Ҫак кунсенче «Сӗтев» хаҫачӗ тата унӑн тӗп редакторӗ Эдуард Мочалов тӗлӗшӗпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ — тӗпчевҫӗсем редакцине тата журналистсем патне ҫитсе шырав ирттернӗ.
Владимир Кожевников ҫапларах каласа панӑ: «Ман килте шырав ирттерчӗҫ, пӗтӗмпех ухтарчӗҫ. Экстремисла материалсем шырарӗҫ. Хытӑ диск, темиҫе диск, архиври хаҫат кӑларӑмӗсене илсе кайрӗҫ». Унсӑр пуҫне редакцире техника таврашне тата хаҫат тиражне илсе кайнӑ.
Пуҫиле ӗҫе Етӗрнери районсен следстви пайӗ пуҫарнӑ. Хальхинче йӗрке хуралҫисене 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче пичетленсе тухнӑ «Мы татары, а не русские» (чӑв. Эпир вырӑссем мар, тутарсем) статья кӑсӑклантарать иккен. Статья авторӗ — Фаузия Байрамова ҫыравҫӑ. Вӑл опозицилле «Иттифак» партине ертсе пырать, ҫавӑн пекех тутар наци юхӑмӗн паллӑ ҫыннисенчен пӗри.