуртарах пулнӑ.
«Таврапӗлӳҫӗсем — пӗлӳҫӗсем» конкурсра Чӑваш Ен историйӗпе географийӗ пирки ыйтусене хуравлама тивнӗ. Кунта вара «Тӑван Ен» ҫӗнтернӗ.
«Наци йӑлине кӑтартасси» конкурсра Улӑп каҫне тата Ача ҫуралнине кӑтартнӑ.
«Эпир — Раҫҫейӗн аслӑ культурин пайӗ» ятпа Етӗрнери Культура ҫуртӗнче Анисим Асламас ячӗллӗ вырӑнти ӳнер шкулӗн отчет концерчӗ иртнӗ. Ӑна Раҫҫейре кӑҫал палӑртнӑ Культура ҫулталӑкне тата Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анисим Асламас чӑваш композиторӗ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Концерт пуҫланиччен шкул директорӗ В.Г. Александрова вӗренӳ учрежденийӗн ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен доклад тунӑ. Районта тата республикӑра иртекен концертсемпе мероприятисене ҫулталӑкра 50 хут ытла хутшӑннӑ. Фестивальсемпе конкурссене те сиктермеҫҫӗ, лауреатсемпе дипломатсем пулса тӑраҫҫӗ. Уйрӑмах пултаруллисенчен пӗри, Валентина Маркова, Чӑваш Ен Элтеперӗн стипендине тивӗҫнӗ, Владимир Иванов — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Николай Маловӑн стипендине.
Отчет хыҫҫӑн концерт пуҫланнӑ. Тӗрлӗ инструментпа вылянӑ тата каланӑ ачасем: фортепианӑпа, баянпа, гитарӑпа. Хорпа та юрланӑ, уйрӑмшарӑн та, ташласа та кӑтартнӑ.
Сӑнсем (43)
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 69 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Республикин «ГАЗ-21 клубӗ» «Ретро» (ятне ҫырни ҫыпӑҫуллах мар пек те, пӗлеҫҫӗ пуль — ӑна йӗркелекенсем ятне ҫавӑн пек шухӑшласа кӑларнӑ) общество организацийӗ «Шупашкар — Муркаш — Элӗк — Вӑрнар — Хӗрлӗ Чутай — Етӗрне — Шупашкар» маршрутпа авточупу йӗркелеме шут тытнӑ. Ҫула вӗсем ӗнер тухнӑ.
Элӗкри пирки вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ сала тӑрӑх ГАЗ-67, ГАЗ-69, ГАЗ-21, М-20 «Победа», ГАЗ-14 «Чайка», DODGE-WC61 машинӑсем колоннӑпа тӗп урам тӑрӑх иртнӗ. Унтан машинӑсем Культурӑпа кану паркӗ патне ыпрса чарӑннӑ. Авточупӑва хутшӑнакансене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов саламланӑ.
Клуб историйӗ пирки калас тӑк, ӑна 2009 ҫулхи ака уйӑхӗнче пуҫарнӑ иккен. Ун чухне пӗр шухӑшлӑ виҫӗ ҫын пӗр шухӑшлӑ пулнӑ. Ик ҫулта йыш 25 ҫынна ҫитнӗ. Клуб пайташӗсем хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ машинӑпа мотоциклсен историне упраса хӑварасшӑн-мӗн. Хастарсем Шупашкарта тата республика шайӗнче иртекен мероприятисене хутшӑнаҫҫӗ.
Сӑнсем (6)
Халӑхӑмӑрӑн мӑнаҫланмалли уява — Ҫӗнтерӳ кунне — тӗрлӗ ҫӗрте хатӗрленеҫҫӗ. Культура тата вӗренӳ учрежденийӗсем уйрӑмах хастар.
Етӗрнери 1-мӗш гимназире вӗренекенсем, ав, ветерансем валли открытка хатӗрленӗ. Асӑннӑ учрежденири 5-мӗш «а» класра вӗренекенсем хӑйсен аллипе ӑсталанӑ открыткӑсене ветерансем тата тыл ӗҫченӗсем патне ҫитересшӗн. Ӑна вӗсем ҫу уйӑхӗн 9-мӗшне палӑртса хунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |