Кӑҫал пирӗн республикӑра нумай хваттерлӗ 429 ҫуртри пӗтӗмӗшле пурлӑха юсасшӑн. Тӗплӗ юсавӑн 2016 ҫулхи программине Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсем, Улатӑр, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Шупашкар хулисем кӗнӗ.
Кӑҫалхи тӗплӗ юсав вӑхӑтӗнче нумай хваттерлӗ 24 ҫуртра ӑшӑ энергине, вӗри тата сивӗ шыва, ҫутта шутлакан счетчиксем вырнаҫтарасшӑн.
Тӗпле юсав программипе кунсӑр пуҫне хӑтлӑхпа ҫыхӑннӑ ытти ӗҫ-пуҫ та ирттерме палӑртнӑ-мӗн. Тӳре-шаран типӗ чӗлхи ҫине куҫсан тата Тӗплӗ юсав фончӗн сайтӗнче илсе кӑтартнӑ пек каласан, 42607 ҫыннӑн пурнӑҫ условине лайӑхлатмалла.
Етӗрне районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗн сотрудникӗсем раштавӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 15-мӗшччен ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттернӗ. Кунта тӑрӑшакан полици ӗҫченӗсем вӑхӑтлӑха Хӗл Мучипе Юр Пике пулса йывӑр лару-тӑрура пурӑнакан ҫемьесене ҫитнӗ. Полицейски Хӗл Мучисем чылай ача-пӑчана тутлӑ кучченеҫпе хӑналаса савӑнтарнӑ.
Етӗрне тӑрӑхӗнче тӑлӑх ачасене тутлӑ канихветсемпе ыттисем те хӑналанӑ. Тӗслӗхрен, Шупашкарти «Бреслер ТЦ» ТМЯП. Нумай ачаллӑ ҫемьере ӳсекеннисем тата пушарсенче шар курнисем тӗпчев центрӗнчен 26 пинлӗх пулӑшу илнӗ — тумтир таврашӗ, хут-кӑранташ, пылак парнесем тата ытти япала. «Ачасене пылак ҫимӗҫсем» акцие Етӗрнери предприятисем те хутшӑннӑ: Чӑвашпотребсоюза кӗрекен Етӗрне аш-какай комбиначӗ, Етӗрне кирпӗч савучӗ, Чӑвашпотребсоюзӑн Етӗрнери райпо тата ыттисем.
Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Етӗрнери Октябрь: 50 ҫул урамра пушар алхаснӑ. Пӗр хутлӑ йывӑҫ ҫуртра ҫулӑм тухнӑ.
Пушар алхаснине урампа иртсе пыракан пӗр хӗрарӑм курнӑ. Ҫулӑм ҫурта самаях сиенлетнӗ. Ун хыҫҫӑн 81 ҫулти кил хуҫин тата унӑн 53-ри ывӑлӗн виллисене тупнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм тимсӗрлӗхе пула тухнӑ. Ахӑртнех, ҫуртра тахашӗ пирус туртнӑ. Ҫынсем сӗрӗмпе чыхӑнса вилме пултарнӑ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти Культура ҫуртӗнче Етӗрне хулинчи, Муркаш тата Хӗрлӗ Чутай районӗнчен килнӗ шахмат ӑстисем тупӑшрӗҫ.
20 шахмастист хӑйсен ӑсталӑхӗпе палӑрчӗҫ. Йывӑр кӗрешӳре малти вырӑна Хӗрлӗ Чутай районӗнчен килнӗ Александр Альгешкин йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Охандеров Николай, виҫҫӗмӗш вырӑнта — Семенов Александр.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Хисеп хучӗпе тата пылак парнепе чысларӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫулти пӗрремӗш куна Етӗрне хулинчи ҫынсем ҫутӑсӑр ирттернӗ. Электричествӑна каҫхи 9 сехетре сӳнтернӗ те ҫур ҫӗр иртсен ҫеҫ панӑ.
Алексей каланӑ тӑрӑх, ҫутта ӑнсӑртран сӳнтернӗ. Компьютер умне ларма та, телевизор курма та май пулман. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫутӑ ҫур хулан пулман. Ҫавӑнпа ҫурта ҫутма, телефонпа ҫутатса ҫӳреме тивнӗ. Вырӑнти горсвета шӑнкӑравланӑ – хурав пулман.
Электричество сӳннине халӑх тетелӗсенче сӳтсе явнӑ. Етӗрнесем хӑйсене Крымрисемпе танлаштарнӑ. Лешсем чылай вӑхӑт ҫутӑсӑр ларнӑ-ҫке-ха
Ҫак кунсенче Етӗрне районӗнчи «Присурье» (чӑв. Сӑрҫум) спорт комплексӗн 4-мӗш хутӗнче ирӗклӗ мелпе кӗрешекенсенсен тата теннис залӗ уҫӑлнӑ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре Етӗрне хулин пуҫлӑхӗ Фоланин В.И., Етӗрне районӗн вӗрентӳ пуҫлӑхӗ Филимонов А.А., районти пуху депутачӗсем Матвеев А.Н. тата Мешков С.В. хутшӑннӑ. Ку зал Етӗрне район депутачӗ Матвеев А.Н. пулӑшнипе уҫӑлнӑ. Мешков С.В. ачасене кӗрешмелли хатӗрсем тата мечӗксем парнеленӗ.
