Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Политика
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Софронова ӗҫрен кӑларассине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ вара Етӗрне хула администрацийӗ пуҫлӑхӗ Павел Бажайкин та ҫемҫе пуканпа сывпуллашассине пӗлтӗмӗр. «Чӑваш Ен» наци телекуравӗ хыпарланине ӗненсен, хула пуҫлӑхне те республика ертӳҫисенчен кӑшӑлвирусшӑн сӑмах лекнӗ. Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва, чӑн та, республикӑри оперативлӑ штабӑн нумаях пулмасть иртнӗ ларӑвӗнче тишкернӗ, ӗнер Правительство ҫуртӗнчи канашлура сӳтсе явнӑ. Етӗрнере тата Етӗрне районӗнче вирус вӑйлӑ сарӑлнине яваплисем ӗҫлесе ҫитерейменнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Паян асӑннӑ тӑрӑхра республикӑран кайнӑ ятарлӑ ушкӑн лару ирттернӗ, Етӗрне хулинче вӑл рейда тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |