Ӳсӗр чухне темӗн те пулать вӗт. Етӗрнере пурӑнакан хӗрарӑм, ӳсӗрскер, йӑнӑшпа уксус ӗҫсе пульницӑна лекнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
63 ҫулти хӗрарӑм юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче килӗнче ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер 22 сехетре эрех ӗҫес тенӗ те уксус кӗленчине ярса тытнӑ. Унӑн пырӗ ҫав самантрах пиҫсе кайнӑ. Ӑна районти пульницӑна часрах ӑсатнӑ.
Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кунашкал пӑтӑрмах Вӑрмар районӗнче те пулнӑ. 43 ҫулти хӗрарӑм та эрех ӗҫес тесе йӑнӑшпа уксус кӗленчине тытнӑ. Вӑл килӗнче 20 грамм ҫутӑ шӗвек тупнӑ, анчах вӑл уксус пулнине ҫӑвара хыпсан ҫеҫ пӗлнӗ. Тӑванӗсем пӗр тӑхтамасӑр васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.