Паян Етӗрне хулинпе тата районӗшӗн паллӑ пулӑм иртнӗ. Унта ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. «Сывлӑм пӗрчи» ят панӑскер хулан илемлӗ вырӑнӗнче вырнаҫнӑ — виҫӗ хутлӑ ҫурта Етӗрне варринче ҫӗклесе лартнӑ. Вӑл аякранах курӑнса ларнине пӗлтереҫҫӗ.
Хӗрлӗ хӑю каснӑ ятпа йӗркеленӗ мероприятие наци тумӗ тӑхӑннӑ хӗрпе каччӑ ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илнӗ. Уява Хӗл Мучипе Юрпике те пырса ҫитнӗ. Савӑнӑҫлӑ уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин уҫнӑ. Район администрацийӗ ячӗпе ача пахчине вӑл юр тасатмалли машина парнеленӗ.
Сӑнсем (105)
Алина // 5198.9.0439
2014.12.28 12:22 | |
Мĕнле хитреленсе пырать Чăваш Таванăм Ĕн!Çĕнĕ пӳртсем çĕкленсе пыни,ача-пăча сачĕсене уçни ...кăмăла çĕклентереть,ĕç халăха хушса пыни ..питĕ килешеть.ман Ĕнче калаççĕ,Чăваш çыннисем ĕçчен халăх тесе....30 çул тухса кайсассăн-та,манса каяс çук Тăван Чăваш Ĕнне! |