Матвеев Александр Николаевича Етӗрне район администрацин Хисеп хучӗпе тата Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт Министерствин Тав хучӗпе чысланӑ.
Спорта юратакансем ирӗклӗ мелпе кӗрешекенсем хушшинче иртнӗ турнира курса савӑннӑ, ҫӗнтерӳҫӗсем Хӗл Мучи парнине тивӗҫнӗ.
Сӑнсем (23)
Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрле хулинче ҫамрӑк гимнасткӑсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Етӗрне, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ хулисенчен тата Кӳкеҫ поселокӗнчен пуҫтарӑннӑ 4–10 ҫулхи ачасем халлӗхе гимнастикӑра пӗрремӗш утӑмсем ҫеҫ тӑваҫҫӗ пулин те ҫапах вӗсен пултарулӑхӗ куракансене савӑнтарчӗ.
Уяв хыҫҫӑн Хӗл Мучи пурне те саламласа парнесемпе чысларӗ.
Сӑнсем (19)
Ӗнер Етӗрнери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан иккӗмӗш шкулта вӗренекен кадетсемпе паттӑр подпольщиксен, Николайпа Варвара Волковсен, xӗpӗпe Нина Карагановӑпа унӑн мӑнукӗ Александр Караганов тӗл пулнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫлансан Николай Волков Белоруҫри Гродно хулинче фашистсене xиpӗҫ кӗрешмелли ушкӑн туса хунӑ. Ҫавӑншӑн ӑна, унӑн мӑшӑрне тата чылай подпольщика фашистсем тискеррӗн вӗлернӗ.
Паттӑр ҫap ҫынни вӗреннӗ шкулти кадетсен ушкӑнне кӑҫал Николай Волковӑн вилӗмсӗр ятне пани пирки ЧНКн пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева пӗлтерет.
Пухӑннисем паттӑр подпольщика асӑнса йӗркеленӗ стендпа паллашнӑ. Асӑну хӑмине хатӗрлеме И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ профессорӗ Владимир Васильев пуҫтарма пулӑшнӑ.
Нина Караганова ашшӗпе амӑшне вӗлерсен фашистсем хуҫаланакан Гродно хулинче шӑллӗпе иккӗшӗ ырӑ ҫынсем пулӑшнипе кӑна вилӗмрен ҫӑлӑннине, кайран Етӗрнене каялла килнине куҫҫуль витӗр каласа кӑтартнӑ.
Палӑкне мар-ха. Проектне. Чӑваш Енӗн Культура министерстви Федор Павлов драматург тата композитор палӑкӗ валли эскиз проекчӗсене йышӑннине эпир авӑн уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Палӑка Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищи умне вырнаҫтарасшӑн. Вӑл вӗренӳ заведенийӗ Мускав проспектӗнчи 33-мӗш ҫуртри 1-мӗш корпусра вырнаҫнӑ.
Аса илтеретпӗр, Федор Павлова чӑвашсен профессилле музыкине пуҫарса яраканӗ тата драматург тесе хаклаҫҫӗ. Вӑл 892 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнче ун чухнехи Хусан кӗпӗрнине кӗрекен Етӗрне уесӗнчи Чиркӳллӗ Патӑрьяль ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ вӑл Ҫӗрпӳ районне кӗрет.
Палӑк валли эскиз проекчӗсене чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнчӗҫ. Халӗ палӑк проекчӗсене халӑхпа сӳтсе явасшӑн. Ӗҫсене хаклас текенсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 1/15 ҫуртра (унта Хальхи ӳнер центрӗ вырнаҫнӑ) раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен кӗтеҫҫӗ.
Чӑваш Енре аптекӑна тивертсе яракана… йытӑ шыраса тупма пулӑшнӑ. Вӑл полицейскисене ирсӗр ҫын йӗрӗ ҫине ӳкме пулӑшнӑ.
Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхине Етерне хулинче аптека ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм хатӗр-хӗтӗре, эмелсене, сӗтел-пукана тӗп тунӑ. Специалистсем аптекӑна такам чӗртсе яма пултарнине палӑртнӑ.
Вырӑна оперативлӑ ушкӑн ҫитнӗ. Ҫав йышра Блэк ятлӑ йытӑ та пулнӑ. Йытӑ хурах йӗрӗ ҫине ӳксе полицейскисене ҫурт патне илсе ҫитерекен сукмакпа ертсе кайнӑ. Унти пӗр хваттерсенчен пӗринче унччен те судпа айӑпланнӑ, Муркаш районӗнче пурӑнакан арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ун чухне преступлени йӗрӗсӗнчен хӑтӑлма тӑрӑшнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |