Чӑваш Енӗн спорт министрӗнче ӗҫленӗ Сергей Шелтукова асӑнса паян Шупашкарти маунтинбайк центрӗнче йывӑр атлетика енӗпе республика турнирӗ иртнӗ.
РФ физкультурӑпа спорт отличникӗ, Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ усал чире пула пурнӑҫран пӗлтӗр уйрӑлнӑччӗ. Ун чухне вӑл 47-ре пулнӑ.
Сергей Шелтукова асӑнса паян республика шайӗнче уҫӑ ӑмӑрту ирттернӗ. Йывӑр атлетсем медальсен 20 комплектне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Ӑмӑртура пулнӑ Андрей Михайлов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗкри, Етӗрнери, Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти атлетсем уйрӑмах палӑрнӑ. Яна Мохина, Ирина Баймулкина, Наталья Шайманова, Александра Козлова, Анатолий Иноходов, Андрей Портнов тата ыттисем хӑйсен виҫисенче малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Етӗрне районӗнчи нумай ачаллӑ 94 ҫемьене ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Анчах вӗсенчен 20-шӗн лаптӑкӗнче ӑпӑр-тапӑр пулнӑ. Ҫавна май ку ыйтӑва прокуратура пӑхса тухнӑ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Етӗрне хула ял тӑрӑхӗн администрацийӗ 94 ҫемьене ҫурт-йӗр хӑпартмашкӑн хулара ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, ҫав лаптӑксенче нимӗнле сооруженисем те пулмалла мар. Анчах администраци ҫакна шута илмен.
Хӑш-пӗр лаптӑкра хуҫасӑр кивӗ зданисем, хуралтӑ таврашӗсем пулнӑ. Прокуратура Етӗрне хула ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.
Ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче хӑлтӑр-халтӑр ҫуртсем ларнине кура 20 ҫемье ӑна илме килӗшмен. Прокуратура ыйтнипе ятарлӑ организаци кадастр ӗҫӗсем ирттерет. Кун хыҫҫӑн вӗсене нумай ачаллӑ ҫемьесене парӗҫ.
Шупашкарти эрех савучӗ Етӗрнери эрех савучӗ конкуренци сакунне пӑхӑнман тесе шутлать. Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӑл Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленине тавӑҫ тӑратнӑ: Етӗрне савучӗ шутласа кӑларнӑ «Илем» ятлӑ эрех ҫинчи пике Шупашкар эрех савучӗ кӑларакан «Парне» бальзам ҫинчи хӗре питӗ аса илтерет-мӗн.
Етӗрнери эрех савучӗ «Илем» ятлӑ эрехе кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче регистрациленӗ. Продукцие хальлӗхе кӑларман-ха.
Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарти эрех савучӗ тӑратнӑ тавӑҫа утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӑхса тухма палӑртнӑ.
Чӑваш Енри икӗ хулан ҫӗнӗ статус пулӗ. Ку постановление республикӑри влаҫ органӗсен порталӗнче пичетленӗ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Постановлени официаллӑ майпа пичетленнӗ хыҫҫӑн 10 кунран вӑя кӗрет.
Ҫӗнӗ статуса Улатӑр тата Етӗрне хулисем тивӗҫӗҫ. Вӗсем малашне Чӑваш Ен историйӗпе культуришӗн пӗлтерӗшлӗ хуласем пулӗҫ.
Палӑртмалла: Улатӑр хули – 1552, Етӗрне хули 1590 ҫулта йӗркеленнӗ.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑмпа 51 ҫулти арҫын пӗр этеме тӑн кӗртес тенӗ. Тӑн кӑна мар-ха, тавӑрас шухӑшлӑскерсем ӑна леш тӗнченех ӑсатнӑ.
Пӑтӑрмахӗ нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрнере пулса иртнӗ. Арҫынпа хӗрарӑм хулара пурӑнакан 38 ҫулти арҫын хваттерне пырса кӗнӗ. Хайхискерне ҫавсем «УАЗ» машинӑна лартса хуларан илсе тухнӑ. Ҫын ҫӳремен вырӑнта ӑна вӗсем ҫавӑнта тупнӑ пӑралукпа пӑвса вӗлернӗ. Лешӗ сывлама пӑрахсан вырӑнтан хускалса кайнӑ. Ҫакӑ вӑл тавӑру пулнӑ. Шар курнӑ арҫын хӗрарӑма маларах пусмӑрланӑ-мӗн.
Вӑйпитти ҫухални пирки тӑванӗсем йӗрке хуралҫисене пуш уйӑхӗнче пӗлтернӗ. Арҫын виллине ака уйӑхӗнче, юр ирӗлсен, тупнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 13 ҫуллӑха, арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 14 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Вӗсем тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе присяжнӑй заседательсем пӑхса тухнӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Етӗрне Раҫҫей шайӗнчи пӗчӗк хуласене хӑтлӑлатмалли конкурса хутшӑннӑ. Лайӑх хыпар килнӗ: вӑл ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ.
Конкурса Воронежра пӗтӗмлететнӗ, укҫа-тенке тивӗҫнӗ хуласен списокне вуланӑ. Етӗрне 10 пин таран ҫын пурӑнакан хуласен йышӗнче палӑрнӑ, ун валли 40 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Конкурса хутшӑнмашкӑн Етӗрне хули проект хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе историе кӗрсе юлнӑ урама – Комсомольски ятлӑскере – хӑтлӑлатӗҫ.
Хӑтлӑх кӗртмелли урам пӗр ҫухрӑма яхӑн. Ӑна илемлетнӗ чухне провинци атмосферине упраса хӑварма шантараҫҫӗ.
Шупашкарти электромеханика колледжӗнче Чӑваш Енри ватӑсен конкурсӗ иртнӗ. Тӑнлавне пас тытнӑ ҫынсем компьютер умне ларса ҫак техникӑпа усӑ курма епле пӗлнине кӑтартса панӑ.
Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсра лайӑх кӑтартупа палӑрнисем Раҫҫей шайӗнче компьютер ӑсталӑхӗ енӗпе иртекен VIII чемпионата хутшӑнӗҫ.
Республикӑри конкурса 18 районти тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи ваттисем хутшӑннӑ. Вӗсен компьютер ӑсталӑхне икӗ категорие пайласа палӑртнӑ: «Компьютерпа усӑ курма пуҫлакан» тата «Компьютерпа пӗлсе усӑ куракан».
Компьютера лайӑх пӗлекенсенчен «Чи лайӑх хӑтлав» номинацире Шупашкар районӗнчи Константин Иванов ҫӗнтернӗ, тинтерех усӑ курма тытӑннисенчен — Шупашкарти Калинин районӗнчи Татьяна Ярлыкова.
«Компьютерпа усӑ курма пуҫлакан» категорире 1-мӗш вырӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Елена Ястребова тухнӑ, 2-мӗш вырӑна – Ҫӗнӗ Шупашкарти Валентина Пронина, 3-мӗш вырӑна – Шупашкарти Калинин районӗнчи Валерий Логинов.
«Компьютерпа пӗлсе усӑ куракан» категорире 1-мӗш вырӑнта — Етӗрнери Елена Аникина, 2-мӗш вырӑнта – Шупашкарти Калинин районӗнчи Татьяна Ярлыкова, 3-мӗш вырӑнта – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Венера Федорова.
Ҫӳп-ҫап тиесе тухнӑшӑн укҫа тӳлеме чӑрмавлӑччӗ: комисси те илетчӗҫ. Халӗ Чӑваш Енре кашни районта ку тӳлеве йышӑнмалли пунктсем уҫӑлнӑ. Вӗсенчен комисси илмеҫҫӗ. Офиссем ҫак адрессмпе вырнаҫнӑ:
Шупашкар, Мускав проспекчӗ 19-мӗш ҫурт, 11-мӗш корпус;
Ҫӗнӗ Шупашкар, Винокуров урамӗ, 10-мӗш ҫурт;
Улатӑр, Комсомол урамӗ, 17-мӗш ҫурт;
Элӗк, Совет урамӗ, 25-мӗш «А» ҫурт;
Патӑрьел, Ленин проспекчӗ, 16-мӗш ҫурт;
Вӑрнар, Чукунҫул урамӗ, 20-мӗш ҫурт;
Йӗпреҫ, Кооператив урамӗ, 5-мӗш ҫурт;
Канаш, Пушкин урамӗ, 14-мӗш ҫурт;
Куславкка, Ленин урамӗ, 55-мӗш ҫурт;
Комсомольски, Куйбышев урамӗ, 15-мӗш ҫурт;
Красноармейски, Ленин урамӗ, 26\1-мӗш ҫурт;
Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗнтерӳ лапамӗ, 9-мӗш ҫурт;
Сӗнтӗрвӑрри, Июль урамӗ, 27-мӗш ҫурт;
Муркаш, Гагарин урамӗ, 2-мӗш ҫурт;
Пӑрачкав, Колхоз урамӗ, 11-мӗш ҫурт;
Вӑрмар, Ленин урамӗ, 6-мӗш «А» ҫурт;
Ҫӗрпӳ, Куйбышев урамӗ, 41-мӗш ҫурт;
Шӑмӑршӑ, Карл Маркс урамӗ, 54-мӗш «А» ҫурт;
Ҫӗмӗрле, Октябрь урамӗ, 25-мӗш ҫурт;
Етӗрне, Октябрь: 50 ҫул урамӗ, 71-мӗш «А» ҫурт;
Елчӗк, Иванов урамӗ, 9-мӗш ҫурт;
Тӑвай, Ленин проспекчӗ, 40-мӗш ҫурт.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Сӑр юханшывӗнче ҫухалнӑ икӗ арҫыннӑн виллисене тупнӑ. Вӗсем – йӗкӗреш, 1956 ҫулта ҫуралнӑскерсем.
Ҫак йӗкӗреш Шупашкарта пурӑннӑ. Пӗр кунхине, акан 6-мӗшӗнче, вӗсем Етӗрне хули ҫывӑхне, Сӑр юханшывне, пулла кайнӑ. Хайхискерсем каҫхине ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Пӗрин арӑмӗ йӗкӗреш ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхине Сӑр юханшывӗнче икӗ арҫын виллине тупни пирки хыпар ҫитнӗ. Кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем пӑр айне анса кайнӑ, ҫыран хӗррине тухайман – ҫавӑнтах шӑнса вилнӗ.
Чӑваш Енри тӑватӑ хула Раҫҫейри конкурса хутшӑнать. Вӗсем хӑтлӑ хула хӑтлӑхне йӗркелекенсен конкурсӗнче тупӑшӗҫ. Кашниех хӑйсен уйрӑм территорийӗсене тӑратнӑ.
Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йерпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче асӑннӑ конкурса материалсене суйласа илекен ведомствӑсен хушшинчи комисси ларӑвӗ иртнӗ. Строительство министрӗ Алексей Грищенко конкурса тӑратнӑ ӗҫсемпе паллаштарнӑ.
Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисем хулисем 20 пинтен пуҫласа 50 пин таран ҫын пурӑнакан хуласен хушшинче тупӑшӗҫ, Улатӑр — 10 пин ҫын таран пурӑнаканнисен йышӗнче.
Улатӑр хули «Алатырь – белгорючь камень» текен территорие конкурса тӑратнӑ, Канаш — хулари культура керменӗн ҫуллахи паркне, Ҫӗмӗрле — хулари культурӑпа кану паркне, Етӗрне — Комсомольски урама.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |