Республикӑн Информаци политикин министерстви кадастр инженерӗсене, геодезистсене, спутник хатӗрӗ усӑ куракан ытти организацие референц станцийӗсен тытӑмне тӗрӗслесе тата хакласа пӑхма сӗнет.
Пӗлтӗр пирӗн республика ГЛОНАСС/GPS спутник тытӑмӗн тӗрӗсрен те тӗрӗс кӑтартакан сетьлӗ регионӗсен йышне кӗнӗ. Сеть виҫӗ референц станцийӗнчен тӑрать. Вӗсене Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче вырнаҫтарнӑ. Ун йышшисем Чӑваш Енре ҫичӗ штук пулмалла. Вӗсене Куславккара, Улатӑрта, Етӗрнере тата Патӑрьелте тӑвасшӑн. Референц станцийӗсен ҫӗр чиккисене, куҫман ытти пурлӑх тӗлне тӗп-тӗрӗс кӑтартаҫҫӗ иккен. Геодезистсене ӳкерсе тӑкакланнине те вӑл чакарма пулӑшмалла.
Референц станцийӗн сечӗпе ӗҫлеме мобильлӗ спутник приемникӗ, ӑна ровер теҫҫӗ, кирлӗ пулать. Ытти хӑш-пӗр япалана та шута илмелле-ха паллах. Ун пирки Информаци политики хӑйӗн сайтӗнчи информацире аван ӑнлантарса панӑ.
Кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче Иисус Христос ҫуралнӑ кун. Ҫак уява чысласа ирттерекен тӗн уявӗнче Етӗрнери Свято-Троицкий собор ҫумӗнчи вырсарни шкулне ҫӳрекенсем тата Палтайри Вознесения Господня вырсарни шкулне ҫӳрекенсем хула ҫыннисене уявпа саламларӗҫ. Ачасем пухӑннисене хӑйсен аллисемпе ӑсталанӑ ҫӑлтӑрсем парнелерӗҫ, ҫӑлтӑрсен ташши-юррипе сӑввине ятарлӑ сценари тӑрӑх лартнӑ. Сценари авторӗсем Э.Лисицына, В.Белов, Е.Паркина, Е.Коракова, М.Шуверова, Л.Гришина. Пухӑннисене Етӗрне тата Палтай чиркӗвӗсен протоиерейӗсем Сергий аттепе Владимир атте Христос ҫуралнӑ ятпа саламларӗҫ, ҫак кун умӗн Афонран пӗрремӗш хут Иисус Христос пурӑннӑ вӑхӑтри япаласене Мускава илсе килни пирки пӗлтерчӗҫ.
Пухӑннисене ҫавӑн пекех Етӗрне хулин пуҫлӑхӗ Андрей Агаков тата район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Алиса Иванова саламларӗҫ.
Алиса Геннадьевна район администраци пуҫлӑхӗн ячӗпе Черновсен ҫемйине «Ҫулталӑк ҫемьи — 2013» конкурсра «Социально-ответственная семья» (чӑв. Халӑхри яваплӑ кил-йыш) номинацире ҫӗнтернӗшӗн диплом парса чысларӗ.
Етӗрнери тӗп вулавӑшра кӗнеке вулама юратакансем валли Чӑрӑш йӗркеленӗ.
Унччен культура учрежденийӗ ҫулталӑк тӑршшӗпех ятарлӑ конкурс ирттернӗ. «Ҫулталӑкри чи нумай вулакан» ят панӑскере вулавӑша 15 хутран кая мар пынӑ, 50 кӗнекерен сахал мар кӗнеке шӗкӗлченисене хутшӑнма ирӗк панӑ. Ҫавӑн пекех вӗсен вулавӑшри тӗрлӗ мероприятие хастар хутшӑнмалла пулнӑ. Конкурса ҫапла вара 1–8-мӗш классенче вӗренекен 54 вулакан хутшӑннӑ. Хайхисен хушшинче 200 кӗнеке ытла вуланисем те пулнӑ. «Чи нумай вулакан» ятне Етӗрнери 3-мӗш вӑтам шкулти 3-мӗш «в» класра вӗренекен Екатерина Васильева ҫӗнсе илнӗ.
Кӗнеке тусӗсене Хӗл Мучипе Юрпике тата вулавӑш ертӳҫи Ирина Токарева саламланӑ, Хисеп хучӗсемпе тата парнесемпе чысланӑ.
Халӑха тӳлевлӗ пулӑшу кӳрессин хакӗсене сӳтсе явнӑ чух Леонид Офаринов депутат хутсен хакӗ хӑш чӗлхепе пичетленине кура уйрӑлса тӑнине асӑрханӑ.
Чӑваш Енре патшалӑх чӗлхи иккӗ иккенне пӗлетпӗр. Апла тӑк хутсене хӑть чӑвашла, хӑть вырӑсла яма юрать. Анчах вӗсене пичетлессин хакӗ Етӗрне хулинче хӑш чӗлхене суйланинчен килет иккен. Вырӑсла пичетлеме чӑвашлинчен икӗ хут йӳнӗрех: вырӑсла — 10 тенкӗ, чӑвашла — 20. Леонид Офаринов депутат ҫак йышӑнӑва мӗне кура тунине ӑнланманнине палӑртнӑ. «Халӑх тарҫи» асӑрхаттарнипе Хула пухӑвӗн депутачӗсем килӗшнӗ — ик чӗлхепе пичетлесен те пӗр пек тӳлеттерме йышӑннӑ.
Раштавӑн 21-мӗшӗнче Шупашкарта Хӗл Мучисемпе Юр пикесем, юмахсенчи ытти сӑнар чупма тухӗҫ. Пӗтӗм ҫӗршывӗпе иртекен акци йӑлана кӗрекенскер теме те юрать. Чӑваш Енрен унта «Ман хыҫҫӑн чуп» ҫамрӑксен юхӑмӗн членӗсем тата ытти ҫамрӑк тухмалла. Тӗп критери — спорта юратни тата 18-тан пуҫласа 35 ҫула ҫитиччен пулни.
Асӑннӑ юхӑм пирки каласан, ӑна Екатерина Устинова ятлӑ хастар ертсе пырать. Юхӑм штабӗсем Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне хулисенче тата Тӑвай районӗнче пур. Массӑлла чупусене шӑпах вӗсем хастар хутшӑнаҫҫӗ те иккен.
Чупӑва хутшӑнакансен Хӗл Мучи е Юр пике тумне, юмахри пӗр-пӗр сӑнар ҫи-пуҫӗ те юрать, тӑхӑнса пымалла. Старта тӑракансене 11 сехет те 30 минутра Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре кӗтеҫҫӗ. Чупу 12 сехетре пуҫӑнмалла.
Ҫак кунсенче республикӑра тӗрлӗ уяв каҫӗ ҫине-ҫинех иртнине пирӗн вулакансем те асӑрхарӗҫ-тӗр. Паян Наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхе пӗлӗвне никӗслекенне Николай Ашмарина халалласа асӑну каҫӗ иртнӗ.
Мероприятие Наци вулавӑшӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен чӗлхе пӗлӗвӗн тата словарсьен пайӗсем пӗрле пулса йӗркеленӗ. Уяв каҫне Ашмарин ҫак тӗнчерен кайнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Аса илтеретпӗр, паллӑ ученӑй Етӗрне хулинче 1870 ҫулти юпа уйӑхӗнче ҫуралнӑ, 63 ҫулта вилнӗ.
Хӑйӗн вӑрӑм мар ӗмӗрӗнче Ашмарин тюрколог тата чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи, профессор тӗлӗнмелле нумай ӗҫ тума ӗлкӗрнӗ: чӑваш халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ, тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗнне тата ытти йӑли-йӗркине, чӑваш чӗлхин диалекчӗсене тата вырӑнти калаҫӑвӗсене тӗпченӗ. Ӑна тӗнчипе чапа кӑларнӑ ӗҫӗ вара — 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки».
Чӑваш театрӗпе киноне йӗркеленӗ Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑ Тутар Республикинчи Кӑнна Кушки ялне кайма Етӗрне районӗнче пурӑнакансем тахҫанах ҫитсе килме ӗмӗтленни пирки пӗлтерет Етӗрнери тӗп вулавӑш ертӳҫи Н.А. Долгова. Мӗншӗн шӑпах етӗрнесем текенсене пӗлтерер — Максимов-Кошкинский мӑшӑрӗ — чӑваш хӗрарӑмӗсенчен кинора пӗрремӗш хут ӳкерӗннӗ Тани Юн Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вара ҫав тӑрӑхрисем Тутарстана тухса кайнӑ. «Туслӑхпа юрату кӗперӗ: Чурпай — Кӑнна Кушки» ят панӑ литературӑпа театр ретро-вояжне Етӗрне райадминистрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен Алиса Иванова ертсе пынӑ. Ҫывӑх мар ҫула кайма май килнинче ҫӳлерех асӑннӑ проекта пурнӑҫа кӗртме республика Элтеперӗн гранчӗ уйӑрса пулӑшнине палӑртмалла.
Кӑнна Кушкинче чӑвашсене чӑваш, вырӑс, тутар, ирҫе халӑх тумӗсене тӑхӑннӑ хӗрсем ҫӑкӑр-тӑварпа тата сӑрапа, ҫавӑн пекех тутарсен чак-чак текен ҫимӗҫӗпе кӗтсе илнӗ.
Етӗрнери ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗнче паян пуҫласа «Ӳнер каҫӗ» иртмелле. Ҫавна май культура учрежденийӗн алӑкӗсем каҫхи ултӑ сехетрен тытӑнса ҫурҫӗрчченех уҫӑ пулӗҫ.
«Ӳнер каҫӗнче» куравсемпе паллашма, классикӑлла хайлавсене, сӑвӑ вуланине, романссем юрланине итлеме май килӗ. 18 сехетре «Чӑвашсен аваллӑх чун хавалӗ тӗрӗсемпе япаласенче» ятпа ҫӗнӗ курав уҫӑлӗ. Кунсӑр пуҫне Тинкеш ял тӑрӑхӗнчи Ивановсен «Пултарулӑх атмосфери» тата Етӗрнери А.Асламас ячӗллӗ ача-пӑчан ӳнер шкулӗн ӳкерчӗкӗсен куравӗсем ӗҫлӗҫ. Каҫхи ҫичӗ сехетрен тытӑнса тӑххӑрччен асӑннӑ шкул ачисем «Музыка фейерверкӗ» музыка программипе савӑнтарӗҫ. Ун хыҫҫӑн Етӗрнери культура ҫурчӗн концерчӗ пуҫланӗ, вӑл ҫурҫӗрчченех пырӗ.
Кун пирки чӳкӗн 1-мӗшӗнче республикӑри тата районти массӑллӑ информаци хатӗрӗсен, издательствӑпа полиграфи, IT-компанисен пуҫлӑхӗсемпе иртнӗ канашлура Наци телерадиокомпани директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юлия Стройкова пӗлтернӗ.
Радиона Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата асӑннӑ хуласен ҫывӑхсенче пурӑнакансем итлеме май килӗ. Эфирӑн ытларах пайӗ чӑвашла тата вырӑсла кӗвӗ-ҫемӗрен тӑмалла. Унта Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн хӑш-пӗр кӑларӑмӗсене итлеме май пулӗ, тӳрӗ эфирти передачӑсене те йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.
Наци телевиденине илсен, авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса ӑна Канашри, Етӗрнери, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Вӑрнарти тата Йӗпреҫри кабель сечӗсем урлӑ кӑтартассине йӗркелессипе тӑрӑшаҫҫӗ.
«Чун юрланӑ чух». Ҫак ятпа Етӗрне районӗнчи Культура ҫуртӗнче нумаях пулмасть «Манӑн ҫулсем — манӑн пуянлӑхӑм» девизпа йӗркеленӗ мероприятие районта пухӑниччен ял тӑрӑхӗсенче утӑ–авӑн уйӑхӗсенче тӗрлӗ жанрлӑ уявсем ирттерсе пултаруллисене палӑртнӑ. Кам мӗнле пултарать, хӑйӗн пултарулӑхне ҫавӑн пек кӑтартнӑ: хӑшӗсем хӑйсем кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарнӑ, сӑввисене вуланӑ, хут купӑспа вылянӑ, такмак каланӑ.
Фестивале Валентина Семяхина ертсе пыракан «Калинка» халӑх ансамблӗ уҫнӑ. Мероприятие Етӗрне хулин тата ялӗн, ҫавӑн пекех Хучаш, Кӑкшӑмри, Кивӗ Тинкешри, Пӗрҫырланти, Мӑн Явӑшри, Пушкӑрт сали тӑрӑхӗсенчи маттурсем пуҫтарӑннӑ.
Илемлӗ вулассипе Хучашри Николай Ефимов ҫӗнтернӗ. Хор ансамблӗсенчен Пӗрҫырланти «Сар Ен» халӑх фольклор ушкӑнне ҫитекен тупӑнман. Вокалистсенчен Хучашри Алевтина Соколова мала тухнӑ. Кунсӑр пуҫне ытти номинаципе те хавхалантарнӑ.
Районта ҫӗнтернисем халӗ Ҫӗмӗрлере ҫитес уйӑхра иртекен республикӑри фестивале тухса кайма хатӗрленеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |